Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Ир сăмах пирĕн базăра пур.
Ир (тĕпĕ: ир) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫуллахи кӗске каҫ, чӑн та, ир еннелле сулӑннӑ.

Помоги переводом

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Чунне парса ӗҫлет, ир пуҫласа каҫченех фермӑран татӑлмасть.

Помоги переводом

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Мавра кинеми мана ҫӑмарта пусса ларакан кӑлӑк чӑххипе танлаштарчӗ пулӗ — ниҫта та тухса ҫӳремерӗм, ир пуҫласа сӗм каҫченех сӗтел хушшинче лартӑм, анчах чуна килӗшекен япала пулмарӗ.

Помоги переводом

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Ӗнер ир пирӗн пата эсир шӑнкӑравламарӑр-и ҫав?

Помоги переводом

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Пӗррехинче, авӑн уйӑхӗн пуҫламӑшӗнчи хӗвеллӗ сулхӑн ир, редакцие ҫичӗ сехет тӗлнех ҫитрӗм.

Помоги переводом

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Упӑшка колхоз бухгалтерӗнче ӗҫлет: Хыркассине — тӑватӑ ҫухрӑмри яла — ир тӑрса каять те каҫхине тин таврӑнать.

Помоги переводом

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

Ҫӗр иртет те… килет ҫутӑ ир

Помоги переводом

Эпилог // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ир пулчӗ.

Помоги переводом

Этем ятне илессишӗн // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӑрттӑн агентсем Сюльдяшова паян ир шӑп та лӑп Чулхуларан Улатӑр енне вӑл ыйтнипе салтӑксен отрячӗ килме тухнине пӗлтерчӗҫ.

Помоги переводом

Ыратнӑ ҫӗре ал пырать // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ӗнер ир патька-патша утаманӗ хӑй, Валтиелне ҫитсе, ҫав манихвесчӗнче мӗн хушнине тунӑ тет.

Помоги переводом

Килтеш ялӗнче // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫуллахи ир час килет.

Помоги переводом

Килтеш ялӗнче // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Паян, акӑ, старик, лаҫӗнчен ир килчӗ.

Помоги переводом

Тӗнче тӑрӑх хавха ҫӳрет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ир такӑннӑ ҫын каҫченех такӑнать, теҫҫӗ.

Помоги переводом

Пӗве ҫитнӗ хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Куншӗн Мулентей — шӑпӑрӑҫ — тухатмӑш Пӗр ир пычӗ те тупса пачӗ тӗшмӗш:

Помоги переводом

XII. Элек // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Анчах, пӑшӑрханап пӗр усал-тӗселшӗн — Ҫавал ҫинче паян ир пулнӑ ӗҫсемшӗн: Анат Сӗнтӗр вӑрринчи ӑста пӑхӑрҫа Тума хушсаччӗ ылтӑн ярӑм шӑрҫа, Патшан шурӑ мӑйне парнелесе ҫакма.

Помоги переводом

IV. Воевотӑ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Каҫ тӑршшӗ вӑрӑмланчӗ, ир енне сивӗ сывлӑм ӳкекен пулчӗ.

Помоги переводом

Фриц портречӗпе пулса иртнӗ мыскара // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 109–112 с.

Вӑхӑт ир еннелле сулӑннӑ.

Помоги переводом

Хаклӑ пакет // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 104–109 с.

Тӑвӑл ир еннелле кӑна лӑпланчӗ.

Помоги переводом

Хӑвӑл йӑмра // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 74–85 с.

Ну, халӗ ҫывӑр, питӗ ир тӑтӑн…

Помоги переводом

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Ир еннелле тин пӗчӗк партизансем тутлӑ ыйхӑпа ҫывӑрса кайрӗҫ.

Помоги переводом

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней