Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ҫитӗннӗ Илья Ильич пыл та сӗт юхса выртакан ҫырмасем ҫуккине, ырӑ тӑвакан асамҫӑ карчӑксем ҫуккине кайран пӗлет пулсан та, няни каласа кӑтартнинчен шӳтлесе йӑл кулать пулин те, вӑл кулни чӗререн тухмасть, ун хыҫҫӑнах вӑл ассӑн сывласа илет, вӑл юмаха пурнӑҫпа арпаштарса ярать те: юмах мӗншӗн пурнӑҫ мар, пурнӑҫ мӗншӗн юмах мар, тесе час-часах хуйхӑрать.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Чей ӗҫнӗ хыҫҫӑн кашниех мӗн те пулин тӑвать: пӗри ҫырма хӗррине кайса ҫыран тӑрӑх хуллен уткаласа ҫӳрет, ури вӗҫӗпе вӗтӗ чулсене шыва тӗрте-тӗрте антарать; тепри чӳрече умне ларать те куҫа курӑнакан кашни япаланах асӑрхаса юлать: картишӗнче кушак чупса иртет-и, чавка вӗҫсе каять-и, сӑнаса ларакан ҫын, пуҫне сылтӑмалла е сулахаялла пӑркаласа, ӑна та, кӑна та, куҫӗпе тата сӑмси вӗҫӗпе ӑсатса ярать.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Тепри вара, хаклӑ минутсене ҫухатасран хӑранӑ пек, вырӑнӗ ҫинчен икӗ урипе харӑс, хӑвӑрт сиксе тӑрать те кӑвас куркине ярса тытать, унта ишсе ҫӳрекен шӑнасене тепӗр хӗрнелле вӗрсе ярать, унччен хускалман шӑнасем, инкекрен хӑтӑлма тӑрӑшса, вӑйлӑ йӑшӑлтатма тытӑнаҫҫӗ; ҫын пырне йӗпетет те каллех, персе антарнӑ пекех, вырӑнӗ ҫине тӳнсе каять.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Тем пысӑкӑш кукӑль пӗҫереҫҫӗ, ӑна господасем хӑйсем тепӗр кунне те ҫиеҫҫӗ; виҫҫӗмӗш кунне кукӑле хӗрсен пӳлӗмне леҫеҫҫӗ; кукӑль эрнекунччен пырать, вара хытса кайнӑскер, типӗ, ӑшӗсӗр-мӗнсӗр юлнӑскер, уйрӑммӑн кӑмалласа панӑ парне вырӑнне Антипа лекет; вӑл вара сӑх-сӑхса илсе, чулланса кайнӑ ҫак тутлӑ япалана ҫатӑртаттарса ҫисе ярать, археолог пин ҫул каяллахи мӗнле те пулин савӑт ванчӑкӗнчен япӑх эрехе киленсе ӗҫнӗ пек, вӑл та, кукӑльне ҫининчен ытларах, ку господасен кукӑлӗ пулнине пӗлсе тӑнипе киленет.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Кайран амӑшӗ ӑна тепӗр хут ачашласа илет те, сад пахчине, картишне, ҫаран ҫине выляма кӑларса ярать; ачана пӗччен хӑвармалла марри ҫинчен, лашасен ҫывӑхне, йытӑсемпе качакасем патне ямалла марри ҫинчен, килтен аякка кӑймалла марри ҫинчен, уйрӑмах, ялта усал вырӑн тесе шутлакан типӗ ҫырмана, чи хӑрушӑ вырӑна, ҫывӑхне те пымалла марри ҫинчен няньӑна хыттӑн асӑрхаттарать.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вӑйлӑн та хӑвӑрт тӑкса ярать те, кӗтмен ҫӗртен савӑннипе макӑракан ҫынӑн шултра ӑшӑ куҫҫуль пек, хаваслӑн сиккелеме тытӑнать; ҫумӑр чарӑнтӑр ҫеҫ — хӗвел каллех ӑшӑ куллипе юратса пӑхать, уй-хирсемпе сӑрт айккисене типӗтет, вара каллех мӗнпур ҫӗршыв хӗвеле хирӗҫ телейлӗн кулать.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Хаваслӑн та ашкӑнчӑклӑн выляса ҫырма юхать; вӑл пӗр тӗлте тем анлӑш сарӑлса пӗве пулать, тепӗр тӗлте ансӑрланса малалла ыткӑнать е, шухӑша кайнӑн, аран-аран кӑна вӗтӗ чулсем ҫийӗн шӑвать, айккинелле шухӑ пӗчӗк ҫырмасем уйӑрса ярать; вӗсем шӑнкӑртатнӑ чухне тутлӑн тӗлӗретӗн.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вӑл, шаман хӑйӗн турри тесе хисеплекен кӗлетке умӗнче ирӗккӗн тыткаланӑ пек, хӑйне Обломов умӗнче именмесӗр тата кӑмӑлсӑр тыткалать; шаман хӑй идолне шӑлса та тасатать, ӳкерет те, тепӗр чухне, тен, тарӑхнипе, ҫапса та ярать пулӗ, анчах ҫав идолӑн ӑс-хакӑлӗ хӑйӗн ӑс-хакӑлӗнчен ҫӳлте тӑнине туйни яланах унӑн чӗринче упранать.
VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Унта нимӗн витерме пултарайман мӑнаҫлӑ пӑчлӑх тӑрать, чи варринче ҫеҫ таҫтан-амакран шӑвӑнса тухнӑ пайӑрка сасартӑк йывӑҫсен вӑрӑм йӗркине ҫап-ҫуттӑн ялтӑртаттарса ярать те ҫӗр ҫине вара ҫинҫе кӑна тӗп-тӗрӗс ҫул пӑрахса парать, — Оберонпа Титани чаплӑн иртсе каймалли эльфсемпе эрешлесе илемлетнӗ аллея евӗр, питӗ ҫутӑ, капӑр та калама ҫук хӳхӗмскере.
X сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Обломов хӑйӗн пурлӑхӗ ҫине ҫапла сиввӗн пӑхнӑран-и, е ҫав пурлӑх ҫине унӑн тарҫи Захар тата сиввӗнрех пӑхнӑран-и — тимлӗрех сӑнасан, кабинетри тирпейсӗрлӗх тӗлӗнтерсе ярать.
I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Пӗтӗм пӑшӑрханӑва Обломов ассӑн сывласах, ним тума ӳркенсе, тӗлӗрсе ирттерсе ярать.Вся тревога разрешалась вздохом и замирала в апатии или в дремоте.
I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Священник аналой тавра ҫаврӑнтарать, тияккӑн «Исаия, савӑн» юрласа ярать, сан пуҫу ҫине венчет калпакӗ тӑхӑнтартаҫҫӗ…Священник вокруг аналоя будет водить, дьякон запоет «Исаия ликуй», на голову тебе наденут венец…
VI сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Сулахай аллипе Олеся шап-шурӑ, пурҫӑн евӗр ҫемҫе сӳсе хӑвӑрттӑн пӗтӗрттерет, сылтӑмминче ун, шӑппӑн вӑйӑлтатса, йӗке ҫаврӑнать, ӑна вӑл е ҫӗр патне ҫитичченех антарать, е шеппӗн ҫӗклеттерсе тытса илет те, пӳрнисене кӑшт ҫеҫ хускаттарса, ҫӗнӗрен пӗтӗрсе ярать.
IV сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Ҫӗнӗ строительство Крылова хавхалантарса ярать.
Вӑтӑрмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Ҫак пӑрахут Крылова интереслентерсе ярать.
Ҫирӗм тӑххӑрмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Вӑл хӑйӗн ҫыннисене Костенкона мӗншӗн арестленине пӗлме ярать.
Ҫирӗм пиллӗкмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Карапсен аслӑ механикӗсене канашлӑва пухма ыйтса Балтика флочӗн командующийӗ патне ҫыру ярать.
Ҫирӗм пиллӗкмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Морякисем тытӑҫса ҫапӑҫма та пултараҫҫӗ», — тет те вӑл ахӑлтатса кулса ярать.
Ҫирӗм пиллӗкмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
«Страшный» разведкӑран таврӑнманнине пӗлсен Макаров ӑна пулӑшма «Баян» крейсера кӑларса ярать.Узнав, что «Страшный» не вернулся из разведки, Макаров послал ему на помощь крейсер «Баян».
Ҫирӗм пӗрремӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Карапӑн пӗр-пӗр уйрӑмӗ шывпа тулсан, вӑл ытти уйрӑмсене куҫмасть пулин те, карапа чалӑштарса ярать.
Вунтӑххӑрмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.