Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

вараланчӑк сăмах пирĕн базăра пур.
вараланчӑк (тĕпĕ: вараланчӑк) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Юлашкинчен Лизӑ тутӑрне салтса хучӗ, силленкелесе вараланчӑк ватникне хыврӗ те, Анохин ун ҫине кӑшт тӗлӗнсе, сӑнаса пӑхрӗ.

Сбросив наконец платок, она легко стряхнула с плеч грязный ватник, и Анохин с некоторым удивлением задержал на вей взгляд.

16 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Хӑйӗн пӳлӗмне йӑпшӑнса кӗчӗ те, вараланчӑк ботинкипе пиншакне хывса пӑрахса, кровать ҫине ӳпне ӳкрӗ.

Тихо прокралась к себе в комнату и, сбросив грязные ботинки и жакетку, ничком упала на кровать.

26 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Сивӗ пулин те, вӗсем ҫуллаххилле тӑхӑннӑ, хӗрачасем, алӑк патӗнчех вараланчӑк ботисене хыва-хыва пӑрахса, ҫӳлӗ кӗлӗллӗ туфлисем тӑхӑннӑ, пысӑках мар тӗкӗр умӗнче юсаннӑ.

Несмотря на прохладу, они были одеты по-летнему, девушки тут же у дверей сбрасывали грязные ботики, становились на высокие каблучки, охорашивались у небольшого зеркала.

18 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Богатырев кӑшӑлӗ ҫинче нумай пулмасть офицер кокардине вӑтӑрса илнӗ йӗр юлнӑ симӗс карттусне сӗтел ҫине пӑрахрӗ, яп-яка хыртарнӑ пуҫӗпе хӗрелсе-хӑмӑрланса кайнӑ пичӗ ҫинчи тарне вараланчӑк сӑмса тутрипе шӑлса, хӗрхеннӗ пекрех кулса илчӗ:

Богатырев кинул на стол защитную фуражку с живым следом недавно сорванной с околыша офицерской кокарды и, вытирая грязным носовым платком голо остриженную голову, пот на побуревшем лице, скуповато улыбнулся:

LII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Нӗрсӗрленнипе хӑрушшӑн курӑнакан аллапписем мӑлатука е алӑ пӑчкине ӗлӗкхи пек хыпӑнчӑклӑн ярса тытмарӗҫ, ӗҫпе лутӑрканса ваннӑ вараланчӑк пӳрнисене хускаткаласа, супъяххӑн чӗркуҫҫийӗсем ҫинче выртрӗҫ.

Страшные в своем безобразии, кисти рук не хватались, как прежде, за молоток или ручную пилку, а праздно лежали на коленях, шевеля изуродованными работой, грязными пальцами.

XIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Вӗсенчен ытларахӑшӗ ҫар тумӗ тӑхӑнса ҫӳрекен «шухӑшлакан интеллигенцин» чи вараланчӑк пайӗ пулса тӑнӑ: большевиксенчен тарнӑ, шуррисем патне ҫитеймен, пурӑннӑ майӗпен, Раҫҫей шӑпи пирки тавлашнӑ, ачи-пӑчи валли сӗт туянма укҫа ӗҫлесе илнӗ, тата, ниҫта кайса кӗрейми ӑнтӑлса, вӑрҫӑ пӗтессе кӗтнӗ.

В большинстве они являли собой самую пакостную разновидность так называемой «мыслящей интеллигенции», облаченной в военный мундир: от большевиков бежали, к белым не пристали, понемножку жили, спорили о судьбах России, зарабатывали детишкам на молочишко и страстно желали конца войны.

IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Петро Лысиков намӑссӑррӑн ахӑрашса кулать, усал сӑмахсем кӑшкӑрать, шӑпланнӑ халӑха чӑмӑрласа тытнӑ вараланчӑк чышкипе юнать.

Петро Лысиков вызывающе и нагло смеется, выкрикивает матерные ругательства, грозит притихшей толпе скрюченным грязным кулаком.

XXX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Вараланчӑк ӗҫе е ухмахсемпе тискер чӗрчунсем е фанатиксем кӑяҫҫӗ имӗш.

 — На грязную работу идут либо дураки и звери, либо фанатики.

XX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Вӑл вараланчӑк саппун вӗҫӗпе ҫутӑ тумламсене шӑлса илчӗ те Дуняшка тӑрӑхланине хирӗҫ хӑтӑрса хуравларӗ:

Вытирая их грязной завеской, ответила на подтрунивание Дуняшки:

XIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Митька ӑна тислӗк шӑрши ҫапнӑ вараланчӑк алӑ тӳрчӗпе шӑлса вырттарчӗ.

Митька отводил их тылом грязной, провонявшей навозом ладони.

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Паян таврӑнтӑн — йӑлт вараланчӑк, кукша сысна кӗтӳҫӗ пекех…

Сегодня пришел — весь загваздался, как самый паршивый свинопас…

XXIX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

«Ытла вараланчӑк эсӗ! — пӑшӑлтатать вӑл.

«Куда ты такой грязный! — шепотом говорит она.

IX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Иккӗшӗ ҫуллахи карттуссемпех; ыттисем путек тирӗсенчен ҫӗлетнӗ тӗссӗр хура ҫӗлӗксем тӑхӑннӑ та, йӳле янӑ ҫӗлӗк хӑлхисен вараланчӑк ҫаккисем икӗ еннелле ҫапкаланса пыраҫҫӗ.

На двух были летние фуражки, на остальных грязносерые вязаной смушки папахи, с расстегнутыми отворотами и болтающимися мотузками завязок.

XXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Мирон Григорьевич, арчара темӗн ухтаркаласа, вараланчӑк тутӑр ҫыххи туртса кӑларчӗ, салтрӗ: хутсене пӗрерӗн кӑштӑртаттарса, хӑтине шӑп та лӑп вуншар тенкӗлӗх вунӑ укҫа шутласа пачӗ.

Мирон Григорьевич, порывшись в сундуке, достал засаленный платок, развязал его; шелестя хрусткой бумагой, отсчитал десять «красненьких».

VI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Йӗпе те вараланчӑк шинеллӗ казаксем окоп хӳтлӗхӗсем ҫинче чей вӗретеҫҫӗ.

Казаки, в мокрых, измазанных шинелях, кипятили на щитах котелки с чаем.

I // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Григорие халь, хӑй ҫийӗнчи темле ирсӗр те вараланчӑк ӳт-тире сирсе пӑрахса, ним вараланман таса чун-чӗрепе урӑх пурнӑҫа пырса кӗнӗ туйӑнать.

Он испытывал такое ощущение, будто скинул с себя грязную оболочку и входил в иную жизнь незапятнанно чистым.

21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Паян пурнӑҫ пӗр вырӑнта, хӑйӑр тулнипе вараланчӑк тӗпӗ курӑничченех ӑшӑхланса юлнӑ юханшыв евӗр, вакланать, ыран пӑхатӑн та — вӑл ҫав вырӑнтах ҫыран туллин хӑватлӑн хумханса юхма тытӑннӑ…

Там, где нынче мельчает жизнь, как речка на перекате, мельчает настолько, что видно поганенькую ее россыпь, — завтра идет она полноводная, богатая…

18 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Вараланчӑк вӑл, ҫӗре кӑна шӑршлантарать, усал кӑмпа хӑраххи пурӑнать.

Нечисть, смердит на земле, живет вроде гриба-поганки.

12 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Австри салтакӗ, хӑвӑртрах вараланчӑк аллаппине ыйткалакан пек малалла кӑмтарнӑ та, ҫав вырӑнтах, решеткеллӗ картан эрешлӗ хӑйӑвӗ ҫумӗнчех выртать.

Тот лежал там же, у игривой тесьмы решетчатой ограды, вытянув грязную коричневую ладонь, как за подаянием.

5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Петро, ӗҫленӗ чух тӑхӑнакан улӑм шлепке хӗрри патне вараланчӑк аллаппине тытрӗ те, тинкерсе пӑхма тытӑнчӗ.

Петро всматривался, положив на поля соломенной рабочей шляпы грязную ладонь.

3 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней