Поиск
Шырав ĕçĕ:
— Анне, тӑр, шкула кайма хатӗрленмелле! — ҫывӑракан пӳлӗме вирхӗнсе кӗрсе янӑравлӑ сасӑпа чӗнчӗ амӑшне.— Мама, вставай, пора собираться в школу! — звонко сказала Настя, забежав в спальню.
Настя — шкул ачи // Ара Мишши. Ара Мишши. Пӗрремӗш утӑмсем: калавсем/ Ара Мишши. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 38 с. — 2,4,6,8 с.
Ҫав вӑхӑтра уҫӑ та тикӗс сасӑ илтӗнсе кайрӗ, вӑл пысӑк та янӑравлӑ, нумайранпа никам та тӗкӗнмен хӗлӗх такам тӗртӗннипе савӑнса, хӑйӗн тӗлӗнмелле таса сассипе янӑраса, пӗтӗм тӗнчене тӗлӗнтернӗ пек туйӑнчӗ.
Параппанҫӑ кун-ҫулӗ // Леонид Агаков. Гайдар, Аркадий Петрович. Параппанҫӑ кун-ҫулӗ: повесть; вырӑсларан Л.Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1957. — 132 с.
— Хаклӑ хӑнасене кӑмӑл туса килме ыйтатӑп? — терӗ карчӑк кӑштах хӑйӑлтатакан, ҫапах та янӑравлӑ сасӑпа.— Дорогих гостей прошу пожаловать! — сказала старуха надтреснутым, но звучным голосом.
Параппанҫӑ кун-ҫулӗ // Леонид Агаков. Гайдар, Аркадий Петрович. Параппанҫӑ кун-ҫулӗ: повесть; вырӑсларан Л.Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1957. — 132 с.
Ҫак янӑравлӑ кӗвве халӗ — Ҫӗнӗ ҫул умӗн — ҫынсем хуласенче те, тусем ҫинче те, ҫеҫенхирсенче те, тайгара та, кӑвак тинӗссенче те итлеҫҫӗ.
Чукпа Гек // Михаил Рубцов. Гайдар, Аркадий Петрович. Ман юлташсем: калавсем; вырӑсларан М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 158 с. — 105–140 с.
Кашкӑр ами урисемпе тата сӑмсипе хӑвӑрт ӗҫле пуҫларӗ: хай анчӑк килмест-ши, тесе йӗри-тавра пӑхкалать; анчах тин кӑна ӑшӑ пӑспа тислӗк шӑрши килсе кӗнӗччӗ, хыҫра савӑнӑҫлӑ та янӑравлӑ вӗрнӗ сасӑ илтӗнсе те кайрӗ.
Хушка ҫамка // Мирун Еник. Антон Чехов. Хушка ҫамка: калав. — Шупашкар: Чӑвашсен государство издательстви, 1938. — 16 с.
Вӑл пурне те ачашлать — пӗрне йӗрӗнсерех, теприне кӑмӑллӑнтарах; дамӑсем умӗнче «en vrai chevalier fransais» пек чӗвӗлтетет, шултӑра, янӑравлӑ ҫапах та лӑпкӑ, сановнике килӗшӳллӗ кулӑпа пӗр чарӑнми кулать.
XIV // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
— Сывӑ-ха, — тавӑрчӗ вӑл хуллен те янӑравлӑ сасӑпа, унтан, хӑй ҫине пӑхса, ӑшшӑн кулса ларакан Аркадий ҫине хӑяккӑн пӑхрӗ те ерипен тухса кайрӗ.
V // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
— Тусана силлесе яма пар-ха, атте, — терӗ Аркадий, ҫул ҫинче кӑштах хӑйлатакан пулнӑ, ҫапах та янӑравлӑ ҫамрӑк сассипе ашшӗ ачашланине хирӗҫ хавассӑн тавӑрса: — капла эпӗ сана пӗтӗмпех варалатӑп.
II // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Эпӗ е хамӑр дачӑн садӗнче, е Нескучнӑй паркӗнче, е застава хыҫӗнче уҫӑлса ҫӳреттӗм; хампа пӗрле пӗр-пӗр кӗнеке, сӑмахран Кайданов курсне, илеттӗм, анчах ӑна эпӗ сайра хутра ҫеҫ уҫкаласа пӑхаттӑм; ытларах эпӗ саспа сӑвӑсем вулаттӑм, вӗсене вара пӑхмасӑр калама питӗ нумай пӗлеттӗм; ман ӳтӗмре юн вылятчӗ — чӗрем тутлӑн та кулӑшла ырататчӗ; эпӗ ялан тем кӗтсе, темрен шикленеттӗм, пур япаларан та тӗлӗнеттӗм те, тем тума та хатӗрччӗ; ман ҫунатлӑ ӗмӗтӗмсем, шуҫӑм килнӗ чух шуркутсем чиркӳ тӑрри тавра явӑннӑ евӗр, пӗр япаласем тавра явӑнатчӗҫ; эпӗ шухӑша каяттӑм, тунсӑхлаттӑм, макӑраттӑм та; анчах куҫҫулӗ витӗр те, янӑравлӑ сӑвӑ е каҫ илемӗ ҫуратнӑ тунсӑх витӗр те ҫурхи курӑк евӗр тапса тухакан ҫамрӑк пурнӑҫӑн савӑнӑҫне туяттӑм.
I // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 3–63 с.
Вӑл пуҫӗнчи ҫӗлӗкне хывса илсе пуҫне ҫӗре ҫити туса Катьӑна пуҫ тайрӗ, кайран тӳрӗленсе тӑрсан, хӑйӗн хаяр та ача-пӑчанни пек янӑравлӑ сассипе: — Тавтапуҫ сана… хӑвӑн аслӑ чӗрӳшӗн! — тенине пурте илтрӗҫ.
Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Хӗрлӗармеец Фомин ҫине хыпӑнса ӳкнӗ пек йӑлтӑртатакан кӑвак куҫӗсемпе пӑхса илсе юн чӑмаккине урайне сурса пӑрахрӗ те хальхинче таса илтӗнекен янӑравлӑ хулӑн сасӑпа хуравларӗ:
XI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Сунманччӗ те, шухӑшламанччӗ те сана кӗтсе илессе!.. — макӑрнӑ пек тухакан янӑравлӑ ҫинҫе сасӑпа кӑшкӑрса ячӗ те вӑл, алӑк суллинчен такӑнса, пӗр витре кӗрекен кӑмӑшка кӑкшӑмне темле кӑна ҫӗмӗрсе пӑрахмарӗ.
VI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Йышлӑ ӳкерчӗксемпе статьян шултра та янӑравлӑ ячӗсем лӑпкӑ пӳлӗме пурнӑҫӑн канӑҫсӑр шавӗпе тултара-тултара лартрӗҫ.Многочисленные фотографии, броские заголовки наполняли тихую комнатушку беспокойным шумом жизни.
2 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.
Унашкал янӑравлӑ сӑмахсене эпӗ хам та сахал мар пӗлетӗп: телей пирки-и унта, кӗрешӳ-и, ҫирӗплӗх-и…А я и сам знаю разные громкие слова про счастье, борьбу, мужество…
8 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.
Майӗпен шӑпланса пыракан бассене хупласа, таҫта тӗттӗмре ҫаплах-ха янӑравлӑ, чуна тытса илсе хускатакан тенор чӗтренсе юхрӗ, вӑл чарӑнса ӗлкӗричченех юрӑ пуҫӗ юррӑн тепӗр ҫаврӑмне шӑрантарма тытӑнчӗ:
XXVIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Унччен те пулмарӗ, малта, чӗмсӗрленнӗ ҫеҫенхир анлӑшӗнче, юрӑҫӑн кӑшт урмӑшшӑнрах тухакан янӑравлӑ сасси кайӑк пек ухӑнса ҫӗкленчӗ:И вдруг впереди, над притихшей степью, как птицы взлетел мужественный грубоватый голос запевалы:
XXVIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Вара тыткӑна лекнӗ ҫын кӗтмен ҫӗртен ҫамрӑк ҫыннӑнни пек янӑравлӑ та уҫӑ сасӑпа татса каларӗ:И тогда неожиданно высоким, юношески звучным голосом пленный сказал:
XV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Вӑл ашшӗне пӑхӑнманнине кӗретех палӑртмарӗ-ха, анчах кирек хӑш ӗҫе те, ку пачах хӑйшӗн мар, тара тытнӑ хуҫашӑн кӑна пулнӑ пек, сисӗнмеллех сӳрӗккӗн тукаласа пычӗ; темле тата хӑйне урӑхларах, ыттисенчен ютшӑнса тытакан пулчӗ; Дуняшкӑн унчченхи ним хуйхӑ-суйхӑсӑр янӑравлӑ кулли халӗ хушӑран ҫеҫ илтӗнкелерӗ.
XIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Генерал Сидорин ун пуҫӗ урлӑ халӑх ушкӑнӗ ҫинелле сӑнаса пӑхрӗ, янӑравлӑ сасӑпа каларӗ:Генерал Сидорин через его голову бегло оглядел толпу, звучно произнес:
XII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Хут пӗлмен кирек хӑш этем пекех эс ют ҫӗршыв чӗлхисенчи янӑравлӑ сӑмахсене ытлашши пит юрататӑн, вӗсемпе пули-пулми ҫӗртен усӑ куратӑн, вӗсене латти ҫук пӑсса калатӑн.
X // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.