Поиск
Шырав ĕçĕ:
56. Эсӗ Манӑн суйласа илнӗ ҫыннӑмсене мӗн кӑтартнӑ, Турӑ сана ҫавнах кӑтартӗ — сана инкек айне тӑвӗ: 57. ачу-пӑчу выҫӑпа вилсе пӗтӗ, ху хӗҫпе касӑлса ӳкӗн, сан хулусене аркатса тӑкӗҫ, сан ҫыннусем пурте хирте хӗҫ айне пулса тӑкӑнӗҫ, 58. ту ҫинче пурӑнакансем выҫӑпа вилсе пӗтӗҫ, ҫӑкӑр ҫитменнипе хӑйсен ӳтне ҫийӗҫ, шыв ҫуккипе юн ӗҫӗҫ.
3 Езд 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Терафимсем пушӑ сӑмах калаҫҫӗ, пӗлӗмҫӗсем те, чӑн мар япаласем курса, суя тӗлӗксем каласа параҫҫӗ; вӗсем пулас ҫуккипе лӑплантараҫҫӗ; ҫавӑнпа вӗсем сурӑхсем пек аташса ҫӳреҫҫӗ, кӗтӳҫи ҫуккипе инкек тӳсеҫҫӗ.
Зах 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Анчах Турӑ вӗсене суйласа илмен, ӑслӑлӑх ҫулне те вӗсене уҫса паман; 28. вара вӗсем ӑслӑлӑхӗ ҫуккипе вилсе пӗтнӗ, хӑйсен ӑссӑрлӑхне пула пӗтнӗ.
Вар 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Сион ҫулӗсем уява килекен ҫуккипе хуйхӑраҫҫӗ; унӑн пур хапхи те пушанса юлчӗ; священникӗсем унӑн ассӑн сывлаҫҫӗ, хӗрӗсем унӑн салхуллӑ, ӑна хӑйне те йывӑр.
Хӳх 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Хӑшӗ хуравламалли сӑмахӗ ҫуккипе шарламасть; хӑшӗ хӑҫан калаҫмаллине пӗлсе калаҫмасть.6. Иной молчит, потому что не имеет, что отвечать; а иной молчит, потому что знает время.
Сир 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Йӗркесӗр ҫынсене хӑйсем ӗрчевлӗ пулни те усӑ кӳмест, аскӑн арлӑ-арӑмлӑ ҫынсен хунавӗсем тарӑн тымар яраймаҫҫӗ, вӗсен никӗсӗ тӗреклӗ пулаймасть; 4. турачӗсем вӑхӑтлӑха ешерсессӗн те, тӗрекӗ ҫуккипе, ҫил вӗрнӗ-вӗрменех силленме пуҫлӗҫ, кассӑн-кассӑн ҫил килсен тымарӗпех тӑпӑлса тухӗҫ; 5. черченкӗ турачӗсем хуҫӑлса пӗтӗҫ, ҫимӗҫӗ усӑсӑр, апат валли пиҫсе ҫитейменскер, пачах юравсӑр пулӗ: 6. йӗркесӗр пурӑнса ҫуратнӑ ачасем ӗнтӗ хӑйсен ашшӗ-амӑшне тӗпченӗ чухне вӗсен аскӑнлӑхне кӑтартакан кӳнтелен пулӗҫ.
Ӑсл 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Вӑл ӗнтӗ ҫулнӑ ҫаран ҫине ҫӑвакан ҫумӑр пек, ҫӗре шӑваракан тулӑх тумлам пек анӗ; 7. ун вӑхӑтӗнче тӳрӗ ҫын ҫутӑлса тӑрӗ, уйӑх ҫухаличченех тулли тӑнӑҫлӑх пулӗ; 8. вӑл тинӗсрен тинӗсе ҫитичченех, юханшывран# тӗнче хӗррине ҫитичченех тытса тӑрӗ; 9. пушхирте пурӑнакансем унӑн умне ӳкӗҫ, унӑн тӑшманӗсем тӑпра ҫулӗҫ; 10. Фарсис патшисемпе утрав патшисем ӑна хырҫӑ тӳлесе тӑрӗҫ; Аравипе Сава патшисем парнесем илсе пырӗҫ; 11. ӑна пур патша та ӳксе пуҫҫапӗ; ӑна пур халӑх та пӑхӑнса тӑрӗ; 12. вӑл ӗнтӗ тархаслакан мӗскӗне, пулӑшакан ҫуккипе хӗн тӳсекен ҫынна хӑтарӗ.
Пс 71 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Сана шанса тӑратӑп; хама хӗсӗрлекенсенчен пуринчен те ҫӑлсам мана, хӑтарсам мана; 3. хӑтаракан [та ҫӑлакан] ҫуккипе тӑшман ман чунӑма, арӑслан пек туласа, тӑпӑлтарса ан кӑларайтӑр.
Пс 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
41. Ҫӑхан чӗпписем ҫиме ҫуккипе Турра йӑлӑнса кӑшкӑрса ҫӳренӗ чухне ҫӑхан валли кам апат янтӑлать?41. Кто приготовляет ворону корм его, когда птенцы его кричат к Богу, бродя без пищи?
Иов 38 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Тумтирӗ ҫуккипе асапланакансене, шӑнса ҫӳрекен мӗскӗне курсассӑн, 20. сурӑхӑмсен ҫӑмӗпе ӑшӑтмарӑм-и вӗсене, вӗсен ҫан-ҫурӑмӗ мана тав тумарӗ-и?
Иов 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Арӑслан ӳхӗрни, мӗкӗрекенӗн сасси шӑпланать, ҫамрӑк арӑслансен шӑлӗсем те тӗпренеҫҫӗ; 11. тупӑш ҫуккипе вӑйлӑ арӑслан та вилет, арӑслан амин ҫурисем тӗрлӗ ҫӗре саланаҫҫӗ.
Иов 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Ҫӳлхуҫа Моисее каланӑ: акӑ эсӗ хӑвӑн аҫусем патне ӑсанӑн та, ҫак халӑх хӑй ҫитсе кӗрекен ҫӗр ҫинчи ют турӑсем хыҫҫӑн асса ҫӳреме тытӑнӗ, Мана пӑрахӗ, Манӑн халалӑма, хӑйсемпе хывнӑ халала, пӑсӗ; 17. ҫав кун ӑна ҫилленнипе ҫиллӗм тулса ҫитӗ те, Эпӗ вӗсене пӑрахса хӑварӑп, Хамӑн сӑнӑма вӗсенчен пытарӑп, вара халӑха пӗтерсе тӑкӗҫ, темӗн тӗрлӗ инкекпе хӗн-асап ҫитӗ ӑна, вара ҫавӑ кун вӑл: «хам хушшӑмра [Ҫӳлхуҫа] Туррӑм ҫуккипе ҫитсе ҫапмарӗ-ши мана ҫак инкек?» тейӗ; 18. урӑх турӑсем еннелле ҫаврӑнса тунӑ мӗнпур ирсӗр ӗҫӗшӗн Эпӗ ҫавӑ кун [унран] Хамӑн сӑнӑма пытарӑп.
Аст 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
56. Санӑн хутлӑхунта киленсе, рехет курса ӗлккен пурӑнӑҫпа пурӑннӑ [арӑм], черченленсе кайнипе ҫӗр ҫине урине те пусса курманскер, хӑйпе хӗве хупӑннӑ упӑшки ҫине, хӑйӗн ывӑлӗпе хӗрӗ ҫине пӗр шелсӗр, хаяр куҫпа пӑхма пуҫлӗ, 57. вӗсене вӑл пӗҫҫи хушшинчен тухакан ача кӗпине те, хӑй ҫуратакан ачисене те памӗ, мӗншӗн тесессӗн пӗтӗм килӗр-ҫуртӑра тӑшман хӗссе-хӗсӗрлесе тӑнӑ чухне, тӑшман хупӑрласа илсессӗн, пӗр нимӗн те ҫуккипе, вӗсене вӑл хӑй вӑрттӑн ҫисе тӑрӗ.
Аст 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Алла Самойлова федераци шайӗнче ӗҫлекен тата ӗҫлемен ҫынсен пӗрлехи списокӗ ҫуккипе тӳрре тухма тӑнине йышӑнмарӗ, кун хыҫҫӑн министрӑн «йӗрке тӑвӑпӑр» темелли ҫеҫ юлчӗ.
Пысӑкланакан бюджет та перекете тӗпе хурать // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№
Шуршура шыв управӗ ҫуккипе Смирнов хресчен /фермер/ хуҫалӑхӗ ҫывӑхӗнче 50 тонна шыв кӗмелли пичке лартма палӑртнӑ.
Шыв-шур, пушар ан кӑтарттӑр шар // В.КИРИЛЛОВА. «Елчӗк Ен», 2016.03.17
Тӗслӗхрен, хваттере тӗпрен юсамашкӑн укҫа тӳлесси пирки тӗплӗн пӗлтерекен ҫуккипе чылайӑшӗн иккӗленӳллӗ шухӑш ҫуралать: тен, укҫине хывмалла мар?
Сусăр пулсан та хевтесĕр мар // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№
РСОн Чӑваш Енри уйрӑмӗн ертӳҫи Дмитрий Ефимов палӑртнӑ ыйту, ахӑртнех, чи ҫивӗччисенчен пӗри пулчӗ: студентсем ку е вӑл квалификаци ҫуккипе лайӑх ӗҫлесе илме май паракан сӗнӳсенех йышӑнаймаҫҫӗ.
Студотрядсен юхӑмӗ ҫӗнӗрен йӑл илет // Ирина Пушкина. «Хыпар», 2016, кӑрлач, 21; 23–24№