Поиск
Шырав ĕçĕ:
10. Моисей сӗрмелли йывӑҫ ҫӑвӗ илнӗ те пуху чатӑрӗпе ун ӑшӗнчи мӗнпур япалана сӗрсе тухнӑ, вӗсене тасалӑх тивлечӗ кӳнӗ; 11. ҫав ҫупа парне вырӑнне ҫичӗ хутчен сирпӗтнӗ, парне вырӑнӗпе унӑн пӗтӗм хатӗр-хӗтӗрне, ҫӑвӑнмалли савӑтпа унӑн тӗпне тасалӑх тивлечӗ кӳмешкӗн вӗсене ҫу сӗрсе тухнӑ; 12. [Моисей] Аарон пуҫӗ ҫине сӗрмелли йывӑҫ ҫӑвӗ юхтарнӑ, тасалӑх тивлечӗ кӳмешкӗн ӑна ҫу сӗрнӗ.
Лев 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Ырӑ шӑршӑ Ҫӳлхуҫана кӑмӑллӑ пулнӑ, вара Ҫӳлхуҫа [Турӑ] Хӑй ӑшӗнче каланӑ: этем пирки ҫӗре урӑх ылханмӑп ӗнтӗ, мӗншӗн тесессӗн этем кӑмӑлӗ мӗн ҫамрӑкранах усал; халӗ тунӑ пек тумӑп, пӗтӗм пурӑнакана урӑх нихӑҫан та пӗтермӗп: 22. ҫӗр сывӑ чухне акассипе вырасси, сивӗпе шӑрӑх, ҫупа хӗл, кунпа каҫ нихӑҫан та чарӑнса лармӗҫ, тенӗ.
Пулт 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.