Поиск
Шырав ĕçĕ:
14. Иосиф вӗсене каланӑ: эсир вӑрттӑн пӑхса ҫӳрекенсем тесе, ҫавнах каларӑм ӗнтӗ сире; 15. акӑ епле сӑнаса пӑхас сире: фараон пурӑнӑҫӗпе тупа туса калатӑп: кӗҫӗн шӑллӑр ҫакӑнта килмесессӗн, эсир кунтан тухаймӑр; 16. хӑвӑртан пӗрне килне ярӑр, вӑл шӑллӑра илсе килтӗр, ыттисене кунта тытса юлӗҫ; вара эсир тӗрӗс калани палӑрӗ; фараон пурӑнӑҫӗпе тупа тӑватӑп: апла пулмасассӑн, эсир вӑрттӑн пӑхса ҫӳрекенсем пулатӑр, тенӗ.
Пулт 42 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Иосиф вара вӗсем ҫинчен курнӑ тӗлӗкӗсене асне илнӗ те вӗсене каланӑ: эсир — вӑрттӑн пӑхса ҫӳрекенсем, эсир ҫак ҫӗрӗн хӳтлӗхсӗр вырӑнӗсене пӑхса кайма килнӗ, тенӗ.
Пулт 42 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Иосиф хӑйӗн пиччӗшӗсене палласа илнӗ, анчах лешӗсем ӑна паллайман.
Пулт 42 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Иосиф хӑйӗн пиччӗшӗсене курнӑ та вӗсене палласа илнӗ; анчах вӗсене палламан пек тунӑ, вӗсемпе сиввӗн калаҫнӑ, вӑл вӗсене: эсир ӑҫтан килтӗр? тенӗ.
Пулт 42 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Ҫав ҫӗршывра Иосиф пуҫлӑх пулнӑ; вӑл ҫав ҫӗрти пӗтӗм халӑха тырӑ сутса тӑнӑ.6. Иосиф же был начальником в земле той; он и продавал хлеб всему народу земли.
Пулт 42 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
56. Пур ҫӗрте те выҫлӑх пулнӑ; Иосиф пӗтӗм кӗлете уҫнӑ та Египет ҫыннисене тырӑ сута пуҫланӑ.56. И был голод по всей земле; и отворил Иосиф все житницы, и стал продавать хлеб Египтянам.
Пулт 41 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Фараон вара Египет ҫыннисене пурне те: Иосиф патне кайӑр та вӑл мӗн каланине тӑвӑр, тенӗ.И сказал фараон всем Египтянам: пойдите к Иосифу и делайте, что он вам скажет.
Пулт 41 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
53. Египет ҫӗрӗнче ытлӑ-ҫитлӗ, тулӑхлӑ ҫичӗ ҫул иртсе кайнӑ та, 54. Иосиф каланӑ пек, ҫичӗ выҫлӑх ҫул ҫитнӗ.
Пулт 41 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
51. Аслӑ ывӑлне Иосиф Манассия ятлӑ хунӑ, [вӑл каланӑ:] мӗншӗн тесессӗн Турӑ мана хам курнӑ пӗтӗм хуйхӑм-суйхӑма, аттемӗн пӗтӗм кил-ҫуртне манмалла турӗ, тенӗ.
Пулт 41 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
49. Иосиф темӗн чухлӗ тырӑ пухнӑ, вӑл тинӗсри хӑйӑр пек нумай пулнӑ, тырра шутлама хисеп ҫитменнипе вӑл ӑна шутлама та пӑрахнӑ.
Пулт 41 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
48. Египет ҫӗрӗнче ҫичӗ ҫул хушши [ӑнса] пулнӑ тӗрлӗ тырпула Иосиф пухсах пынӑ, тырра хуласене пухса хунӑ; кашни хулана ун таврашӗнчи хирсенчен тырӑ пухса хунӑ.
Пулт 41 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Иосиф фараон патӗнчен кайнӑ та пӗтӗм Египет ҫӗрӗ тӑрӑх ҫӳресе тухнӑ.И вышел Иосиф от лица фараонова и прошел по всей земле Египетской.
Пулт 41 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
46. Фараон — Египет патши — умне тӑнӑ чухне Иосиф вӑтӑр ҫулта пулнӑ.46. Иосифу было тридцать лет от рождения, когда он предстал пред лице фараона, царя Египетского.
Пулт 41 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вара Иосиф Египет ҫӗрӗ тӑрӑх кайнӑ.
Пулт 41 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
42. Фараон вара хӑйӗн пӳрнинчен ҫӗррине хывса илнӗ те ӑна Иосиф пӳрнине тӑхӑнтартнӑ; ӑна виссон тумтир тумлантарнӑ, мӑйне ылтӑн вӑчӑра ҫакса янӑ; 43. ӑна хӑйӗн иккӗмӗш урапи ҫине лартса ҫӳреме хушнӑ, унӑн умӗнчен: чӗркуҫленӗр! тесе кӑшкӑрса пыма хушнӑ.
Пулт 41 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Иосиф фараона каланӑ: фараонӑн тӗлӗкӗсем пӗр тӗлӗкех: Турӑ Хӑй мӗн тӑвассине фараона пӗлтернӗ.25. И сказал Иосиф фараону: сон фараонов один: что Бог сделает, то Он возвестил фараону.
Пулт 41 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Иосиф фараона хуравласа каланӑ: манран килмест ку; фараон ырӑлӑхӗшӗн Турӑ каласа парӗ, тенӗ.16. И отвечал Иосиф фараону, говоря: это не мое; Бог даст ответ во благо фараону.
Пулт 41 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Виҫҫӗмӗш кунне, хӑй ҫуралнӑ кун, фараон мӗнпур тарҫишӗн ӗҫкӗ-ҫикӗ тунӑ, хӑйӗн тарҫисем хушшинче вӑл эрех парса тӑракансен пуҫлӑхӗпе ҫӑкӑр парса тӑракансен пуҫлӑхне аса илнӗ; 21. вара эрех парса тӑракансен пуҫлӑхне ӗлӗкхи вырӑнне тавӑрнӑ, лешӗ ӗнтӗ фараон аллине курка тыттарнӑ; 22. ҫӑкӑр парса тӑракансен пуҫлӑхне, Иосиф вӗсене каласа кӑтартнӑ пек, [йывӑҫ ҫине] ҫактарнӑ.
Пулт 40 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Иосиф [ӑна] хуравласа каланӑ: ку акӑ мӗне пӗлтерет: виҫӗ кунтӑ вӑл — виҫӗ кун; 19. виҫӗ кунран фараон санӑн пуҫна касса таттарӗ те сана йывӑҫ ҫине ҫактарӗ, [ҫӳлти] вӗҫен кайӑксем санӑн ӳтне сӑха-сӑха тӑпӑлтарӗҫ, тенӗ.
Пулт 40 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Ҫӑкӑр парса тӑракансен пуҫлӑхӗ, Иосиф лайӑх ӑнлантарнине курса, ӑна каланӑ: эпӗ те тӗлӗк куртӑм: акӑ манӑн пуҫ тӑрринче виҫӗ ҫатан кунтӑ пек; 17. ҫиелти кунтӑра ҫӑкӑр пӗҫерекен пӗҫерсе хунӑ, фараон ҫиекен тӗрлӗрен ҫимӗҫ пек, ӑна манӑн пуҫ тӑрринчи кунтӑран [ҫӳлти] вӗҫен кайӑксем сӑхаҫҫӗ пек, тенӗ.
Пулт 40 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.