Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

яхӑн сăмах пирĕн базăра пур.
яхӑн (тĕпĕ: яхӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Геннадий Конновпа Нина Антонова штатра тӑман корреспондентсем 15 ҫула яхӑн Ишлей райпоне ертсе пынӑ А.А. Яичников ятне пӗрин хыҫҫӑн тепри асӑнчӗҫ.

Помоги переводом

Хӑйӗншӗн мар, кушакшӑн пӑшӑрханнӑ // Тамара Верендеева. «Тӑван Ен», 49-50№, 2016.07.01-07

Акӑ, тӑпӑл-тӑпӑл кӗлеткеллӗ ҫамрӑк хӗр тытса пыракан урхамах пӗр метра яхӑн хӳме урлӑ ҫӑмӑллӑн сиксе каҫса тепӗр чӑрмав патне васкарӗ.

Помоги переводом

«Кунта чунпа канатпӑр…» // ВЕРА ШУМИЛОВА. «Тӑван Ен», 49-50№, 2016.07.01-07

Уява ял тӑрӑхӗнчи 16 ял кил-картишӗ, чӑвашсен 21 ентешлӗхӗ тата 32 пултарулӑх ушкӑнӗсем хутшӑнчӗҫ – 500 яхӑн ҫын пулчӗ.

Помоги переводом

Хравути Пуххи ентешлӗхе пухрӗ // Николай Смирнов. «Тӑван Ен», 49-50№, 2016.07.01-07

Пӗтӗмӗшле ӗҫ стажӗ унӑн – 30 ҫула яхӑн.

Общий стаж его работы - более 30 лет.

Пахалӑхлӑ продукци илес тесен …выльӑх апачӗ вӑхӑтра хатӗрлеме ан ӳркен // Деомид Васильев. «Тӑван Ен», 51-52№, 2016.07.08-17

Ку программӑпа Чӑваш Республики 1,6 млрд тенкӗ ытла укҫа-тенке тивӗҫнӗ, ҫавна май 13 пине яхӑн ачана садиксене вырнаҫтарнӑ.

Помоги переводом

Мӗн туни – куҫ умӗнче, пурнӑҫламалли – планра // АНФИСА МАНЯКОВА. «Тӑван Ен», 51-52№, 2016.07.08-17

Пучахлӑ курӑк 500 гектара яхӑн.

Зерновые культуры около 500 гектаров.

Пӗрисен выльӑх апачӗ саппас юлать, теприсен... // Валентин ГРИГОРЬЕВ. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№

Апла-и, капла-и — Раифа мӑнастирӗнче тӑватӑ уйӑха яхӑн пурӑнни усса кайнӑ: Максим турӑ саккунӗсем мӗне ырлани-сивленине уяма тытӑннӑ.

Но несмотря на это — жизнь в монастыре Раифа в течение приблизительно четырех месяцев пошла на пользу: Максим, читая божьи заоны, стал понимать, где грань между добром и злом.

"Анне вилсен атте мӑнастире кайрӗ" // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№

Ара, 40 ҫула яхӑн педагогра ӗҫлетӗп — пӗр ачан кӑмӑлне тупаймастӑп-ҫке!

Ведь проработав в школе 40 лет, не могла найти подход к одному мальчику.

"Анне вилсен атте мӑнастире кайрӗ" // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№

Елена Семеновна мӗн вӗренсе пӗтернӗренпех, 40 ҫула яхӑн ӗнтӗ, — Чурачӑкри ача садӗнче музыка ертӳҫинче, мӑшӑрӗ вырӑнти тимӗр-бетон заводӗнче водительте тӑрӑшаҫҫӗ.

Елена Семеновна с окончания обучения, уже более 40 лет, — музыкальный руководитель Чурачикского детского сада, супруг работает на местном заводе железобетонных изделий.

"Анне вилсен атте мӑнастире кайрӗ" // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№

— Ман сӑвӑсемпе композиторсем 300 яхӑн юрӑ хывнӑ.

Помоги переводом

Питӗ ҫывӑх, ӑнланма йывӑр Сарпи // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№

6 центнера яхӑн таякан вӑкӑра 20 сантиметрлӑ шалчана татса каясси нимӗн те мар.

Быку весом 6 центнеров не составит большого труда вырвать кол для привязи длиной 20 сантиметров.

«Элек саракансемех пулӑшу ыйтма килеҫҫӗ» // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.30, 25 (6118) №

Етӗрне районӗнчи Мӑн Сӗнтӗрти Владимир Корнилов пӗр ирхине, нумаях пулмасть кӑна пӑруланӑ ӗнине вӗренлеме кайсан, чутах инкеке лекмен: ӑна 600 килограма яхӑн таякан икӗ вӑкӑр тапӑннӑ.

Владимир Корнилов из Больших Сундырь Ядринского района в одно утро чуть не попал в беду, когда отправился на привязку недавно отелившейся коровы: на него напали двое быков, каждый из которых весил около 600 килограммов.

«Элек саракансемех пулӑшу ыйтма килеҫҫӗ» // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.30, 25 (6118) №

Кӑмӑл тӑвакансем 50 яхӑн рабочи профессийӗнчен пӗрне суйлама пултараҫҫӗ.

Желающие могут выбрать одну из 50 рабочих профессий.

Иртнӗ ҫулла... // Анатолий АБРАМОВ. «Тантӑш», 2016.06.30, 25№

200 пине яхӑн партизанпа подпольщика орденсемпе медальсемпе, ҫав шутран 120-шне I, II степень «Тӑван ҫӗршыв вӑрҫин партизанне» медальпе чысланӑ, 233 ҫын Совет Союзӗн Геройӗ ятне тивӗҫнӗ.

Помоги переводом

Вӗсен тӳпи пысӑк // А.КАРЛИН. «Елчӗк Ен», 2016.06.29

Акӑ ӗнтӗ 4 ҫула яхӑн ялта чиркӳ лартма пикенеҫҫӗ.

Вот уже около 4 года пытаются построить церковь.

Халӑха чиркӳ кирлӗ // Сувар. «Сувар», 21(699)№, 2007.05.25

Ҫӗпрел районӗнчи Алешкин-Саплӑк ялӗнче 250 ытла ҫурт, кунта 1200-е яхӑн ҫын пурӑнать.

Помоги переводом

Халӑха чиркӳ кирлӗ // Сувар. «Сувар», 21(699)№, 2007.05.25

Виҫӗ ҫула яхӑн декрет отпускӗнче пулнӑ хыҫҫӑн спорта таврӑнма ҫӑмӑлах мар, ҫапах манӑн кӗрешме вӑй пур.

После трехлетнего декретного отпуска не легко возвращаться в спорт, но все же у меня есть силы бороться.

Эпир пуринчен те вӑйлӑрах! Эпир ҫӗнтеретпӗрех! // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.06.25, 99№

Паянхи куна алӑ ӑсти ҫак мелпе вунна яхӑн икона тӗрленӗ, кашнин умӗн пачӑшкӑран пил илнӗ, ӗҫе вӗҫлесен ӑна чиркӳре сӑвапланӑ.

На сегодня мастерица таким образом вышила около десяти икон, перед каждой работой получала благословение у батюшки, по окончании ее святила в церкви.

«Турӑш тӗрлесси - тӗлӗнтермӗш ӗҫ» // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.06.28, 100№

— Кашни кун Пушкӑртстан Республикинче 2 млн яхӑн ҫын ӗҫе ҫӳрет.

- В Республике Башкортостан ежедневно около 2 млн человек ходит на работу.

Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ — чӑвашсем никӗсленӗ хулара // Юрий МИХАЙЛОВ. «Урал сасси», 2016.06.15

«Базы» хуҫалӑха 30 яхӑн ҫул ӗнтӗ Халӑхсен туслӑхӗн тата Салават Юлаев орденӗсен кавалерӗ, ял хуҫалӑх наукисен кандидачӗ, ПР Патшалӑх Пухӑвӗн-Курултайӗн депутачӗ Вадим Соколов ертсе пырать.

Помоги переводом

Ӗҫлеме те, канма та пӗлеҫҫӗ // Юлиан ЗАХАРОВ. «Урал сасси», 2016.06.15

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней