Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ҫыхӑнусӑр асаилӳсен варкӑшӗнче ачалӑх ҫутӑ сенкер тӳпе ытамӗнчи хӗвеллӗ кун пек шӑвӑнса иртрӗ: чул хӳмесем ҫинчи шӑнкӑрчсем, Гришкӑн вӗри тусан ӑшӗнчи ҫара урисем, мӗлкине шыв ҫине ӳкернӗ симӗс вӑрман ыталаса илнӗ Дон мӑнаҫлӑн тӗлӗрни, тусӗсен ача чухнехи сӑнӗсем, тӑпӑл-тӑпӑл кӗрнек пӳ-силлӗ ҫамрӑк амӑшӗ…
XLII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Мӗн кӑна пулман пирӗн ачалӑх ҫулӗсенче.
Раҫҫей ӑслайӗнчи ҫут(ӑ) сӑнар // Леонид Атлай. https://chuvash.org/content/5075-%D0%A0% ... D1%80.html
Йывӑр ачалӑх
«Шкулта вӗреннӗ чухнех унӑн лидер паллисем пурччӗ» // Лариса Петрова. Хыпар, 2020.02.07, 13–14№№
Шуҫӑм килнӗ чух пӗри, те чӑнласах, те тӗлӗкре кӑна, хыттӑн ӗсӗклесе макӑрса ячӗ: хӑрушӑ вӑл ӳссе ҫитнӗ, чунӗсем хытнӑ ҫынсем — ачалӑх хыҫҫӑнах куҫҫулӗн тӑварлӑ тутине маннӑ ҫынсем ҫавнашкал макӑрни.
XXIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Григорий пӗр вӑхӑт ҫав инҫете тӑрса юлнӑ ачалӑх кунӗсем ҫинчен тунсӑхласа аса илчӗ, унтан каллех хальтерех пулнӑ ӗҫсем ҫине куҫрӗ.
IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Ачалӑх, шкул, институтӑн пӗрремӗш курсӗ, инженер пулас ӗмӗт, тӑватӑ ҫул — вӑрҫӑ.
XXX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Ҫӗршывӑмран яланлӑхах ҫухалнӑ ҫуркунне каллех ак инҫетри ачалӑх ҫинчен ҫак ют кӗтесри сывлӑшра та аса илтерчӗ.
Хут ҫӗлен // Аркадий Малов. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 105–109 стр.
Эпир аякка-аякка тӑрса юлнӑ ачалӑх ҫулӗсем ҫинчен сӑмах хускатрӑмӑр та, эпӗ каллех ун чухнехи киревсӗрлӗхӗм, хамӑн айванлӑхӑм ҫинчен аса илтӗм.
Хут ҫӗлен // Аркадий Малов. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 105–109 стр.
Историре те вӗресе тӑракан ачалӑх вӑхӑчӗ пулнӑ, чӑрсӑр ашкӑнчаклӑ та хаваслӑ ҫамрӑк ӑрусен вӑхӑчӗ.Было время кипучего детства и в истории, время буйных и веселых молодых поколений.
XXI // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Акӑ ачалӑх кунӗсем те иртрӗҫ!
30-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Аттесӗр ачалӑх тивлечӗ Синкер хумӗпе ҫапнине Сисетчӗ ҫав чунӑм, пӗлетчӗ Ун пӑр пек шӑнтан сиввине.
Виличчен ма ыйтса юлмарӑн? // Римма Прокопьева. Хыпар, 2014.12.27
Вӑл иккен пӗтӗм пурнӑҫӗнче астуса тӑнӑ ачалӑх, пирӗн ӗмӗт, пирӗн тупа пулнӑ.Это было наше детство, наша мечта, наша клятва, которую он помнил всю жизнь.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ҫырусем вара маншӑн ачалӑх кунӗсем пек, пачах урӑх вӑхӑтри япаласем пек туйӑнатчӗҫ.А письма — это было мое детство, то есть совсем другое время.
Ҫирӗм тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Оккупаци вӑхӑтӗнче ҫухалнӑ ачалӑх хӑйсем умӗнче тӑван Хӗрлӗ Ҫарӑн лётчикне курнипех каялла таврӑннӑн туйӑнчӗ вӗсене.
14 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Камышин… ачалӑх!
8 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Кедр ҫӑвӗ шӑрши сарӑлни ӑна тахҫанах манӑҫа тухнӑ ачалӑх кунӗсене аса илтерчӗ…Запах кедрового масла будил в памяти давно позабытую картину детства…
8 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
М. Горький хӑйӗн «Ачалӑх» повеҫӗнче ҫап-ҫамрӑк ача тавра курӑмӗ витӗр те тӗнче ҫине тарӑн шухӑшпа пӑхтарать.
1962 ҫулхи чӑваш литератури. Прозӑ // Г. Я. Хлебников. «Вопросы чувашского языкознания и литературоведения». Ученые записки, выпуск XXVI, Чебоксары — 1963. 206–226 стр.
Уйӑп Мишши «Ачалӑх кунӗсем» ятлӑ автобиографиллӗ повеҫӗнче тӗнче ҫине ҫамрӑк ача куҫӗпе пӑхтарнӑ, истори улшӑнӑвӗнчен ытларах ача психологине сӑнанӑ.
1962 ҫулхи чӑваш литератури. Прозӑ // Г. Я. Хлебников. «Вопросы чувашского языкознания и литературоведения». Ученые записки, выпуск XXVI, Чебоксары — 1963. 206–226 стр.
М. Ухсайӑн «Кӑра ҫилсем» повеҫӗн виҫҫӗмӗш кӗнеки, Г. Алентейӗн «Тантӑшсем» тата Уйӑп Мишшин «Ачалӑх кунӗсем» повеҫӗсем.
1962 ҫулхи чӑваш литератури. Прозӑ // Г. Я. Хлебников. «Вопросы чувашского языкознания и литературоведения». Ученые записки, выпуск XXVI, Чебоксары — 1963. 206–226 стр.
Пирӗн ачалӑх та, ҫамрӑклӑх та ҫӑмӑл килмен.
Хисеплӗ ята тивӗҫнӗ // А.ЕФРЕМОВА. «Каҫал Ен», 09.06.17