Поиск
Шырав ĕçĕ:
Сасартӑк хӑю тӗм пысӑкӑш пӑра евӗрлӗ явӑнчӑк пулчӗ те ҫав тери хӑвӑрт пӗр вырӑнта ҫаврӑнма пуҫларӗ, унтан чӗтренсе тӑракан вут юпа пулса тӑчӗ, ун урлӑ, асамат кӗперӗ ҫинчи пек, тӗрлӗ тӗслӗ ҫутӑ пайӑркасем ярӑнса иртме тытӑнчӗҫ.
Тавыль пурнӑҫӗнчи улшӑну // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Пӑлан, хӑйӗн ҫинҫе те кӗрнеклӗ урисене ҫӗре перӗнтермесӗр, сывлӑшра ярӑнса кӑна пырать тейӗн.Олень, казалось, плыл по воздуху, не касаясь земли своими тонкими, стройными ногами.
Хуҫи кам? // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Аякран Подсолнушкин сиксе тухрӗ, мечӗке тытрӗ, анчах пӗр секундлӑха кӑна: хӗрача маларах чупса тухрӗ, мечӗке каллех ҫавӑрса тытрӗ, пӗтӗм вӑйпа ҫӳлелле ывӑтрӗ те, вӑл сывлӑшра ярӑнса илсе, хайне куҫа курӑнман ҫиппе туртнӑ пекех, пирӗн сеткӑна чӑмрӗ.
23 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Тинӗс ҫинче кӑриклетекен чарлансем ярӑнса вӗҫеҫҫӗ.
Ӑсату салючӗсем // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Вара, ӑшӗнчи ӑшӑнчӑк шухӑшне тата хытӑраххӑн тӗвӗлесе, вӑл та Нина тин кӑна кӗрсе ҫухалнӑ алӑк еннелле ярӑнса утӑмларӗ…
5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Пӗлетӗр-и, комета ярӑнса ҫӳрет унта, ҫавӑ вара мӗнпур пралуксем тухакан башньӑна перӗнсе иртсе кайнӑ, — ара эсир телеграфа пӗлетӗр-ҫке-ха, мӗн калаҫса тӑмалли пур манӑн, хӑвӑр та ӑслӑ-тӑнлӑ хӗрарӑмах!
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Хулара Петрпа Павӑлӑн престол праҫникӗ, бульвар тӑрӑх шукӑль тумланнӑ мещен халӑхӗ кӗтӗвӗ-кӗтӗвӗпе илемлӗн ярӑнса уткаласа ҫӳрет, унтах тата, ҫав халӑх хушшинче, пуҫлӑхра тӑракан ҫынсен кӗлеткисем пуринчен те ҫӳллӗн курӑнаҫҫӗ.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Юханшыв леш енче, бульварта, хула ҫыннисем курӑнма пуҫлаҫҫӗ: йывӑҫсем витӗр сенкер, шупка хӗрлӗ, шурӑ тӑхӑннӑ хӗрарӑмсемпе хӗрсем, сӑрӑ та сарӑ тумлӑ кавалерсем епле ярӑнса иртни курӑнать, Мазепа уҫҫӑн ахӑлтатса кулни тата ҫуллӑ сассипе ҫапла кӑшкӑрни илтӗнет:
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Вӗсене хирӗҫ, хӑй хыҫҫӑн тӳпере самантлӑха шурӑ йӗр хӑварса, ӳкекен ҫӑлтӑр хӑвӑрт ярӑнса иртрӗ те горизонт хыҫне анса ҫухалчӗ.
II // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.
Мигель Сервантес палуба ҫине сулланкаласа хӑпарнӑ чухне малтанхи тупӑран пенипе тухнӑ тӗтӗм пӗлӗчӗсем тинӗс ҫинче ярӑнса ҫӳренӗ ӗнтӗ, «Маркеза» ҫинчен те тӑххӑрмӗш хӗҫпӑшаллӑ шлюпкӑна антарнӑ!
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Сергей Мерчен. Выгодская Э.И. Алжир тыткӑнӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 112 с.
Такам ывӑтнӑ чул катӑкӗ ярӑнса ҫеҫ пырать-мӗн пӗве варринелле.Брошенный кем-то комок смёрзшейся земли проскользнул по льду от берега до середины.
Пӑр юрланӑ чух // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.
Акӑ, машина парка ҫитсе кӗрет, ҫурҫӗр енчи флигель патне ҫемҫен, ним сиктермесӗр ярӑнса пырса тӑрать.Машина въехала в парк и мягко, без толчков, подкатила к северному флигелю.
Пӑр юрланӑ чух // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.
Лупашкасенче, ҫанталӑк тата ытларах пӑсӑласса систерсе, лаша куҫӗ пек хӑмпӑсем ярӑнса ҫӳреҫҫӗ.
Ленин // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.
Ҫӗр каҫма ҫапла хатӗрленсе ҫитсен, эпӗ хамӑн сухӑр шӑршиллӗ шеп кӑна вырӑнӑм ҫине пырса йӑвантӑм та пӗр хушӑ шатӑртатса ҫунакан кӑнайтӑн ярӑнса ташлакан ҫулӑмне куҫ илмесӗр тенешкел пӑхса выртрӑм.
8 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.
Ҫылӑхлӑ ҫӗр чӑмӑрне пушмак кӗлисемпе кӑна перӗнсе тӑрать тейӗн, кӑмӑлӗ килтӗр ҫеҫ — хуть хӑш самантра ҫӳлелле ярӑнса хӑпарӗ.
6 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.
Ҫунтаракан хӗвел хыҫҫӑн ура пусма хӑрушла вӗри пляж хӑйӑрӗ хыҫҫӑн тӳлеккӗн чӳхенекен хум ытамӗнче ярӑнса выртма ырлӑхран та ырлӑх!
5 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.
Ҫырма леш енче ҫулма тухнӑ, унтан тин кӑна ҫулса пӑрахнӑ тырпул шӑрши варкӑшса килет, лерелле, Кубань таврашӗнчи тӳремлӗхре, июль уйӑхӗнчи хӗрӳ ӗҫ вӗресе тӑрать, унта комбайнсем карап пек ишсе ҫӳреҫҫӗ, вӗри шӑрӑхра ҫеҫенхир ӑмӑрткайӑкӗсем ярӑнса вӗҫеҫҫӗ.
Ҫирӗм иккӗмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Ӳпресем чӳрече кантӑкӗ ҫумне пырса ҫапӑнаҫҫӗ, пӳлӗме кӗрсе ҫутӑ тавра ярӑнса ҫӳреҫҫӗ.Мошки, бившиеся о стекло, влетели в комнату и устремились к огню.
Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Хумсем ҫийӗн чайкӑсем ярӑнса ҫӳреҫҫӗ.
Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Унта катерсем ҫинче ярӑнса ҫӳрӗн, унтан вара кунта Градов генерал патне таврӑнӑн, вӑл Севастополе ирӗке кӑларнӑ хыҫҫӑнах кунта килет…
Вунулттӑмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.