Поиск
Шырав ĕçĕ:
Павлуш, ташлама пит юратаканскер, ура хуҫса лапчӑна-лапчӑна ташласа илчӗ, аллисемпе хӗрарӑмсем майлӑ илемлӗн выляткаласа куракансене тӗлӗнтерчӗ.
3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Факел ҫутинче, ҫӑлтӑрсемпе мӗлкесен сирпӗнчӗкӗсен айӗнче ташлама пулать-и?Возможно ли не танцевать при свете факелов, на фоне брызг звезд и теней?
IX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
«Ҫапларах шухӑш пур, — тет Гобсон, — Тренган вӑл ташлама юратнӑшӑн хӑранӑ-мӗн, ҫавӑнпа ӑна хӑйӗн ҫумӗнче хӑварас йӳтӗмпе врачсене сутӑн илнӗ, лешсем вара Харита Малькома вӑл хӑрушла чирлӗ тесе ӗнентерсе лартнӑ, сцена ҫине таврӑнсан ҫак чир унӑн урисене сусӑрлатать имӗш.
IV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
«Тахҫан эпӗ ирӗклӗ пулнӑ, — шухӑшлать упӑшки, — тата вальс ташлама шутсӑр юратнӑ…».«Когда-то я был свободен, — думает муж, — и я очень любил танцевать вальс…»
XXIX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Каллех кӗвӗ янӑраса кайрӗ, ташлама тытӑнчӗҫ; урай силленет.
XXIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Хам тытнӑ ҫулпа пынӑ вӑхӑтра ҫав тери тӗрлӗ манерлӗ темиҫе сӗнӳ илтрӗм: ӗҫсе пама, чуп тума, картла выля-ма, ташлама, мӗн те-тӗр туянма; хӗрарӑм аллисем манӑн умра вӗҫӗмсӗр кумаҫҫӗ, пӗтӗмӗшле йӑпанӑҫа хутшӑнма илӗртӳллӗн сулкалашаҫҫӗ.
XXII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
— Эсӗ мана ташлама вӗрентни аванрахчӗ те, — терӗ вӑл.
XX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
— Эсир ташлама юрататӑр-и?
XX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Негрсене помбэ ӗҫме никам та кансӗрлемест; ӗҫсе тӑрансан вӗсем ташлама, кӗрешсе ӑмӑртма пуҫларӗҫ, — чутах ҫапӑҫса каятчӗҫ.
XI. Вӗлерме хӑтланни // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Пӗтӗмӗшпе — урине михӗ тӑхӑнтартса ташлама кӑна меллӗ унпа.Вообще, будет так ловко с ним, как, надев на ноги мешок, танцевать.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
— Шпан кадрельне ташлама чӗнеҫҫӗ…
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 198–207 с.
«Ташлама эп юрататӑп ухмахла…».
Фергюсон ҫинчен хывнӑ халап // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 192–197 с.
Вӑл чӑмӑрӗпе сӗтеле шаплаттарчӗ, аллине юн тухичченех амантрӗ; кӑмӑлӗн мӗн пур ҫирӗплӗхне пуҫтарчӗ те — ташлама пуҫланӑ нервӗсене май килнӗ таран лӑплантарчӗ, унтан тӳрленсе тӑчӗ.
V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.
Упӑшкин вилӗмӗ куҫа-куҫӑн пынӑ кӗрешӳре килни, ҫавӑнпа Веняшӑн ӑна пӗртте айӑпламанни ҫинчен те, хӑй ӑна вунҫиччӗрех, вӑйӑра пӗрремӗш хут ташлама чӗнсе кӑларнӑ хыҫҫӑнах савса пӑрахса, унтанпа самантлӑха та юратма чарӑнманни ҫинчен те, ывӑлӗ, Хӗлимун-кӗҫӗнни, килте чухне унпа чуна пусарса пурӑннӑ пулсан, вӑл вӗренме кайнӑ хыҫҫӑн пӗччен юлсан, халь ӗнтӗ Крапивин ҫинчен шухӑшламан, ӑна аса илмен ҫӗр те сайра пулнӑ тата ытти, тата ытти ҫинчен те пӗтӗмпех каласа пама шут тытрӗ вӑл, майлӑ самант тупӑнтӑрччӗ ҫех, вара чуна уҫса паратӑпах тесе шанса тӑчӗ.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Анчах сисмесӗрех ун ҫинчен шухӑшлама тытӑнать те, хайхи куҫ умне Веняпа Хӗлимун тытӑҫса кайни, вӑл, лашана хӑварса чупса пырса, иккӗшӗн хушшине кӗрсе тӑни, Веня нимӗн тӑвайман енне перӗнсе вилни мар, е унччен нумай ҫул маларах тин ҫеҫ-ха яппун вӑрҫинчен таврӑннӑ Хӗлимун вӑйӑра ӑна ташлама чӗнсе кӑларни, кайран, уйӑх ҫутинче юмахри Йӑван-паттӑр пек таса та хӑватлӑ курӑнаканскер, унпа шӑнкӑр валак умӗнче шӑкӑл татса калаҫса тӑни, е тата чылай ҫулсем иртсен, Веня ӗнтӗ тӗнче вӑрҫи фронтне кайсан, Хӗлимунӑн, хӑйӗн вӑрттӑн ӗҫӗпе яла килнӗскерӗн, кӗтмен ҫӗртен ирӗксӗрех Сӑпани килӗнче ҫӗр каҫма тивни, ҫав ҫӗрле вара Сӑпани, хӑй мӗн хӑтланни пирки пач шухӑшламасӑр, пуҫне ҫухатсах, сасартӑк унпа юнашар пырса выртса ҫылӑха кӗни тухса тӑрать…
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Куччанов купӑсне тем пек тӑрӑшса турткаларӗ пулин те, Валетпа Курносова кӑмӑл туличчен ташлама май килмерӗ.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Ҫӑхан Ура ӑна ярса тытнӑ, кунпа пӗрлех вӑл хӑйӗн кӑлтӑрпине те аллине илсе сикме тата ташлама тытӑннӑ.Воронья Нога поймал его, поднял также и свой волчок, стал прыгать и приплясывать.
Кӑлтӑрпи // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Джеймс Ш. Пӗчӗк индеец Синопа: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 109 с.
Пӗччен Бизонпа Отаки сиккелесе ташлама тытӑннӑ:
Синопа тата унӑн юлташӗсем // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Джеймс Ш. Пӗчӗк индеец Синопа: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 109 с.
Тепӗр эрнерен ак хӑвӑра лайӑх тытсан ташлама пуҫлатӑр.
Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.
Регина та, Шурӑпа тимлесех калаҫаканскер, пӗр яштак пӳсиллӗ каччӑна ташлама чӗнчӗ.
Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 134–165 c.