Поиск
Шырав ĕçĕ:
13. Самари пророкӗсенче те Эпӗ ӑссӑрлӑх куртӑм; вӗсем Ваал ячӗпе пророкла вӗрентсе ҫӳрерӗҫ — Манӑн халӑхӑма, Израиле, илӗртсе улталарӗҫ.
Иер 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Вара ҫапла шухӑшларӑм: «текех Ун ҫинчен аса илтермӗп, текех Унӑн ячӗпе калаҫмӑп»; анчах чӗремре вут тӗлкӗшет пек, шӑммӑмсем тӑрӑх ҫулӑм чупать пек, чарас тесе тӑрӑшрӑм, халтан кайрӑм — тытса чараймарӑм.
Иер 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Ман халӑхӑмӑн ҫулне пӗлсе ҫитсессӗн, Ман халӑхӑма Ваал ячӗпе тупа тума вӗрентнӗ пек, «Турӑ пур!» тесе Ман ятӑмпа тупа тума вӗренсе ҫитсессӗн — вӗсем Ман халӑхӑм хушшине килсе вырӑнаҫӗҫ.
Иер 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Ҫавӑнпа сан чунна шыракан, «пирӗн алӑран вилес мар тесессӗн, Ҫӳлхуҫа ячӗпе вӗрентсе ан ҫӳре» теекен Анафоф ҫыннисем ҫинчен Ҫӳлхуҫа ҫапла калать; 22. ҫавӑнпа Саваоф Турӑ ҫапла калать: акӑ Эпӗ вӗсем патне пырса пӑхӑп: вӗсенӗн яш ачисем хӗҫрен вилӗҫ; вӗсенӗн ывӑлӗ-хӗрӗ выҫӑпа вилӗ.
Иер 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Санӑн ывӑлусем Мана пӑрахрӗҫ, вӗсем турӑ маррисен ячӗпе тупа тӑваҫҫӗ.Сыновья твои оставили Меня и клянутся теми, которые не боги.
Иер 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Ун чухне Иерусалима Ҫӳлхуҫанӑн патша пуканӗ тесе ят парӗҫ; халӑхсем пурте Ҫӳлхуҫа ячӗпе Иерусалима пуҫтарӑнӗҫ те текех хӑйсен усал чӗри еккипе пурӑнма пӑрахӗҫ.
Иер 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Священниксем те: «Ҫӳлхуҫа ӑҫта-ши?» тесе каламарӗҫ, саккуна вӗрентекенсем те Мана пӗлмерӗҫ, кӗтӳҫӗсем те Манран уйӑрӑлса кайрӗҫ, пророксем те Ваал ячӗпе вӗрентсе ҫӳрерӗҫ, пулӑшу паманнисене пуҫҫапрӗҫ.
Иер 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Вара эпӗ Иудея халӑхне мӗнпур йӗркесӗр ӗҫӗшӗн, Мана пӑрахнӑшӑн, ют ҫӗр туррисен ячӗпе фимиам тӗтӗрнӗшӗн, хӑйсен аллипе тунӑ йӗрӗхсене пуҫҫапнӑшӑн сут тӑвӑп.
Иер 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Ҫӗр ҫинче пиллӗх илекенсене чӑнлӑх Турри ячӗпе пиллеччӗр; ҫӗр ҫинче тупа тӑваканӗ чӑнлӑх Турри ячӗпе тупа тутӑр, мӗншӗн тесессӗн унчченхи асапсем манӑҫа тухӗҫ, Манӑн куҫ умӗнчен ҫухалӗҫ.
Ис 65 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Ҫапла, Мана утравсем кӗтеҫҫӗ, кунталла Фарсис карапӗсем ишеҫҫӗ, вӗсем санӑн аякри ывӑлусене, ывӑлусемпе пӗрлех вӗсенӗн ылтӑн-кӗмӗлне санӑн Ҫӳлхуҫа Туррун ячӗпе, Израиль Святойӗн ячӗпе илсе килеҫҫӗ — Вӑл сана мухтава кӑларчӗ.
Ис 60 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Ҫӳлхуҫа, Израиле Хӑтараканӗ, унӑн Святойӗ пурте курайман чурине, халӑх хӑртакан чурине, патшасен чурине ҫапла калать: патшасем курӗҫ те — ура ҫине тӑрӗҫ; аслӑ ҫынсем вара шанчӑклӑ Ҫӳлхуҫанӑн, Хӑвна суйласа илнӗ Израиль Святойӗн ячӗпе Сана пуҫҫапӗҫ.
Ис 49 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Эй Иаков килӗ, хӑвӑра Израиль ячӗпе чӗнекенскерсем, Иуда вӑрлӑхӗнчен пуҫланса кайнӑскерсем, Ҫӳлхуҫа ячӗпе тупа тӑваканскерсем, тӳррипе, чӑннипе мар пулин те Израиль Туррине пуҫҫапакансем, итлӗр ҫакна.
Ис 48 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Патша ҫапла калать: Езекия сире ан илӗрттӗр — вӑл сире ҫӑлма пултараймасть; 15. «пире Ҫӳлхуҫа ҫӑлса хӑварать, ку хула Ассири патшийӗн аллине лекмест» тесе, Езекия сире Ҫӳлхуҫа ячӗпе кӑлӑхах ан шантартӑр.
Ис 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Ҫавӑ кун Египет ҫӗрӗнчи пилӗк хула Ханаан чӗлхипе калаҫма тытӑнӗ, Саваоф Ҫӳлхуҫа ячӗпе тупа тӑвӗ; пӗр хулине хӗвел хулийӗ тейӗҫ.
Ис 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Ун чухне тӗреклӗ те патвар халӑхран, аякранах хӑрушшӑн курӑнакан халӑхран, ҫӗрне юханшывсем ҫурса иртекен ҫӳллӗ те пурне те таптакан халӑхран Саваоф Ҫӳлхуҫана Сион тӑвӗ ҫине, Саваоф Ҫӳлхуҫа ячӗпе хисепленекен вырӑна, парне кӳрӗҫ.
Ис 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Вара халӑха Ҫӳлхуҫа пиллӗхне хӑй чӗлхипе пӗлтермешкӗн, Унӑн ячӗпе мухтанмашкӑн Симон, хӑй тӑнӑ вырӑнтан анса, Израиль ывӑлӗсен пухӑвӗ ҫинелле аллисене ҫӗклесе тӑнӑ; 23. Ҫӳлти Туррӑн пиллӗхне илмешкӗн халӑх тепӗр хут ҫӗре ӳксе пуҫҫапнӑ.
Сир 50 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӑл — сылтӑм алӑри куҫлӑ ҫӗрӗ пек; 14. Иоседек ывӑлӗ Иисус та ҫавӑн евӗрлех: Ҫӳлхуҫанӑн ӗмӗрлӗх мухтавӗ ячӗпе вӗсем иккӗшӗ хӑйсен пурӑнӑҫӗнче Ҫурт туса лартнӑ, Унӑн сӑваплӑ Ҫуртне ҫӗнӗрен ҫӗкленӗ.
Сир 49 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Израиль Турри тесе ят панӑ Ҫӳлхуҫа Турӑ ячӗпе 21. эсӗ, пӑхӑр пухнӑ пек, ылтӑн пухнӑ, тӑхлан пуҫтарнӑ пек, кӗмӗл пуҫтарнӑ.
Сир 47 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Моисей унӑн аллине тултарнӑ, ӑна таса ҫу сӗрнӗ: 19. ҫапла Аарона, унӑн ывӑлӗсене Турӑ умӗнче тӑма, пӗрле кӗлтума, Унӑн халӑхне Унӑн ячӗпе пиллеме ӗмӗрлӗхе пиллӗх панӑ; 20. Ҫӳлхуҫа, ӑна хӑйӗн халӑхне каҫарттарса, Хӑйне парне кӳрсе, ырӑ шӑршӑ тӗтӗрсе тӑмашкӑн ӑна пӗтӗм пурӑнакан ҫын хушшинчен суйласа илнӗ; 21. Иакова Хӑй пӗлтернине вӗрентмешкӗн, Израиле Хӑйӗн саккунне ӑнлантармашкӑн Турӑ ӑна Хӑй ӳкӗчӗсене панӑ, пур тавлӑ ӗҫе татса пама ирӗк панӑ.
Сир 45 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Пуҫламӑшӗнчех Хӑвӑн еткерӳ пулнӑскерсене ырӑлӑх парасса пӗлтер, Хӑвӑн яту ячӗпе пророксене ҫӗнӗрен ҫӗклентер.
Сир 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.