Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

шӑршласа (тĕпĕ: шӑршла) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑкӑр халӗ, мӑнттай ҫамкаллӑ пуҫне каҫӑртса хурса, пысӑк та сарлака кӳлепеллӗ хура ӗнене шӑршласа тӑрать.

Бугай нюхал большую, широкую в оснастке черную корову, поводил лобастой головой.

XXVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Сан пек мар тар шӑршласа курнӑ эпӗ! —

Я нанюхался пороху не с твое!

XXII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Пултӑм ҫав, — пӗчӗкҫӗ графин ҫине тӗлӗннӗ пек чӑл-чӑл пӑхса ларнӑ май тасарах хуравларӗ те Пантелей Прокофьевич, тискер кайӑк йӗрӗ ҫине ӳкнӗ пек, сывлӑша нӑшӑк-нӑшӑк тутарса шӑршласа илчӗ.

— Был, — протяжно ответил Пантелей Прокофьевич, зорко и удивленно поглядывая на графинчик, нюхая воздух, как собака звериный след.

XIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Лаши сӳсленчӗк хӳрине ҫӗклесе хунӑ та, тураса якатман ҫилхине ҫилпе тӑрмаласа, ҫӗре кукалет, ирӗлме пуҫланӑ юра чӗрнисемпе чавса аяккалла сирпӗтет, площадь йӗри-тавра чупса ҫаврӑннӑ май, чиркӳ карти тӗлӗнче чарӑнса, нӳрӗ кирпӗче шӑршласа тӑрать.

Конь, круто поднимая мочалистый донской хвост, трепля по ветру нерасчесанную гриву, взбрыкивал, далеко кидал с копыт комья талого снега, делал круги по площади, останавливался у церковной ограды, нюхал кирпич.

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Калаҫасса ҫӳллӗ те ҫемҫе тенорпа калаҫать, сӑмахланӑ чух сулахай куҫ харшине варринчен хуҫнӑ пек кӗтеслентерсе авӑнтарас тата пысӑк мар курпун сӑмса ҫунаттисене хӑйне евӗр сиккелентерес йӑла пур; ҫавӑнпа та Изварин ялан темӗн шӑршласа пӗлме тӑрӑшнӑ пек туйӑнса каять.

Говорил он высоким послушным тенором, в разговоре имел привычку остро ломать левую бровь и как-то по-своему поводить небольшим горбатым носом; от этого казалось, что он всегда к чему-то принюхивается.

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Алексей Бешняк амӑшӗ ывӑлӗн кивӗ кӗпи-йӗмӗсене тыта-тыта пӑхса макӑрчӗ, ирӗксӗррӗн тухакан йӳҫӗ куҫҫульне сӑрхӑнтарчӗ, тум таврашӗсене шӑршласа пӑхрӗ; анчах юлашки кӗпи кӑна, Кошевойсен Мишки илсе килни, хутламӗсем хушшинче ывӑлӗн тар шӑршине упраса хӑварнӑ.

Перебирая старое бельишко Алексея Бешняка, плакала мать, точила горькие скупые слезы, принюхивалась, но лишь последняя рубаха, привезенная Мишкой Кошевым, таила в складках запах сыновьего пота.

I // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Улӑхӑн тутлӑ шӑршине шӑршласа, Ирина Савва йыхравӗ ҫинчен шухӑшласа пычӗ.

Вдыхая пряный запах, Ирина думала о приглашении Саввы.

I сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Малтан ӑна пирӗн чухлӗ шӑршласа кур эсӗ? — тарӑхнӑ сасӑпа калаҫрӗ Кошевой.

Понюхай ты ее так, как мы нюхали! — озлобленно говорил Кошевой.

XXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Манӑн юлташа, ав, юнашар выртнӑ ҫӗртех нимӗҫсем чиксе пӑрахрӗҫ, секрета кайнӑччӗ унпа; эсӗ калатӑн-ха: тар шӑршласа курман, тетӗн.

У меня вон у самого товарища под боком закололи — в секрете с ним были, а ты говоришь, что мы войны не нюхали.

XXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Шӑршласа пӑхӑр-ха: сирӗн-казаксене епле тӑрантарса усраҫҫӗ?

Понюхайте, чем ваших казаков кормят.

IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Пӑх шӑршласа ак: яшкаран мӗн шӑрши кӗрет? — сӗнчӗ вӑл.

— Понюхай, чем щи воняют.

IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Тар пек типӗ, — терӗ Фома Антонович, пӗренерен сарӑ та ҫыпҫӑнкӑ сухӑр пӑчӑртатса тухнӑ тӗле шӑршласа.

— Сухой, как порох, — сказал Фома Антонович и понюхал то место на толстом бревне, где выступили желтые и липкие слезы.

XXIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Апла-капла, вӑрҫӑра пулман, тар шӑрши шӑршласа курман, терӗ пулӗ.

Дескать, сякой-такой, на фронте не был, пороху не нюхал.

X сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Тар шӑрши шӑршласа курман вӑл, алла винтовка тытман, ҫапах та герой пуласшӑн: тылри ӗҫсене ҫирӗплетсе пынӑ-ҫке!..

Так что пороху он не нюхал, винтовку в руках не держал, а тоже лезет в герои: дескать, тыл крепил!..

V сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ҫӗлӗк ӑшӗнчи аҫлӑка шӑршласа пӑхрӗ, йӳнӗ супӑньпе тар шӑрши кӗнине туйса илчӗ.

Он понюхал подкладку, ощутил пряный запах дешевого мыла и пота.

12 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ҫумӑр шӑрши кӗмест-ши? — тесе, чӑтаймасӑр шӑршласа та пӑхрӑм.

Я даже принюхался: не пахнет ли дождем?

11 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Пристав, хлястикӗнчен тытса, шинеле ҫӗклерӗ, аҫлӑкне шӑршласа пӑхрӗ, ал-хапӑл кӑна тӑхисене шутласа тухрӗ; тепӗр офицерӗ, хорунжий пакунӗсем ҫакнӑскер, шалаварӑн лайӑх пуставне пӳрнисемпе йӑваларӗ; виҫҫӗмӗшӗ, сийӗнчи шинель аркийӗ ҫилпе ҫурӑмӗ ҫине таврӑнса ӳкичченех пӗшкӗнчӗ те сумкӑсене ухтарма тытӑнчӗ.

Пристав за хлястик приподнял шинель, понюхал подкладку, бегло пересчитал застежки; другой офицер, с погонами хорунжего, мял в пальцах добротное сукно шаровар; третий, нагибаясь так, что ветер на спину ему запрокидывал полы шинели, шарил по сумам.

21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Итле-ха, Иван Алексеевич: офицер мӗн шӑршласа ҫӳрет вара унта?

— Слышишь, Иван Алексеевич: офицер чего там нюхает?

16 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Карчӑк куҫӗ пек куҫлӑ ватӑ йытӑ ами Григорий патне йӑпӑртатса чупса пычӗ, ӑна хыҫалтан шӑршласа илчӗ, пуҫне салхуллӑн усса, Григорий хыҫҫӑнах утса, ӑна ҫывӑхри лакӑм патне ҫитиччен ӑсатса ячӗ.

Старая сука со старушечьим взглядом затрусила к Григорию, обнюхала его сзади и провожала до первой балки, понуро опустив голову, ступая шаг в шаг.

11 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ильинична, сӑмсине каҫӑртса, шӑршласа пӑхрӗ, анчах та старикрен сивӗ сывлӑш шӑршипе квасак пӑчӑ тир шӑрши кӑна кӗрет.

Ильинична двинула ноздрями, но от старика несло морозом, кислым душком овчины.

8 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней