Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

тӗрӗслесе (тĕпĕ: тӗрӗсле) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Хам вӑя тӗрӗслесе пӑхасшӑнччӗ.

Помоги переводом

13. Сӗрен хыҫҫӑн // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тен, вӑл ӳсӗре персе Урасмета тӗрӗслесе пӑхасшӑн, тен, Тукай чееленсе Урасмета ҫакӑнта юри янӑ.

Помоги переводом

8. Чалӑмри тус // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Кам вара эсӗ маншӑн кунта эп чикке мӗнле хуралланине тӗрӗслесе ҫӳреме?

Помоги переводом

8. Чалӑмри тус // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫак чаплӑ мӑрса, малтанхи ҫулсенче Магмет-Эмине те нумай усӑ кӳнӗскер, ун кашни утӑмне тӗрӗслесе тӑракан пулчӗ, юлашкинчен ӑна вырӑнтан кӑларас тесе пур ҫӗрте те ура хума тытӑнчӗ.

Помоги переводом

1. Хан керменӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Туй хыҫҫӑн кӗлете тул енчен питӗрсе илсенех вӑл, Патирек ӳкӗтленине пӑхмасӑр, кушак пек, мачча каштисем ҫине улӑхса кайрӗ те тухса тарма шӑтӑк тупаймӑп-ши тесе ҫи виттири мӗн пур хӑмана тӗрӗслесе ҫаврӑнчӗ, тырӑ пулмисене анса унта та хыпашласа пӑхман пӗр кӗтес хӑвармарӗ.

Помоги переводом

19. Ирхине // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тукайпа Урасмет картишне тухса кӗлетсенчи япаласене нумайччен тӗрӗслесе ҫӳрерӗҫ.

Помоги переводом

8. Каҫхи калаҫу // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Япалисене тӗрӗслесе пӑхрӗ, баулне уҫса пӑхрӗ.

Помоги переводом

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Палӑртнӑ вӑхӑтра юп тымарӗпе ӳт ӑшне эмел яма, юн таппине тӗрӗслесе тӑма каларӗ.

Помоги переводом

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Кӑштах тӑрсан, тухтӑр Соньӑн куҫ хупанкисене уҫса, куҫ шӑрҫисене тӗрӗслесе пӑхрӗ.

Помоги переводом

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Тӗрӗслесе пӑхар ҫавна, — канаш пачӗ офицер.

Помоги переводом

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Тӗрӗслесе тӗпчессине подвалта икӗ кун кӗтме тивнӗ.

Помоги переводом

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Пуҫтарӑннӑ студентсен сассисене тӗрӗслесе пӑхнӑ хыҫҫӑн Тихон Данилович Алексеев Павлуша тенорпа юрлама тӑратрӗ.

Помоги переводом

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Антонина Павловна Павлушӑн пӗлӗвне тӗрӗслесе пӑхрӗ, вырӑсла начартарах калаҫнине палӑртрӗ.

Помоги переводом

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Пӗчченех ҫавӑн чул пӗтертӗн-им, тӗпсӗр катка! — упӑшкин пӑртманетне тӗрӗслесе туллашрӗ арӑмӗ.

Помоги переводом

7 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Кушников тухтӑр ачасен куҫ хупанкисене тӗрӗслесе пӑхнӑ хыҫҫӑн трахомлисем чылай палӑрнӑ.

Помоги переводом

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Те каҫхи сывлӑм ҫӗр ҫине ӳкнӗ майӑн, те чун ҫӳҫеннӗрен вӑрӑм ҫӳҫне вӑл ик аллипе якаткаларӗ те карттусне тарӑнрах антарса тӑхӑнчӗ; сӑхман тӳмисене те тӗрӗслесе пӑхрӗ: тӳмелеменни юлман-ши?

Помоги переводом

7 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Пуҫтарӑннӑ чухне нимӗн те манса хӑвармасӑр, вак-тӗвеклӗхе асӗнче тӗрӗслесе саквояжне питӗрчӗ, ӑшӑ шаль уртса ярса уҫӑ чӳрече умне итлемешкӗн вырнаҫрӗ.

Все сделав, ничего не упустив при сборах, мысленно проверив подробности и заперев саквояж, Моргиана надела теплую шаль и села слушать у приоткрытого окна.

XXII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Тӗрӗслесе эпӗ ансат мелпе пӗлетӗп.

 — Я узнаю правду простым путем.

XX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Эсир те тӗрӗслесе пӑхӑр».

Вы попробуйте».

XI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Чернобыльти атом электростанцийӗнчи хӑрушӑ трагедие чарса лартас ӗҫе паттӑрла хутшӑннӑ, унта сывлӑха хавшатнӑ художник пирки иккӗленсе, унӑн чысӗ пирки пачах шухӑшламасӑр, шухӑшлама-и-ха, художнике ним вырӑнне хумасӑр, унӑн ҫынлӑхне. чыс-хисепне, хӑюллӑхне картмасӑр «тӗрӗслесе» ҫӳренине мӗнле ӑнланмалла?!

Помоги переводом

VII // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней