Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

вӑйӑ сăмах пирĕн базăра пур.
вӑйӑ (тĕпĕ: вӑйӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ку вӑйӑ нумайӑшӗн кӑмӑлне кайрӗ, пӗрисем пачах айккинелле утса кайнине курсан, халӑх лахлатсах кулчӗ, кукша Антун пӗр йӑнӑшмасӑр чӳлмеке аллинчи патакӗпе чӑл та пар! салатса пӑрахсан — чӗререн савӑнчӗ.

Помоги переводом

Акатуй // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫитӗннӗ хӗрсем лараҫҫӗ, ҫамрӑккисем, ҫывӑрма кайиччен, ура ҫинчех тӑраҫҫӗ, аслисем юрланине, вӑйӑ каланине итлеҫҫӗ, хӑйсем те майӗпен-майӗпенех вӗсем пек пулма хӑнӑхса пыраҫҫӗ.

Помоги переводом

Кӳрентерчӗҫ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хӑшӗсене вӑйӑ евӗр йӗркеленӗ.

Помоги переводом

Ӑс-хакӑлпа шухӑшлав виҫесӗр пулсан... // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10984-s- ... s-r-pulsan

Раҫҫей первенствин иккӗмӗш дивизионӗнчи вӑйӑ Екатеринбургри «Урал-2» командӑпа тӗл пулнипе пуҫланчӗ.

Помоги переводом

Ӑнӑҫлӑ пуҫларӗҫ // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11110-n- ... l-puclar-c

Ача-пӑча мультфильм пӑхать, фильмсем курать, вӑйӑ вылять, пӗр-пӗр ыйту хуравне тупма пултарать… - «виртуаллӑ уҫлӑхӑн» майӗсем чӑнах та чикӗсӗр.

Помоги переводом

Япӑххипе лайӑххине мӗнле уйӑрмалла? // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11889-ya ... -uj-rmalla

Тӑхӑр вунӑ шакӑ сахал мар вӑл — йӗкер ывӑҫа та кӗмест, хан вӗсемпе аппаланма тытӑннӑранпа хӗрли те, сарри те, кӑвакки те темиҫе хутчен ултшарӑн пуҫтарӑнчӗҫ, ҫапах вӑйӑ йӑлӑхтармарӗ курӑнать-ха.

Помоги переводом

6. Усал хыпар утпа ҫӳрет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вӑйӑ тени вӑл — ыттисемшӗн — уншӑн мар.

Помоги переводом

5. Пултран-пасар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫамрӑксем каҫсерен урама тухса вӑйӑ выляма пуҫларӗҫ.

Помоги переводом

5. Пултран-пасар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хӗр-упраҫсем кунӗпе ӗҫлесе ывӑннӑ пулсан та ҫыврас умӗн кӑшт та пулин вӑйӑ каласа илеҫҫӗ.

Помоги переводом

2. Сенӗк саккунран вӑйлӑрах // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ку тӗрӗс ӗнтӗ, улахра каччӑ мӗн пурӗ те иккӗ-виҫҫӗ ҫеҫ пулса курнӑ, вӑйӑ картине вара пачах тӑман.

Помоги переводом

9. Сарьепе Иливан // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вӗсем хӑйсен професси ӑсталӑхне кӑтартса парӗҫ, кӑсӑклӑ ӗҫсене пурнӑҫлӗҫ, вӑйӑ урлӑ хальхи вӑхӑтри шкул ҫинчен пӗлме май килӗ.

Они продемонстрируют свое профессиональное мастерство, выполнят интересные задания, через игру расскажут о современной школе.

Ҫӗнӗ Шупашкарти учительсем телевӑйӑра ӑмӑртӗҫ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/33713.html

Униче хӗрринчи вӑйӑ карти…

Помоги переводом

VI // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 137–154 с.

Вӑйӑ карти те илем иртсен шыв сивӗннӗ пек сивӗнме пуҫлать; шавлӑ юрӑсем те, шӑв-шав та, тул ҫутӑлас чух макӑракан тӑлӑх купӑс сасси те ҫухалаҫҫӗ.

Помоги переводом

VI // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 137–154 с.

Ҫаплах умра вӑйӑ карти, ташӑ площадки.

Помоги переводом

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 15–35 с.

Вӑйӑ саланчӗ.

Помоги переводом

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 15–35 с.

Ывӑнни каллех таҫта кайса кӗчӗ, эп каллех вӑйӑ пуҫараканни пулса тӑтӑм.

Помоги переводом

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 15–35 с.

Эпӗ вӑйӑ картинелле утрӑм.

Помоги переводом

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 15–35 с.

Куҫӑм умӗнчех темиҫе ҫӗрте вӑйӑ карти картлана пуҫларӗ, баян савӑнса сывласа ячӗ.

Помоги переводом

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 15–35 с.

Мӗн тӗрлӗ вӑйӑ йӗркелеместӗн пуль!..

Помоги переводом

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 15–35 с.

Стадионри вӑйӑ пӗтсен, вӗсем Атӑл хӗрринелле пӗрле кайса ҫӳрерӗҫ, анчах пӗркунхи калаҫӑва хускатмарӗҫ.

Когда на стадионе закончилась игра, они вместе пошли на берег Волги, но прошлый разговор не вспоминали.

Пӗр-пӗрне ӑнлансан // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 3–23 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней