Поиск
Шырав ĕçĕ:
Кӑмпа ячӗсене пӗтӗмпех пӗлетӗн, — тесе мухтарӗ мана асанне.
Кушаксем ҫинчен тата эпӗ асаннене кӑмпа кӑтартни // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.
Ирӗке янисенчен пӗри, Валерия хушнипе, ун валли ҫапӑҫакан гладиаторсен ячӗсене ҫырнӑ табличкӑсем илсе килчӗ.
I сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Анчах Лося вӑл ытарайми ҫак ҫут ҫанталӑка халӗ тин курнӑн туйӑнать, — куҫӗсемпе хӑлхисем уҫӑлчӗҫ, вӑл япаласен ячӗсене пӗлет.
Пусма ҫинче // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Лось марсианран япаласен ячӗсене ыйта-ыйта пӗлет те ҫырса хурать.Лось спрашивал у марсианина название предметов и записывал их.
Шӑллӑ-шӑллӑ тусен леш енче // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Вара вырӑс писателӗсен ячӗсене асӑнса кайса.
X. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
— Ватӑ четник каялла ҫыхнӑ аллисемпе пырне сӑтӑрса кӑтартасшӑн пулчӗ, вара вӑл чиксе пӑрахнисен ячӗсене, вӗсене хӑш вырӑнта вӗлернине каласа пама тытӑнчӗ.
37 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Нимӗҫсем илсе кайнисен ячӗсене асӑна-асӑна хӗрарӑмсем ӳлеҫҫӗ, ачасем макӑраҫҫӗ.
14 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Саккуна пурнӑҫланӑ май хуласемпе урамсен ячӗсене улӑштараҫҫӗ, совет ҫулпуҫӗсен тата деятелӗсен палӑкӗсене кӑларса переҫҫӗ.
Украинӑри посёлока Нью-Йорк ята тавӑрса панӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/29010.html
Тупӑнчӗ вара мана тӗлӗнмелли: вӗсем ют чӗлхепе ҫырнӑ кӗнекесен ячӗсене вырӑсларах калаҫҫӗ пулин те, манран нумай вуланӑ-мӗн, Англипе Испанин эп ун чухне илтмен-пӗлмен писателӗсене те, Лесажа та пӗлеҫҫӗ, вӗсене тивӗҫлипе хаклаҫҫӗ.
ХLIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Кусенчен чылайӑшӗ пӗрне-пӗри паллаҫҫӗ, хыттӑн калаҫаҫҫӗ, профессорсене хӑйсен тата ашшӗсен ячӗсене каласа чӗнеҫҫӗ, ыйтусене ответлеме кунтах хатӗрленеҫҫӗ, пӗр-пӗрне тетрадьсем параҫҫӗ, тенкелсем урлӑ каҫса ҫӳреҫҫӗ, буфетран пӗчӗк кукӑльсем тата ҫу сӗрнӗ ҫӑкӑр чӗллисем иле-иле килеҫҫӗ те вӗсене ҫавӑнтах, пуҫӗсене тенкелпе шай пӗшкӗртсе, ҫисе яраҫҫӗ.
X сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ячӗ ку, чӑнах та, тӗлӗнмелле ӗнтӗ, вӑл ҫӗр айӗнчен чаваласа тупакан авалхи ихтиозаврсемпе бронтозавр ячӗсене аса илтерет.
«Харсыр» // Аркадий Петров. Алексин А.Г. Сашӑпа Шура: повесть; А.Петров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 92 с.
Кунта лапчӑнса пӗтнӗ, тутӑхса кайнӑ тимӗр пичкесем, вӗрен сӗрекесенче чӑмӑр кӗленче савӑтсем, бамбук, тетел татӑкӗсем, чӑптасем, крабсен хӗрлӗ хаччисем, кашни туна ҫинчех сухан евӗр хура чӑмӑрккаллӑ тинӗс курӑкӗсем, хуҫӑк кӗсменсем, канатсем, кит-пулӑсен ҫӗрӗшнӗ ҫурӑм шӑммисемпе аяк пӗрчисем, пемза, карап ячӗсене ҫырнӑ хӑмасем тата халиччен те путасран никама хӑтарман пиҫиххисем, кӑтрашка шыв ҫӑлтӑрӗсем, шыв курӑкӗсем хушшинче кая юлнӑ пӑр катӑкӗ пек ирӗлекен медузӑсем, ҫӗрӗшнӗ пир хупӑлчасем — пурте вӗсем вилӗ, нӳрлӗ, тӑвар тӗпренчӗкӗсемпе витӗннӗ.
III // Михаил Рубцов. Диковский, С. В. Калавсем; Хв. Уярпа М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 70 с. — 43–69 с.
Виктор Сергеевич усал ҫынсем ҫинчен калаҫа панӑ хушӑра Чочой сасартӑк мистер Кэмбипе Мэнгылю шаман ячӗсене илтрӗ.
Телейлӗ ҫӗршывра // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Кэмби чукча ячӗсене каласа пачӗ.
Хура хӗвел // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Чочой вӗсен ячӗсене те пӗлмест-ха.
Парнесем // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Пурне те астуса юлатӑп: юханшывсене, тусене, хула ячӗсене — пӗтӗмпех!
31 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Хӗрача тӗрлӗ япала ячӗсене, тӗрлӗ цифрӑсене калама тытӑнчӗ (вунултӑ мӑлатук, ултӑ ножовка, вунӑ зубило…).Девочка так и сыпала названиями, цифрами (шестнадцать молотков, шесть ножовок, десять зубил…).
23 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Шутарнӑ вӑхӑтра малтан шӑппӑн, унтан сасӑпах ял таврашӗнчи вырӑн ячӗсене каласа пырать.Двигая, называл сначала шепотом, а потом вслух окрестные места вокруг поселка.
Кэргына пытарни // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Хӑйне итлекенсене тӗттӗм куҫӗпе пӑхса ҫаврӑнса, вӑл ҫарпуҫӗсен ячӗсене пӗрерӗн-пӗрерӗн каласа тухать те, темрен кӳреннӗ пек, тути хӗррисене хӗссе лартать.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Заречье ҫыннисем хуларисене курса палласа илеҫҫӗ те пӗрне-пӗри вӗсен ячӗсене кӑшкӑрса пӗлтереҫҫӗ.Заречные люди присматриваются и громко сообщают друг другу имена горожан.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.