Поиск
Шырав ĕçĕ:
Тенкелсем ҫинче тӑвӑр, заключеннӑйсем тӑрӑшсах янах шӑммисемпе тата кашӑксемпе ӗҫлеҫҫӗ.На скамьях тесно, заключенные усиленно работают челюстями и ложками.
VI сыпӑк // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
Мересьев вӑл сывалса ҫапӑҫма тухса кайни ҫинчен, анчах унӑн пӗр хурлӑх пурри — сӑн-пичӗ, пуринчен ытла янах таврашӗ вутра пиҫсе кайнипе тӳрленмелле марах пӑсӑлса юлни ҫинчен каласа пачӗ.
14 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Тата леререх, вӑрман ҫулӗ тӑрӑх, улалатса сӑрланӑ танксен кӳлеписем патӗнче, снарядсем алтса хӑварнӑ тарӑн шӑтӑксем тавра, кивӗ тункатасем хушшинче, — пур ҫӗрте те салтак вилли йӑванса выртать; хӑшӗ фуфайкӑпа, ваткӑллӑ шӑлаварпа, хӑшӗ вараланса пӗтнӗ симӗс френч тӑхӑннӑ, ытла сивӗ пулнипе, пилоткисене хӑлхи таранах антарса лартнӑ; вӗсен хуҫланса ларнӑ чӗркуҫҫийӗсем, каҫӑртса хунӑ янах шӑммисем юр айӗнчен мӑкӑрӑлса тӑраҫҫӗ; ӑвӑс пек сарӑхса кайнӑ пичӗсем курӑнаҫҫӗ, вӗсене тилӗсем кышланӑ е чакаксемпе ҫӑхансем сӑхса пӗтернӗ.
3 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Вӑл тӗреклӗ, йывӑр, аллюминирен тунӑ авӑрла тата янах шӑмми пек чалӑш та ҫирӗп хурҫӑ рычаклӑскер пулнӑ.Он был массивный, тяжёлый, с алюминиевой рукояткой и могучим стальным рычагом, кривым, как челюсть.
21 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
— Кӑҫал пӑхкирпӗч ҫапма шутламастӑн-и? — ыйтрӗ пӗри, ҫӑванма килекенни, ҫамрӑкки, сарлака янах шӑммилли, тилшӗм те хӑмӑр питли.
Пахчапа мунча хуҫи // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 52–58 стр.
Том, каялла хӑй выранне пырса ларсан, парта ҫинелле чавсаланчӗ те, янах шӑммине аллисемпе тӗкӗлесе тытса, стена ҫинелле пӑхса, чул евӗрлӗ хытса кайнӑ пек пулчӗ.
10-мӗш сыпӑк. Йытӑ улани инкек пулассине систерет // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Анчах ҫапах та, Том алшӑлли айӗнчен шуса тухсан, пит ҫунин результачӗ ытла лайӑхах пулманни палӑрса кайрӗ, мӗншен тесен таса вырӑнӗ, маска евӗрлӗ, питӗн пӗр пайне ҫеҫ, ҫамкаран пуҫласа янах таранхи пайне ҫеҫ, йышӑнса тӑрать.
4-мӗш сыпӑк. Вырсарникунхи шкулта «Мухтанса хӑтланни» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Кӗҫех янах хӑй тӗллӗн сикме, шӑлсем шакӑртатма пуҫларӗҫ.
Лаох // Василий Алентей. Василий Алентей. Лаох. Хырсем ӗмӗрех ем-ешӗл. Повестьсем. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970
Ҫакна куҫ хӗррипе асӑрханӑ Элекҫейӗн янах айӗнчи мӑкӑлӗ темле пылак ҫӑтса янӑн сиксе илчӗ.
Аманнӑ чӗресем // Сувар. «Сувар», 22(700)№, 2007.06.01
6. Манӑн ҫӗрӗм ҫине вӑйлӑ, шутсӑр йышлӑ халӑх килчӗ; шӑлӗсем унӑн — арӑслан шӑлӗсем, янах шӑммийӗсем унӑн — ама арӑсланӑнни евӗр.
Иоиль 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Ҫӗр ҫинчи чухӑнсене, халӑхри кӗлмӗҫсене ҫиекен ӑру та пур: шӑлӗсем унӑн — хӗҫ, янах шӑммийӗсем — ҫӗҫӗ.
Ытар 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Унӑн ҫиелти тумтирне кам сирсе пӑрахайӗ, унӑн мӑшӑр янах шӑммийӗ патне кам хӑйса ҫывӑхарайӗ?5. Кто может открыть верх одежды его, кто подойдет к двойным челюстям его?
Иов 41 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Левиафана вӑлтапа туртса кӑларайӑн-и эсӗ, чӗлхинчен кантрапа ҫаклатса илейӗн-и? 21. сӑмси шӑтӑкӗнчен ункӑ тирейӗн-и? янах шӑммине йӗппе чиксе шӑтарайӑн-и? 22. вара вӑл сана тархаслӗ-и, йӑлӑнӗ-и, санпала йӑвашшӑн калаҫӗ-и? 23. санпала татулӑх тӑвӗ-и вӑл, ӑна яланлӑха хӑвӑн чуру пулма илейӗн-и? 24. пӗчӗкҫӗ кайӑкпа вылянӑ пек выляйӑн-и унпа, ӑна хӑвӑн хӗрачусем валли кӑкарса хурайӑн-и? 25. пулӑҫӑ юлташусем ӑна сутса ярайӗҫ-и, Ханаан купсисене пайӑн-пайӑн сутайӗҫ-и? 26. унӑн тирне сӑнӑпа чиксе шӑтарайӑн-и, пуҫне пулӑҫӑ сӑпрайӗпе лектерсе шӑтарайӑн-и?
Иов 40 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Ҫапла каласан, янах шӑммине айккинелле ывӑтнӑ, ҫав вырӑна вара Рамаф-Лехи# тесе ят панӑ.17. Сказав это, бросил челюсть из руки своей и назвал то место: Рамаф-Лехи.
Тӳре 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Янах шӑмми пысӑк.
I сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.
Ентимӗр тӗме ҫинче Тӑрать халӑх умӗнче: Пичӗ-куҫӗ тӑваткал, Кӑвак куҫсем чармака, Янах вӗҫӗ сар сухал, Тӑнлав шӑмми сарлака.
XI. Ӗшнере // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Янах тӑрӑх юн шӗпӗртетсе юхса анать.
«Пӗр ялсем» // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Янах шӑмми, ҫӑвар маччи, чӗлхи-ҫӑварӗ пӗтӗмпех арканса кайнӑ пирки Семен Васильевич калама ҫук хытӑ асапланать, калаҫма пачах та пултараймасть.Боль он терпел адскую: нёбо, челюсть, язык — всё разбито, говорить совершенно не мог.
Веселый ятлӑ салари ҫапӑҫу // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.
— Вӑт, пӗлместӗн! — Янах.
Каникул пӗтрӗ // Илле Тукташ. Шварц, Е.Л. Пӗрремӗш класра; И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 124 с.
Янах айӗ ӳкрӗ.
Ыйхӑсӑр ҫӗр // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.