Поиск
Шырав ĕçĕ:
Хӑйне хӑй килӗшӳллӗ тытассине йӑлтах манса кайнӑ Кассий Кольхаун Луизӑна уҫланкӑран туртса сӗтӗрет.Кассий Кольхаун грубо, совершенно забыв о вежливости, тащит Луизу прочь с поляны.
LXIV сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Вӑл лӑпах маншӑн та килӗшӳллӗ хӗҫпӑшал пулать, — терӗ ӑна хирӗҫ тӑраканӗ.Это как раз и для меня подходящее оружие, — ответил противник.
XX сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Вӑл ытла капӑр тумланман, анчах та пӗлсе, килӗшӳллӗ тумланнӑ.
I сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Тен, ыттисенчен сӑнӗпе анчах авантарах тухнӑ-тӑр: ҫаврака-тӑрӑхларах пит, ҫав пит валли шӑп та лӑп килӗшӳллӗ сӑмса, ҫурма кӑтра ҫӳҫ.
3 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Мӗнле килӗшӳллӗ суйласа пухнӑ вӗсене…
Камерӑри чечексем // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.
Кирек мӗн тусан та, вӗсене пурте ал майлӑ, кирек кампа утсан та, вӗсем ялан харӑс, килӗшӳллӗ пусса утаҫҫӗ.Что бы они ни делали — им все «с руки», с кем бы они ни шли — они всегда ступают «в ногу».
Иккӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Тумӗ хӑй ятне мар пулин те килӗшӳллӗ, ҫийӗнче унӑн — шурӑ ҫухаллӑ хура ҫӑм пустав костюм.Незнакомка была одета скромно — в черный шерстяной костюм с белым отложным воротничком.
Ҫирӗм иккӗмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.
Вӑрҫӑра куҫҫулӗн шучӗ ҫук ун, анчах халсӑрланса ларни килӗшӳллӗ мар пире.На войне слезы несчитанные, только слабость нам сейчас не к лицу.
19 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.
— Анчах патша хӑй туса панӑ йӗркесене пӑсни пӗрре те килӗшӳллӗ ӗҫ мар.
Шаутбенахт Петр Михайлов // Иван Пинер. Ровинский О.М. Гангут патӗнчи ҫапӑҫу: калав. — Шупашкар: Чӑвашгосизд, 1943. — 60 с.
Татӑлнӑ тӳммене лартманни, ҫу тумлатнине тасатманни, чӑлха тупанӗсем ҫӗтӗккине асӑрхаманни ытти ҫынсемшӗн кӑна мар, авланман ҫынсемшӗн те килӗшӳллӗ мар.Оторванная пуговица, жирное пятно или дырка на пятке непростительны даже холостяку.
Ҫамрӑксен тумтирӗ // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.
Юлташсемпе, тантӑшсемпе пӗрле чухне сирӗн пӗр-пӗрне килӗшӳллӗ тӑхӑнма тӑрӑшмалла.Будучи в паре (мужчина и женщина, подруги или друзья), нужно одеваться соответственно.
Ҫамрӑксен тумтирӗ // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.
Ҫын хӑйне тыткалани, сӑн-сӑпачӗ, тумтирӗ ҫын ӳсӗмӗпе килӗшӳллӗ пулмалла.Внешний вид человека, его манеры и поведение должны соответствовать возрасту человека.
Кӗпе-тумтир // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.
Ку кӗпесене чечеклӗ тӗрлӗ тӗслӗ материалтан ҫӗлеме юрать, пурте килӗшӳллӗ те ятуллӑ пулать.
Кӗпе-тумтир // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.
Аял кӗлеллӗ туфли ҫӳллӗ хӗрарӑмсене килӗшӳллӗ.
Кӗпе-тумтир // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.
Ӑшӑ ҫанталӑкра ҫӳхе костюм е кӗпе килӗшӳллӗ.
Кӗпе-тумтир // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.
Теннис туфлине носкипе тӑхӑнни килӗшӳллӗ.
Кӗпе-тумтир // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.
Апат-ҫимӗҫ магазинӗсенчи сутуҫӑсене халатсем килӗшӳллӗ.Для продавщиц продовольственных магазинов удобнее всего халаты.
Кӗпе-тумтир // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.
Ахахпа тата вӗтӗ йӑлтӑркка шӑрҫапа илемлетнӗ тума тӑхӑнни театрта, концертра, ташӑ каҫӗсенче ҫеҫ килӗшӳллӗ, кӑнтӑрла кун пек тӑхӑнни ятусӑр курӑнать.
Кӗпе-тумтир // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.
Килти ҫи-пуҫ тӑхӑнма меллӗ, хитре тӗслӗ, таса тата хӑвӑра килӗшӳллӗ пулмалла.Домашняя одежда должна быть удобной, красивой, чистой и быть к лицу.
Кӗпе-тумтир // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.
Килӗшӳллӗ кӗпе-тумтир тӑхӑнас тесен, хӑвӑн уйрӑмлӑхусене, мӗнле тӗс килӗшнине, кӗлетке калӑпне пӗлни ҫеҫ ҫителӗксӗр.
Кӗпе-тумтир // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.