Поиск
Шырав ĕçĕ:
Анчах ашшӗн юратӑвӗсӗр пуҫне кунта старикӗн айӑпне сирекен тепӗр паллӑ япала та пулнӑ: ним ҫинчен те калаҫма ҫук чухне пӳлӗмре кушак тупӑнать, сӑмах ҫавӑн ҫине куҫать, кушак та, йытӑ та пулмасан — ачасем ҫине.
XI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Кашнин чӗринчех савӑнӑҫ та пур, шиклӗх те, пурте ун умӗнче харпӑр хӑй айӑпне каҫарттарчӗҫ, тейӗн.Но в душе слушатели так удивлялись и радовались, словно получили помилование.
Застава хыҫне // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 75–89 стр.
Унӑн айӑпне эпӗ шалти тӗрмере ларнӑ чухнех пӗлнӗччӗ.Я еще сидел во внутренней тюрьме, а вина ее уже была установлена.
XXVI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Хӑйне хӗстерме пуҫласан кирек кам та, ҫапла, айӑпне кӑштах та пулин хӑй ҫинчен сирсе яма е ответлӑха теприсем ҫине йӑвантарма пӑхатех…
32-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Пӗчӗккӗн-пӗчӗккӗн тӳрре тухма хӑтланать ӗнтӗ вӑл, анчах айӑпне сирме хӑтланнисем унӑн ӗненмелле пулса тухмаҫҫӗ.Хотя по мелочам он и пытается увильнуть, оправдаться, но оправдания эти звучат неубедительно.
32-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Шыраса тупсан, айӑпне кӑтартмалли япала тесе, ӑна сирӗн пата ҫитерсе паратпӑр.
8-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Шутсӑр нумай парне, пенсисемпе тӗрле йышши хаклӑ япаласем салата-салата панӑ, кунашкал хисеппеле вӑл тепӗр чух ҫулталӑкӗпе те паман, Ахимааса та, Нафалим ҫӗрӗн пуҫлӑхне, хырҫа-марҫа суя майпа пухнӑшӑн, маларах тарӑхупа тӑвӑлса таратчӗ пулин те, каҫарнӑ, саккуна пӑсса тунӑ нумай-нумай ҫын айӑпне пӑрахӑҫланӑ, хӑй ҫӗршывӗнче пурӑнакансен ыйтӑвне нихӑшне те тимлӗхсӗр хӑварман, пӗринсӗр пуҫне.
V сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Хӑй айӑпне те каласа пачӗ вӑл, анчах ав, мучи туйинчен хӑраса мулкач пек тарса ӳкрӗ.Сам во всем признался, а тут испугался дедовой клюшки и удрал, как заяц.
27-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ача хӑйӗн айӑпне йышӑнсанах Захар мучи вырӑнӗнчен хурт сӑхнӑ пек сиксе тӑчӗ.От такого признания дед Захар вскочил, точно от укуса пчелы.
27-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ыттисем пурте ӑна хӗрхенмесӗр айӑплӗҫ, пӗри ҫеҫ уншӑн хута кӗрекен пулма пултарӗччӗ, Ольга ӑна суйласа илнӗ пулӗччӗ… вӑл йӑлтах ӑнланӗччӗ, Ольгӑран та лайӑхрах ун айӑпне ӑнланӗччӗ, ӑна хӑтарӗччӗ!
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Тепӗр чухне вӑл этемлӗхӗн айӑпне, ултава, элеке, тӗнчипе сарӑлнӑ усал-тӗселе курайми пулса ҫитет те — ҫынна унӑн суранне кӑтартса парасшӑн ҫунать, унтан сасартӑк унӑн пуҫӗнче шухӑшсем тинӗсри хумсем пек вылянма тытӑнаҫҫӗ, унтан вӗсем ӗмӗт пулса тӑраҫҫӗ, пӗтӗм юна вӗрилентереҫҫӗ, хул шӑнӑрӗсене хускатаҫҫӗ, юн тымарӗсене хытараҫҫӗ, ӗмӗтсем ӑна мӗнле те пулин ӗҫ тума хистеҫҫӗ; вӑл, шухӑшсемпе хавхаланнӑскер, пӗр минутрах икӗ-виҫӗ хутчен ҫаврӑна-ҫаврӑна выртать е куҫӗсене йӑлкӑштарса вырӑн ҫинчен ҫурри таран ҫӗкленет, аллине тӑсса йӗри-тавра хавхалануллӑн пӑхкалать…
VI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Пӗр минут маларах Петя хӑйӗн айӑпне хӑй ҫине илме те хатӗр пулнӑ.
XXXV. Таса парӑм // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Пионерсем манӑн пурте Мускавра, тахҫанах таврӑннӑ, хӑйсен вожатӑйӗн айӑпне вӗсем пӗтӗмпех каҫарнӑ, анчах пӗр-пӗринпе эпир час-часах пулаймастпӑр — Пионерсен ҫуртӗнчи хам кружокӑн занятине ҫӳренӗ кунсенче тата госпитальте кӑна.
30 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Николай Антоныч хӑй статьине ӗҫме-ҫимерен ҫырма пуҫланине кура, вуламашкӑн та кулӑшла — маншӑн пулсан, вӑл ҫапла туни хӑй айӑпне пытарасшӑн хӑтланни кӑна ӗнтӗ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Вӑл суд умӗнче хӑй айӑпне сирменни те мана ҫав ӗҫе хутшӑнтарасшӑн пулманнинчен килнӗ, — тенӗ Марья Ивановна.И если он не оправдался перед судом, то разве потому только, что не хотел запутать меня.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк. Суд // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Манӑн атте пуҫне уснӑ: вӑл хӑй ывӑлӗн суя айӑпне аса илтерекен сӑмахсене илтсенех пит пӑшӑрханнӑ.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк. Суд // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Эпӗ хам ҫири айӑпа кирек-мӗнле вӑхӑтра та сирме пултарасса ӗненнӗскер, ку ӗҫӗн чӑн енӗсене пӗлсе, ҫак хӗн хурӑн айӑпне вӑл пӗтӗмпех хӑй ҫине илнӗ.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк. Суд // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Тӗрӗсех тумарӑм эпӗ, урапа тапрӑм, айӑпне ӗнтӗ хам ҫинех илетӗп, анчах вӗт эпӗ те ҫынах, чул катӑкӗ мар.Я сознаю, что неправильно, особенно ногой, но ведь я тоже человек, а не камень.
Вунулттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Айӑплас тесен, малтан айӑпне кӑтартмалла.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ҫавӑн пек каҫарттараҫҫӗ пирӗн театрти артистсен айӑпне.
6 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950