Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ҫитсен, малтанах васкамасӑр чӗркуҫленчӗ, унтан хырӑмӗ ҫине аллисемпе тӗрӗнкелесе выртрӗ те лӗм, ҫурма пӑтранчӑк шыва шӑлӗ витӗр сӑрхӑнтарса, ҫӑвара лекекен ҫӗрӗк курӑк-марӑк тымарӗсене, планктонсене суркаласа пӑрахса, пӗр-ик сыпкӑм лӑнкӑрт-лӑнкӑрт ланкӑртаттарчӗ, кӑхлатса илчӗ, вара ӑшне кантараймасӑрах ури ҫине тӑчӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Рюкзакӗ каптака ҫине меллӗн лармалла тӗкӗнсен хӑй те, чӑнкӑ ҫыранӑн хавха хӗрри шӳтерсе ҫунӑ ҫумӑр хыҫҫӑн кӑшӑр-кӑшӑр йӑшнӑ пек, васкамасӑр, асӑрханса купарчипе ҫӗр ҫине, каптака ҫумне тӗренсе майланчӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Тавралӑх кӗрхи каҫӑн хура кӳллине васкамасӑр, ыйхӑлама пуҫланӑ куҫне килпетлӗн, пӗр нӑшӑкламасӑр сӑтӑркаласа путса анса пырать.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
— Ах, Кӗтерук, Кӗтерук, иртрӗ пуль ҫав чарусӑр яшлӑх, ҫамрӑк чух маххӑ памастӑмӑрччӗ те-ха, — каллех ӑшшӑн кулса илчӗ Уртем Михалийӗ, тирпейлӗн тикӗслесе кастарнӑ мӑйӑхне васкамасӑр шӑлкаласа.
Кану ҫуртӗнче // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 122–128 с.
Симӑна курсан, Маюк аппа куҫне шӑлкаларӗ те васкамасӑр ун патне пырса тӑчӗ, хӗре шӑтарас пек пӑхма пуҫларӗ.
Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.
— Сима! — васкамасӑр калаҫма пуҫларӗ Тамара, — эсӗ пирӗнтен ютшӑнма пуҫларӑн, ҫавна пулах ишӗлекен ҫыран хӗррине ҫывхаратӑн, сисетӗн-и ҫавна?
Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.
Килнӗ йӗкӗт пӳлӗмрисем ҫине васкамасӑр пӑхса ҫаврӑнчӗ.
Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.
— Ҫавӑн пек чипер хӗрсене кам юратмӗ, — васкамасӑр, кашни сӑмахне пӗрерӗн-пӗрерӗн витерсе ҫавӑрса хучӗ Иван.
11 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.
Йӑл-ял кулкаласа ӗҫлекен наладчик сӑнӗ салхулланчӗ, вӑл кӑтра ҫӳҫпе витӗннӗ ҫамкине ҫанӑ вӗҫӗпе шӑлса илчӗ те мастер патне васкамасӑр утса пычӗ.
3 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.
— Корнеев тунӑ пекки, — васкамасӑр каласа хучӗ ача.
3 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.
Ку тӗлти мӗн пур ҫимеллине пӗтӗмпех тасатсан, чӑхсем васкамасӑр, унта-кунта таккакаласа, саланма пуҫларӗҫ.
Ав, вӗрен Петюкран! // Василий Сипет. «Тӑван Атӑл». — 2005, 2№ — 72-73 с.
Тӑххӑрмӗш класс пӗтеркелесен, Митюк, ашшӗ-амӑшӗн ӗнчи ҫинчен анма васкамасӑр, ялтах тӗккеленсе ҫӳреме, унтан хулана шофера вӗренме тухса кайрӗ.
Ав, вӗрен Петюкран! // Василий Сипет. «Тӑван Атӑл». — 2005, 2№ — 72-73 с.
Хӗрсемпе каччӑсем, мӑшӑрӑн-мӑшӑрӑн тӑрса, ерипен, васкамасӑр малалла утрӗҫ.
VII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
Виҫҫӗн, малтан автанӗ, ун хыҫҫӑн икӗ чӑх, васкамасӑр хӑяр ҫине ҫул тытрӗҫ.
Яшка витӗр Шӑнкӑртам курӑнать // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 86-88 с.
Васкамасӑр, кашни вак япалана тӗплӗн ӑнлантарса каласа пама юратать вӑл.
Тинӗс уҫакансем // Александр Аслут. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 70-76 с.
Ун пекех васкамасӑр чикаркка тивертсе ярать, ҫерем ҫине таянса, кӑтра пӗлӗтсем ҫине пӑхса, хуллен кӑна кӑвак тӗтӗм ункисем кӑларать.
Тинӗс уҫакансем // Александр Аслут. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 70-76 с.
Ыттисем пек сӗтел хушшине ларман вӑл, ҫыр хӗрринчен урине уснӑ та чӗркуҫҫи ҫине лартнӑ чашӑкран васкамасӑр апат ӑсса сыпать.
Тинӗс уҫакансем // Александр Аслут. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 70-76 с.
Каччӑ ӑна курсан калаҫма чарӑнчӗ те пуҫӗнчи картузне васкамасӑр хывса тытрӗ.Приглядевшись к ней, юноша замолчал и медленно стянул с головы фуражку.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Ракаткаллӑ карта тӗлӗнче ушкӑнран ҫамрӑк ҫын тухрӗ те, колонна вӗҫӗнче такама шыранӑ пек, васкамасӑр унталла утса кайрӗ.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Унтан вӑл васкамасӑр, кӑштах тайкаланса, алӑк патнелле утса кайрӗ.Потом с видимым усилием, медленной, неверном походкой направилась к двери.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.