Поиск
Шырав ĕçĕ:
Хӑйӗн ҫӑтӑр-ҫатӑр тытакан аллисемпе вӑл япаласен купине кутӑн-пуҫӑн ҫавӑрттарса илчӗ, конькине пӗр сӑмахсӑрах аяккалла илсе пӑрахрӗ.Цепкими руками он ловко перерыл всю кучу, равнодушно откинул коньки.
Параппанҫӑ кун-ҫулӗ // Леонид Агаков. Гайдар, Аркадий Петрович. Параппанҫӑ кун-ҫулӗ: повесть; вырӑсларан Л.Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1957. — 132 с.
Манӑн фотоаппарата тӳлесе илмелле те, ӑна ҫийӗнчех юнашарти кивӗ япаласен магазинне сутмалла, прачкӑна укҫа памалла, юлашкипе вара ҫӗнӗлле пурӑнма тытӑнмалла.
Параппанҫӑ кун-ҫулӗ // Леонид Агаков. Гайдар, Аркадий Петрович. Параппанҫӑ кун-ҫулӗ: повесть; вырӑсларан Л.Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1957. — 132 с.
Япаласен йӗрӗсене пур ҫӗрте те тӗрӗс ӳкернӗ; ку йӗрсене чӑн-чӑн художник кӑна курма пултарать, ҫынсен картинисем ҫине пӑхса ӳкерекен художникӗн ҫав йӗрсем илемсӗр тухаҫҫӗ.
Пӗрремӗш пай // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96–146 с.
Вава ҫимелли япаласен хутаҫне йӑтнӑ, унӑн шӑллӗ Дима, Вава пекех пӗчӗк те кӑтраскер, четвӗрт кӗленчипе вӗретнӗ шыв йӑтса пырать.
Шурӑ йӗкехӳре // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 34–46 с.
…Тата ҫакна тӗлӗкри майлӑ астуса юлчӗ Григорий: вӑл ӑшӑ пӳлӗмре тӑна кӗчӗ, — куҫне уҫичченех пӗтӗм ҫан-ҫурӑмӗпе вырӑн ҫине сарнӑ таса япаласен рехетлӗ уҫӑ варкӑшне туйса илчӗ, сӑмсине темле-темле эмелсен тӑкӑскӑ шӑрши пырса ҫапрӗ.
XXVIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Ку хутӗнче вӑл ҫӗтернӗ-ҫухатнӑ япаласен хакне йӳнетсе кӑтартас йӑлине пӑхӑнаймарӗ.На этот раз ему изменила всегдашняя его привычка обесценивать утраченное.
XXIV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Чакса каяс мар пирки шут туса хунӑ хыҫҫӑн Пантелей Прокофьевич япаласен вӑйӗпе пӗлтерӗшне малтанхи пекех ҫывӑххӑн куракан пулчӗ.Решение не отступать вновь вернуло в глазах Пантелея Прокофьевича силу и значимость вещам.
XV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Пантелей Прокофьевич пӗр чӗптӗм сухал кӑкласа кӑларчӗ те, сутӑн илсе ҫухатнӑ япаласен, кӗсрен тата ҫунапа хӑмӑт таврашӗсен хакне шутласа пӑхса, урса кайнӑ пек тарӑхса ятлаҫрӗ, юлашкинчен шыв куҫӗ патнех уксахласа пычӗ.
XIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Ҫак хаклӑ япаласен хуҫи ҫине нумайӑшӗ кӗвӗҫсе пӑха-пӑха илнӗ.Много прохожих поглядывало с завистью на высокого гончара, владельца сих драгоценностей,
I // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Ҫак япаласен ятне вырӑсла пӗлменнипе, вӑл Лозневой ҫийӗнчи тумтире тыта-тыта кӑтартрӗ.Не зная русских названий этих вещей, он стал хвататься за все, что носил на себе Лозневой.
VI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Ҫавна пула номерсенче кирек хӑҫан та йӑвалантара-йӑвалантара тинкине кӑларнӑ япаласен, кивве юлнӑ табак тӗтӗмӗпе атӑ ҫӑвӗн вараланчӑк шӑрши пуланса йӳҫет.
XIX // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Вӑл хамӑр пурнӑҫра тӗл пулакан япаласен ячӗсене, эпӗ мӗн тума та пулин янӑ вырӑнсен ячӗсене пӗлекен пулчӗ, ҫапла вара хушнӑ ӗҫсене пурне те йӗркелле туса пыма пуҫларӗ.
Ҫирӗм иккӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Сӗмлӗх витӗр йӑлтах курӑнать, япаласен тӗсӗсемпе хӗррисене уйӑрса илме ҫеҫ йывӑр.Сквозь мглу видно всё, но трудно разобрать цвет и очертания предметов.
IV // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Йӳнӗ хака кура япаласем хӑйсен хакӗн пӗрре виҫҫӗмӗш пайӗпе килеҫҫӗ — е, урӑхла каласан, виҫӗ япалашӑн 3 тенкӗ вырӑнне 2 тенкӗ ҫеҫ тӳлеҫҫӗ; анчах пирӗнни пек пурнӑҫра ҫав 3 япала ыттисен 4 япали тӗшне тӑрать; ку вара вӑл ҫакна пӗлтерет: пирӗн ҫӗвӗҫсем хӑйсен 200 тенкипе ыттисем 300 тенкӗпе илнӗ чухлӗ япала илме пултараҫҫӗ, ҫак япаласем вара пирӗнни пек пурнӑҫра ыттисен пурнӑҫӗнче 400 тенкӗлле илнӗ чухлӗ япаласен тӗшне тӑраҫҫӗ.
XVIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Сӑмахран, ҫапла тунине пула туянмалли япаласен хисепӗ пӗрре тӑваттӑмӗш чухлӗ чакать тейӗпӗр, 4мӑшӑр пушмак вырӑнне 3 мӑшӑр та ҫитет, е 3 кӗпе 4 кӗпе чухлӗ тӑрать — ку пропорци питӗ пӗчӗк-ха вӑл.
XVIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Вӑхӑтпа япаласен нумай енлӗ ҫаврӑмӗнче эпир те тепӗр хут пулатпӑр санпала, ман савниҫӗм.Во многообразном круговороте времени и вещества повторяемся и мы с тобою, моя возлюбленная.
XII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Вӑл унта тӗл пулакан япаласен, кӗнекери геройсен ятне ӗнтӗ калатчӗ, пӗринче ҫапла, ҫӳлӗк ҫинчен ҫӑкӑр чашки ӳксе ҫӗмӗрӗлчӗ те, вӑл кӳренсе: — Эх, эсӗ, Прозоровский воевода! — терӗ мана.
Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.
Эпӗ килтен тарҫӑпа пӗрле ылтӑн япаласен ӑсти патне кайрӑм…
V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ҫӗнӗрен тупнӑ тата ҫӗнӗрен тунӑ япаласен историйӗ ҫумне вӑл яланах Ольга кӗлеткинче е характерӗнче тупнӑ мӗнле те пулин пахалӑха хушса хурать, пачах ӑнсӑртран, кӗтмен ҫӗртен, унпа тӗл пулмалли сӑлтавсем, кӗнеке парса ярассине, кӗтмен парне парассине шухӑшласа кӑларать.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Тен, ача сӑмахсене те аран-аран кӑна каланӑ пулӗ-ха, тен, пачах та калама пултарайман пулӗ, утайман та пулӗ, пур япаласем ҫине те, ҫитӗнсе ҫитнисем каланӑ пек, айванла, тӗлӗнса кайса, ачалла пӑхнӑ пулӗ, вӑл ун чухнех хӑй таврашӗнче пулса иртекен япаласен пӗлтерӗшне тата вӗсем пӗр-пӗринпе ҫыхӑнса тӑнине ӑнланнӑ пулӗ, анчах ун ҫинчен хайне те, ыттисене те шарламан.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956