Поиск
Шырав ĕçĕ:
7. Эхер те эсир: «Мана парне кирлӗ мар, ырӑ кӑмӑл кирлӗ» тени мӗне пӗлтернине пӗлнӗ пулсассӑн, айӑпсӑррисене айӑпламӑттӑр: 8. Этем Ывӑлӗ — шӑматкун хуҫи те, тенӗ.
Мф 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Эхер те эсир, хӑвӑр усал пулин те, ачӑрсене ырӑ япала пама пӗлетӗр пулсан, Ҫӳлти Аҫӑр Хӑйӗнчен ыйтакансене ырӑлӑх паратех ӗнтӗ.
Мф 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
34. Эхер те эсир ӑстӑнӑра ҫирӗп тытаятӑр, чӗрӗре асӑрхаса-тӗрӗслесех тӑраятӑр пулсассӑн, пурӑнӑҫӑра сыхласа хӑварайӑр, вилнӗ хыҫҫӑн ырӑлӑх илейӗр: 35. вилнӗ хыҫҫӑн эпир чӗрӗлсе тӑрӑпӑр та, сут пулӗ — ун чухне тӳрӗ ҫынсенӗн ячӗсене пӗлтерӗҫ, усаллисенӗн ӗҫӗсене кӑтартӗҫ.
3 Езд 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Эхер те эпӗ Санран ырӑлӑх илтӗм пулсассӑн, ман ҫине Таса Сывлӑша ярсамччӗ, чӑн пуҫламӑшӗнчен пуҫласа тӗнчере мӗн тунине, Санӑн саккунунта мӗн каланине ҫырса хурам эпӗ, ҫапла ҫынсем хӑйсене валли ҫул тупма пултарччӑр, юлашки вӑхӑтра пурӑнас теекенсем пурӑнма пултарччӑр, терӗм.
3 Езд 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
44. Эхер те эсӗ пире пӑрахсан, Сион ҫуннӑ чухне хамӑр та ҫунса кайни аванрах пулнӑ пулӗччӗ пирӗншӗн, 45. мӗншӗн тесессӗн эпир унта вилнисенчен мала мар, терӗҫ.
3 Езд 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Вара каларӑм эпӗ: эй Ҫӳлхуҫа Патша! эхер те эпӗ Санӑн умӑнта тивлет илтӗм пулсассӑн, Эсӗ мана ыттисенчен тӳрӗрех тесе шутлатӑн пулсассӑн, манӑн кӗллӗм Сан патна ҫитрӗ пулсассӑн, 8. мана тӗреклӗх пар, мана, Хӑвӑн чуруна, ҫак хӑрушӑ курӑнӑвӑн тупсӑмне кӑтарт, ҫапла манӑн чунӑма пӗтӗмпех лӑплантар, 9. мӗншӗн тесессӗн Эсӗ мана юлашки вӑхӑта кӑтартма тивӗҫлӗ тесе шутларӑн, терӗм.
3 Езд 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Эхер те эсӗ мана: «ман куҫҫулӗм ҫӗр куҫҫулӗ пек мар, мӗншӗн тесессӗн эпӗ хамӑн варта хурланса йӑтса ҫӳренӗ, асапланса ҫуратнӑ чуна ҫухатрӑм, 13. ҫӗрӗн вара йӗрки ҫапла: ун ҫинче хальхи йыш ҫухалать те, ҫавӑн чухлех ҫӗнӗ йыш килсе тӑрать» тесессӗн, 14. калӑп сана: эсӗ асапланса ҫуратнӑ пекех, ҫӗр те хӑйне Пултаракана хӑйӗн ҫимӗҫне — этеме — асаппа парать.
3 Езд 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
42. Эпӗ хуравласа каларӑм: эхер те эпӗ тивлет илтӗм пулсан, малалла та калӑп.42. Я отвечал и сказал: если я обрел благодать, то буду говорить.
3 Езд 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
32. Эхер те Эсӗ пире каҫарас тетӗн пулсассӑн, Сана хӗрхенекен кӑмӑллӑ Турӑ тейӗҫ, мӗншӗн тесессӗн пирӗн тӳрӗ ӗҫсем ҫук.32. Если Ты пожелаешь помиловать нас, то назовешься милосердым, потому что мы не имеем дел правды.
3 Езд 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Эхер те Эсӗ Хӑв тимлесе пултарнине Хӑвах ҫапла ҫӑмӑллӑн пӗтеретӗн пулсассӑн, мӗншӗн-ха унӑн ҫут тӗнчене ҫуралмалла пулнӑ?
3 Езд 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
49. Эхер те пире вилӗмсӗрлӗх пама пулнӑ пулсан, анчах эпир вилӗм ӗҫӗсем туса пурӑннӑ пулсан, мӗн усси пур пирӗншӗн?119. Что пользы нам, если нам обещано бессмертное время, а мы делали смертные дела?
3 Езд 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
79. Эхер те ҫав чунсем Ҫӳлти Туррӑн ҫулӗсене уяман, упраман, Унӑн саккунне хисеплемен, Унран хӑракансене курайман ҫынсенӗн чунӗсем пулсассӑн, 80. вӗсем канлӗх вырӑнне кӗреймӗҫ, тӳрех асапланма пуҫлӗҫ, вӗҫсӗр хуйхӑрса, кулянса ҫичӗ тӗрлӗ асаппа асапланӗҫ.
3 Езд 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
59. Эхер те ҫак тӗнчене пирӗн валли тунӑ пулсассӑн, мӗншӗн-ха эпир ӑна еткере илейместпӗр?59. Если для нас создан век сей, то почему не получаем мы наследия с веком?
3 Езд 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Эпӗ Ӑна ҫапла хуравласа каларӑм: эй Патша Турӑ! эхер те эпӗ Сан умӑнта ырӑлӑх тупрӑм пулсан, 12. йӑлӑнатӑп Сана, Хӑвӑн чуруна ҫӗркаҫ кӑтартнӑ паллӑсене ыттине те кӑтартсамччӗ, терӗм.
3 Езд 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
56. Эпӗ ӗнтӗ ҫапла каларӑм: хуҫамӑм, тархасласах ыйтатӑп: эхер те эпӗ Сан умӑнта ырӑлӑх тупрӑм пулсассӑн, Хӑв пултарнӑ тӗнчене кам урлӑ сут тунине кӑтартсамччӗ Хӑвӑн чуруна, терӗм.
3 Езд 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Эхер те Ҫӳлти Турӑ сана ҫав вӑхӑтчен пурӑнса ҫитме парсассӑн, виҫҫӗмӗш тапхӑр хыҫҫӑн эсӗ вӑйлӑ пӑлхану курӑн: ҫӗр варринче сасартӑк хӗвел ҫутатса ярӗ, кӑнтӑрла уйӑх тухӗ; 5. йывӑҫ ҫинчен юн тумласа тӑрӗ, ӗнтӗ чул та сас парӗ, халӑхсем пӑлханӗҫ, ҫӑлтӑрсем хӑйсен ҫулне улӑштарӗҫ.
3 Езд 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Эхер те эсӗ ҫавсенӗн тӳри пулнӑ пулсассӑн, кама тӳрре кӑларӑттӑн, кама айӑпланӑ пулӑттӑн? терӗ.18. Если бы ты был судьею их, кого бы ты стал оправдывать или кого обвинять?
3 Езд 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Вӑл вара мана каларӗ: эхер те эпӗ санран тинӗс варринче пурӑнмалли вырӑн миҫе е тӗпсӗр авӑр никӗсӗнче миҫе ҫӑлкуҫ, е тӳпере миҫе шыв ҫулӗ, е райӑн хапхисем мӗнле тесе ыйтнӑ пулсассӑн, 8. эсӗ, тен, мана: эпӗ тӗпсӗр авӑра та анса курман, тӳпене те нихӑҫан та улӑхман, тамӑкран тухмалли вырӑн ӑҫтине те пӗлместӗп, тенӗ пулӑттӑн.
3 Езд 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Эхер те мана эсӗ вӗсенчен пӗрне ӑнлантарса парайсан, эпӗ те сана хӑв курас тенӗ ҫула кӑтартӑп тата усал чӗре ӑҫтан тухнине пӗлме вӗрентӗп, терӗ.
3 Езд 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Пӗлсех тӑрӑр: эхер те эпир вӗсене хирӗҫ мӗнле те пулин усал ӗҫ тусассӑн е кӳрентерес пулсассӑн, пире хирӗҫ тӑраканӗ этем мар пулӗ, пирӗн пӗтӗм ӗҫӗмӗршӗн яланах тавӑрса тӑраканни пур пуҫлӑха та тытса тӑракан ҫӳлти Турӑ пулӗ. Сывлӑхлӑ пулӑр» тенӗ.
3 Мак 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.