Поиск
Шырав ĕçĕ:
Унччен ҫи-пуҫ енчен тирпейсӗр пулнӑскер, халӗ якатнӑ кӗпе-йӗм ҫинчи кашни хутланчӑкшӑн Аксинйӑна хӑтӑрса тӑкакан, ирсерен йӑлтӑртатиччен тасатман атӑ пырса парсан, куҫне-пуҫне хӑрушла чарса пӑрахакан пулчӗ.
V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Кӗҫех ҫывӑхри хутортан кунта темле старик килсе кайрӗ, масар тӗмескин пуҫ вӗҫне пысӑк мар шӑтӑк чаврӗ те анчахрах саваласа якатнӑ юман юпа ҫине часавай лартса хӑварчӗ.
XXXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Ун хыҫӗнче, сарлака шурӑ ялавӑн тикӗс мар саваласа якатнӑ аврине кӑкӑрӗ ҫумне чӑмӑртаса, юлан утлӑ казак уттарса килет.
XXVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Тӗпӗнчен шыв ҫисе якатнӑ ҫӳхе пӑр катрамӗ, кӗсре урисен айӗнче ҫемҫен ҫатӑртатса ҫурӑлса, юрлӑ сӑмсипе ҫӳлелле ҫӗкленчӗ.Под ногами ее мягко хрупнул источенный из-под испода лед, отвалился оснеженной краюхой.
XIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Сергей парадри пек тумланнӑ: якатнӑ бриджипе, ҫӗнӗ кительпе, йӑлтӑртатакан пуличченех тасатнӑ атӑпа, пӗтӗм кӑкӑрӗ урлӑ, тӳпери хуракӑш ҫулӗ пек, орденсемпе медальсем ҫутӑлса тӑнӑ — райисполком председателӗ пулнӑранпа вӑл пӗрре те кун пек тумланман-ха.
XXXV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Ӗҫлекенсем кунта пулман ӗнтӗ, — пур еннелле те яка ҫулсем выртнӑ; касса якатнӑ сӑрт айккисем, хатӗр каналӑн такана пек елеке ҫулӗ, инҫетре касса тухнӑ ту сӑмсахӗ курӑннӑ…
XXVI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Арӑмӗ ун патне пыра-пыра пӗшкӗннӗ, е аллипе ҫӳҫне якатнӑ, е темӗн каланӑ, анчах вӑл ун уттине те, ун сассине те илтмен.
XVII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Савва Виктора ыталаса, кула-кула: «Аха! Усть-Невинскири хусахсем пухӑнаҫҫӗ-ха!» тесе арӑмӗпе паллаштарнӑ чух, арӑмӗ вара лӑпкӑн утса пырса, йӑл кулса, кӑмӑллӑ сассипе: «Хывӑр пальтона, килти пек пулӑр», тесе алӑ панӑ чух, ытлашши савӑнса ҫухрашакан ывӑлӗсене чарса, вӗсене Виктора черетпе кӑтартнӑ вӑхӑтра, унтан Виктора кӑмака ҫумнерех ҫакӑнса тӑракан сӑпкара выртакан пӗчӗк хӗрачине кӑтартнӑ чух, — Сергей текех Ирина ҫинчен шухӑшларӗ, вӑл килейменшӗн пӑшӑрханчӗ, пӗрре Анюта ҫине, тепре ҫуса, ҫӳҫӗсене тураса якатнӑ ачисем ҫине, ялан кӑмӑллӑ пӳрте пӑхкаласа тӑчӗ.
IV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Тепри — патварскер; вӑл нӑкӑ-нӑкӑ мӑйӗ ҫинчи тӑваткал пуҫне шӑртла кастарса янӑ, кӑвакара пуҫланӑ ҫӳҫне типтерлӗн тураса якатнӑ; ҫӳҫӗ тӑнлавӗсем тӗлӗнче кукшаланма пуҫланӑ; хӑлха кимӗрчекӗсем, пуҫӗ ҫумне ҫыпӑҫтарса хунӑ евӗр, ҫӑтӑ тӑраҫҫӗ.
XIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Кӑвакара пуҫланӑ шӗвӗр сухалне шӑлкаласа якатнӑ май вӑл садри каштансен ҫӑра ҫулҫисене ҫил сӗртӗнсе ҫулланине, хӗвел питтинче витӗр курӑнакан лутра курӑксене хумлӑн-хумлӑн чӳхентерсе варкӑштарнине йывӑр шухӑша кайса пӑхса тӑчӗ.
XIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Лагутинӑн карттус айӗнчен типтерлӗ тураса якатнӑ ҫӳҫ пайӑрки тухса кайнӑ, кӳпшек пит ҫӑмартисем ҫинче тикӗс мар шӑтса ӳснӗ сӳсленчӗк сухал тӑрмаланать, тарӑн путса кӗнӗ ӑслӑ куҫӗсем куҫ харшисен ҫаврашка пӗкечисем айӗнчен чеен хӗсӗнсе пӑхаҫҫӗ.
XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Шывран пысӑк шурӑ мрамор лаптӑкӗ тухса тӑнӑ, унӑн яп-яка ҫийӗ йӑлтӑртатнӑ — ӑна ейӳ кайнӑ вӑхӑтра шыв ҫисе якатнӑ.
XXV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Сӗтел хушшинче управляющи ларать — вӑл ҫамрӑк мар, тураса якатнӑ ҫӳҫӗнче кӑвакарнӑ пӗрчӗсем курӑнаҫҫӗ.
XIV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Кубань таврашӗнче пӗр-пӗр ҫӗрте пурӑнать ҫавӑн пек Иван Петрович — районти килӗшӳллӗ работник, пур енчен те килӗшӳллӗ вӑл; куҫӗсем — ачаш та кӑмӑллӑ, пичӗ — ӑслӑ та илемлӗ, сӑмси — турӗ, саваласа якатнӑ темелле, утти те ярӑм…
XII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Больница хуҫи, касса якатнӑ сухаллӑ илемлӗ тухтӑр Снегирев, Григорий куҫне тӗрӗслесе пӑхрӗ те «вӑтам курать» терӗ.
23 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Лечебницӑра ахаль ҫынсем ытларах пулнӑ, вӑрҫӑра аманнисене пӗр палатӑра тытнӑ; вӗсем пиллӗкӗн пулнӑ: Ян Варейкис — сарӑ вӑрӑм латыш, касса якатнӑ сарлака сухаллӑ та кӑвак куҫлӑскер; Иван Врублевский — ҫирӗм сакӑр ҫулхи илемлӗ драгун, Владимир кӗпӗрнинче ҫуралнӑскер; Ҫӗпӗр стрелокӗ Косых, пӗр вырӑнта ларма-тӑма пӗлми сарамак пӗчӗк салтак Бурдин тата Мелехов Григорий.
23 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Григорий венгерецӑн тап-таса хырса якатнӑ, кӗл тӗслӗ нӑкӑ питҫӑмартине тата мундирӗ ҫинчи номерне ҫывӑхранах курать.Григорий видел пепельно-серую, тугую, бритую щеку венгерца и номерную нашивку на воротнике мундира.
13 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Иванков ҫак офицерӑн сухалне хырса якатнӑ шӑмарӑнчӑк питне тата ут ҫинче илемлӗн ларса пыракан стайлӑ кӗлеткине курса юлчӗ.
8 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
— Гвардине-и? — ыйтрӗ округри ҫар приставӗ, ҫуласа якатнӑ пек хура ҫӳҫлӗ пуҫне сӗтел хушшинче хӑйпе юнашар ларакан кӳрши умне пӗшкӗртсе.
21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Наталйӑн тураса якатнӑ хура ҫӳҫӗпе витӗннӗ тӑнлавӗ ҫине ҫутӑ тар пӗрчисем пӑчӑртатса тухнӑ, куҫӗсене халсӑр пулнӑ чухнехи пек ҫулланса тӑракан ҫурхах хупласа илнӗ.
18 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.