Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

айккинелле (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Таврара мӗн пулса иртнине асӑрхамастӑр, туссене манатӑр, ӗҫри ыйтусене айккинелле сиретӗр.

Не будете замечать ничего вокруг, забудете про друзей, отодвинете в сторону рабочие задачи.

24-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Халӗ ӗҫри ыйтусене айккинелле сирсе юратнӑ ӗҫпе аппаланма юрать.

Самое время отложить рабочие хлопоты на потом, чтобы заниматься любимыми делами.

53-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ҫемьери тахҫанах айккинелле сирсе пынӑ ыйтусене татса памалла.

Хорошо бы заняться решением семейных вопросов, которые откладывались до лучших времен.

37-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Эсир халӗ те пӗччен тӗк ку эрнере чун савнине тӗл пулас шанчӑк пур – айккинелле пӑхсах ҫӳрӗр.

Если вы все еще одиноки, то получите шанс встретить свою вторую половинку - смотрите по сторонам.

38-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ӗҫлекенсем темрен тем пуласран шикленсе часрах айккинелле пӑрӑнаҫҫӗ.

Помоги переводом

16. Шӑпчӑк юрри // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Ҫук, ним те каласшӑн мар, — айккинелле пӑхрӗ элчӗ.

Помоги переводом

7. Икӗ элчӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Упӑшкин ку сӑмахӗсем хыҫҫӑн Фатьма-Салтан пуҫне айккинелле пӑрчӗ, ун ҫӑлтӑр евӗр куҫӗсем сасартӑк сӳннӗ пек пулчӗҫ.

Помоги переводом

3. Йывар кунсем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Лашасем айккинелле сикрӗҫ…

Помоги переводом

Шурӑ мӗлке ӑҫта ҫухалать? // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Михел хӑй те хӑраса айккинелле пӑхкаларӗ те ҫумӗнче ларакан тӑлмач лӑплантарчӗ.

Помоги переводом

Вӑрӑм Ура пулӑшни // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Лешсем кӑшкӑрса, ухӑсемпе пере-пере, хӗҫӗсемпе хӑратса кашкӑрсене кӗтӳрен айккинелле сирсе ячӗҫ.

Помоги переводом

Кашкӑрсем // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Ҫамрӑк хӗрсем те хӗрарӑмсем кӑна чуна ҫурса макӑрчӗҫ, анчах та ҫирӗп ҫыхнӑ вӗрен айккинелле тарма памарӗ, шыва сӗтӗрчӗ.

Помоги переводом

Кӑваркуҫ. 1230 ҫул // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Лашасем хӑранипе айккинелле сирпӗнчӗҫ.

Помоги переводом

Пӑлхар ҫар ҫынни пӗтни // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Вӗсене ҫапса, урисемпе тапса айккинелле сирпӗтрӗ.

Помоги переводом

Ултавлӑ ҫул // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Пӑлхар ачи ухӑ йӗпписене виҫҫӗшне тытрӗ, ыттисене айккинелле сирпӗтсе ячӗ.

Помоги переводом

Кашкӑр ҫури — Хура ҫӑлтӑр // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Кӑштах ларар мар-и ҫакӑнта? — пӳрт умӗнчи тенкел ҫине кӑтартрӗ Эльгеев, Кӗтерукпа Иван айккинелле пӑрӑнсан.

Помоги переводом

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

— Чаршав! — хыттӑн кӑшкӑрчӗ вӑл, айккинелле пӑхса.

Помоги переводом

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Шинельне тӗттӗмрех ҫӗре ҫакрӗ те тӗкӗр умӗнче ҫӳҫне ик айккинелле тураса якатрӗ.

Помоги переводом

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Ӗнисем хыҫҫӑн картишне куҫҫульпе макӑракан хӗрарӑмсем те кӗресшӗнччӗ, алманчӑ тарҫисем вӗсене хапха ик айккинелле ҫеҫ сирсе ывӑтрӗҫ.

Помоги переводом

20. Кӗске пушӑ хытӑ ҫапать // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫинҫе пилӗкне тӳп-тӳрӗ тытса пырать, айккинелле пӑхмасть, ҫын курать-и ӑна, курмасть-и — уншӑн ним те мар.

Помоги переводом

15. Инҫе ҫул // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Иливан вилнӗ хыҫҫӑн тахӑшӗ ялта Ахтупай шӑпӑрӗ вӑл асамлӑ япала тесе сӑмах кӑларнӑ, ҫавӑнпа та ун сассине илтсенех ҫынсем пурте айккинелле пӑрӑнма тӑрӑшаҫҫӗ.

Помоги переводом

5. Тӑшман // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней