Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

чавнӑ (тĕпĕ: чав) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ӑнӑҫсӑр экзаменсем хыҫҫӑн чӗтре-чӗтре чавнӑ вӑл ӑна, кайран вара хӑй те ҫак ӑссӑр хӑтланнӑ ӗҫ ҫине намӑсланмасӑр пӑхайман.

говорили о припадках раздражения, случавшихся с ним после провалов на экзаменах, раскаиваясь, он сам потом стыдился на них смотреть.

Йӑлтӑр ҫутӑ // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 67–76 стр.

Юр ҫинче ура лапписем путӑк йӗр хӑвармаҫҫӗ, пӑрланса хытса ларнӑ ҫиелти юр хытти тӗпренчӗкӗсене кашкӑр чӗрнисем чавса кӑларнӑ тӗлсенче чавнӑ вырӑнсем йӑлтӑртатса тӑраҫҫӗ — ахах пӗрчисем акӑннӑ йӑлтӑркка йӗр выртса юлать.

На снегу не лягут отпечатки лапных подушек, а там, где когти вырвут обледеневший комочек наста, останется искрящаяся царапина — жемчужный след.

14-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Укҫа шутланӑ, суту-илӳ тунӑ, ҫӗр чавнӑ, йывӑҫ каснӑ, чул якатнӑ, тимӗр шӑтарнӑ е туптана — яра кунах алӑпа ӗҫленӗ.

Считали деньги, продавали, рыли землю, рубили дерево, тесали камни, сверлили и ковали - работали руками весь день.

«Мов» // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 684–692 стр.

Сӳс тӑпки чавнӑ май юрлать, вӑл пин юрӑ та пӗлет!

Щиплет и поет, песен она знает тыщу!

Инкер-синкер // Александр Артемьев. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 191–208 стр.

Санька ӑна каялла илме тӑчӗ, ачасем вара чавнӑ кӑпӑшка ҫӗр ҫине ҫыхланса ӳкрӗҫ.

Санька бросился отнимать, и мальчишки покатились по вскопанной, рыхлой земле.

13-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Амӑшӗ кунӗ-кунӗпе уйра, пахчана ҫавӑн пиркиех ҫуррине кӑна чавнӑ.

Мать почти все дни проводила в поле, и огород был вскопан только наполовину.

13-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫӗнӗ фабрикӑсемпе заводсем ҫӗкленнӗ, шахтӑсем чавнӑ, чугун ҫулсем хывнӑ, домна кӑмакисем, электростанцисем хута кайнӑ, карапсем тӑвакан заводсем ӗҫленӗ, промышленноҫӑн ҫӗнӗрен те ҫӗнӗ отраслӗсем аталаннӑ.

Строились новые фабрики и заводы, шахты и железные дороги, доменные печи, электростанции, корабельные верфи, создавались заново целые отрасли промышленности.

Вӑтӑрмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

Кашни ҫӗнӗрен лартнӑ юпасен речӗ, кашни ҫӗнӗ чавнӑ канав, кашни ҫӗнӗрен виҫнӗ, патаксем лартса паллӑ тунӑ участок — Петя шухӑшне хумхантараҫҫӗ.

Каждый новый ряд вкопанных столбов, каждая новая канава, каждый обмеренный рулеткой и отмеченный колышками участок тревожили воображение.

XLII. Куликово уйӗ // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Ҫакна каланӑ чухне матросӑн куҫӗнче хӑюллӑ хаваслӑх, украинла чеелӗх палӑрнӑ, вара вӑл шӑл витӗр: — Ӑна кушак чавнӑ пулмалла, — терӗ.

В этом месте рассказа в глазах у больного мелькнуло какое-то дикое и веселое украинское лукавство, и он проговорил сипло, сквозь зубы: — Это его, наверно, кошка поцарапала.

XIX. Кӗрепенке ҫурӑ ҫакӑр // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Пӗрре ҫак Ромка аслӑ класра вӗренекенсемпе пӗрле хӳтлӗх шӑтӑкӗсем чавнӑ, хӑйсем патне, ӗҫленӗ ҫӗре тем пысӑкӑш плакат ҫапса хунӑ: «Цель оправдывает средства», «Ц» саспалли ҫумне хӗрлӗ карандашпа хулӑм патак лартса ярать, вара «Шель оправдывает средства» пулса тӑрать.

Когда Ромка с нашими старшеклассниками рыл большие щели-укрытия, он вывесил огромный плакат: «Цель оправдывает средства», а сбоку к букве «Ц» приписал красным карандашом еще одну толстую палочку, и получилось: «Щель оправдывает средства».

10 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Е окопсем чавнӑ ҫӗрти йывӑр ӗҫ хӗре ӑслантарса янӑ та, Алексей ӑна каласа пама пултарайманнине вӑл хӑйӗн туйӑмӗпех сиснӗ?

Или трудности окопной работы умудрили девушку, и она чутьем поняла то, что он не решался ей сказать?

4 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Васкаса чавнӑ ҫӗрпӳртсем халӗ «куҫҫулӗпе йӗрнӗ», ишӗлме пуҫланӑ.

Наспех нарытые норы «плакали» и оплывали.

16 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Ҫакӑнта, ҫав хула патне пымалли аякри ҫулсем ҫинче, Калинин облаҫӗнчи халӑх — хула ҫыннисем, хресченсем, хӗрарӑмсемпе ватӑ-вӗтӗ, тӗрлӗрен ӗҫ ҫыннисемпе тӗрлӗрен ҫулхи ҫынсем — пурте, ҫуллахи уйӑхсемпе кӗрхи вӑхӑтсенче, шӑрӑхра та, ҫумӑр айӗнче те, кунӗн-ҫӗрӗн чакаланнӑ; вӗсем вӑрӑмтунасенчен, лачакаллӑ шыв-шурлӑхран, ӗҫме юрӑхсӑр шӑршлӑ шывран тертленнине пӑхмасӑрах ӗҫленӗ, блиндажсемпе дотсем тунӑ, траншейӑсемпе окопсем чавнӑ.

Здесь, на далеких подступах к этому городу, все летние месяцы и всю осень жители Калининской области – горожане, крестьяне, женщины, старики и подростки, люди всех возрастов и всех профессий, – день и ночь, в дождь и в зной, страдая от комаров, от болотной сырости, от дурной воды, копали и строили оборонительные рубежи.

14 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Эп луччӑ хаваслах водопровод кайса чавнӑ пулӑттӑм, траншейӑсем: пӗрре аҫлӑка тар витерсе ирттеретӗн те — пурӑн та пурӑн вара ним хуйхӑ-суйхӑсӑр; шывӗ те, ӑшши те ал айӗнчех.

Я бы с удовольствием лучше водопровод пошел рыть, траншеи: выложился раз, зато потом без горя – вода и отопление.

Кашкӑрсем // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 3–10 стр.

Ике-виҫӗ минут иртрӗ те, — вӗлернӗ ҫынна, утиял ӑшне чӗркенӗ вилле, хупӑлчасӑр тупӑка, чавнӑ вилӗ шӑтӑкне пӗлӗт ҫинчи уйӑх ҫеҫ пӑхса тӑчӗ.

Двумя или тремя минутами позже одна только луна смотрела на убитого доктора, на труп в одеяле, на гроб без крышки на разрытую могилу.

9-мӗш сыпӑк. Масар ҫинче пулнӑ трагеди // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Хӗрарӑмсемпе ачасем тата ватӑ ҫынсем фронта кайнӑ арҫынсемшӗн вӑй хунӑ, ҫывӑрмасӑр, канмасӑр тыр-пул туса илнӗ, вӑрман ӗҫленӗ, окопсем те чавнӑ.

Помоги переводом

Пуҫ таятпӑр ветерансем умӗнче! // В.ЯРАБАЕВА. Пирӗн пурнӑҫ, 2019.05.08

1 метр сарлакӑш, 1,2 метр тарӑнӑш канава 500 метра яхӑн чавнӑ хыҫҫӑн тин йӑнӑшне ӑнланса илнӗ.

Помоги переводом

Ҫапма пӗлмесен... // Надежда Васильева. «Хресчен сасси», 28(2615)№, 2016.07.21

1941 ҫул вӗҫӗнче, фашистсем Мускав патне ҫитсен, Чӑваш ҫӗрӗ вӑрҫӑ ахрӑмне ҫывӑх тӑнӑ: кунта окопсем чавнӑ, вӑйпитти арҫынсене фронта ӑсатнӑ, эвакуаци йӗркипе килнисене йышӑннӑ.

Помоги переводом

Мускава хӳтӗленӗ // С.СТЕПАНОВА. «Елчӗк Ен», 2016.05.07

Иван Романович Костьӑна хайхи чаплӑ «экспоната» — ашшӗ окоп чавнӑ чухне усӑ курнӑ кувалдӑна — кӑтартрӗ.

Помоги переводом

Тӑм тивичченех окоп чавнӑ // Елена ПАВЛОВА. «Хыпар», 2016.05.06, 69№

Иван Романович Гришин асаилӗвӗ те кӑсӑк: «Атте, Роман Дмитриевич, вӗсен бригади самай пысӑк пулни ҫинчен каласа паратчӗ. 30-35 ҫын та пулнӑ. Турханкасси ҫывӑхӗнче окоп чавнӑ вӗсем. Пӗррехинче атте киле кувалда илсе килчӗ. Унӑн окоп чавнӑ чухнехи ӗҫ хатӗрне, 8 килограмм таяканскере, халӗ те упратпӑр».

Помоги переводом

Тӑм тивичченех окоп чавнӑ // Елена ПАВЛОВА. «Хыпар», 2016.05.06, 69№

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней