Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

чухне сăмах пирĕн базăра пур.
чухне (тĕпĕ: чухне) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Анчах та ун чухне те аптраса ӳкмерӗм.

Но даже тогда я не унывал.

Михаил ГАЛУСТЯН: “Ача кӗтекен хӗрарӑма ӑссӑр арҫын кӑна хирӗҫлет” // Куҫару . Хыпар, ("7 Дней”).

Михаил: Ачасен ячӗсене вӗсем амӑшӗн варӗнче выртнӑ чухне суйланӑ та эпӗ пуринпе те килӗшеттӗм.

Михаил: Имена детей выбирали, когда они находились в чреве матери и я со всеми соглашался.

Михаил ГАЛУСТЯН: “Ача кӗтекен хӗрарӑма ӑссӑр арҫын кӑна хирӗҫлет” // Куҫару . Хыпар, ("7 Дней”).

- Ун чухне эпӗ, «Утомленные солнцем» КВН ушкӑнӗн капитанӗ, вӗҫӗмсӗр гастрольсенчеччӗ.

Тогда я, как капитан команды КВН "Утомленные солнцем», вечно гастролировал.

Михаил ГАЛУСТЯН: “Ача кӗтекен хӗрарӑма ӑссӑр арҫын кӑна хирӗҫлет” // Куҫару . Хыпар, ("7 Дней”).

Теплерен пӗрре Ставри пуп та темле Бойчо хаджишӗн панихида туса ирттерчӗ; ҫамрӑксем ҫав панихидӑна йышлӑн пуҫтарӑннӑччӗ, пупӗ те вара кӗлӗ тунӑ чухне Бойчо «паломнике» мар, «асап чӑтнӑ» Бойчона тесе асӑнчӗ…

Поп Ставри отслужил по нем панихиду, совместив ее с панихидой по некоем Хаджи Бойчо, и вся местная молодежь явилась в церковь, к великому изумлению родни благочестивого покойника, немало удивленной и тем, что священник поминает на молитве не Бойчо-«паломника», а Бойчо-«мученика».

I. Бяла Черква // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Елхово патӗнче тытӑҫнӑ чухне тӗрӗксем Муратлийские персе амантнӑ та, вӑл Стара-планина туне кайнӑ, тӗрӗксем ӑна унта та йӗрленӗ, йӗрлекенсем хушшинче хӑш-пӗр пӑлхарсем те пулнӑ; Муратлийский ҫав пӑлхарсенчен ҫӑкӑр ыйтасшӑн пулнӑ, тумтирне улӑштарса тӑхӑнасшӑн пулнӑ.

Муратлийский был легко ранен турками в небольшой стычке у Элхова и ушел на Стара-планину, преследуемый турецкой погоней и даже иными болгарами, к которым обращался с просьбой дать хлеба и крестьянское платье, чтобы переодеться.

XV. Кӗтмен тӗл пулу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ҫакӑн пек йывӑр чухне хӑйне пулӑшу кӳрекен ҫак ырӑ кӑмӑллӑ ҫынна вӑл тав туса пӑхрӗ, вӑл тӗлӗнчӗ те, савӑннипе куҫҫулӗ тухасса та ҫитрӗ.

Удивленная, до слез растроганная и растерянная, она с благодарностью смотрела на великодушного человека, который помог ей в такую тяжелую минуту.

XI. Рада пӑшӑрханӑвӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Стефчов арҫынсен хушшинче чухне кирек хӑҫан та вӗҫкӗнленме пӑхать, хӗрарӑмсемпе питех чӑрманмасть; хальхинче вӑл юпа пек хытса тӑчӗ, хӑрах аяккинелле тайӑлнӑ фескине тӳрлетсе тӑхӑнчӗ, Рада енне пӑхса юнаса илчӗ, вара ыттисем хыҫҫӑн тухса тапӑлтатрӗ.

Стефчов, всегда важный и чопорный в обществе мужчин, но бесцеремонный с женщинами, остолбенел; он поправил фес, съехавший набок, свирепо погрозил пальцем Раде и вышел вслед за остальными.

X. Хӗрарӑмсен мӑнастирӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Вӑл тӗрӗс хыпарсене тӳрре кӑларать, суйисене пӑрахӑҫлать; хӑш чухне юри сӑмах та сарать, вара темиҫе кунлӑха хӗр-манахсен пӳҫӗсене ҫавӑрӑть, пыра киле ҫав сӑмах мӑнастиртен тухса та сарӑлать.

Она подтверждала достоверные новости и опровергала ложные; она умышленно распускала слухи, которые несколько дней служили духовной пищей монахиням и постепенно просачивались за пределы монастыря.

X. Хӗрарӑмсен мӑнастирӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Лере чухне хаҫачӗ «Зорницӑччӗ», листавки те Богоров кӗнеки пирки пӗлтерни пулса тӑчӗ.

А там оказались «Зорница» и объявление о книге Богорова!

IX. Ӑнлантарса пани // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Кунта конакра чухне «Независимость» хаҫатпа листовкине хам куҫӑмпа хам куртӑм-ҫке, шантарсах калатӑп сана.

Здесь, в конаке, я своими глазами видел газету «Независимость» и воззвание, — уверяю тебя.

IX. Ӑнлантарса пани // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ют асап этем чӗрине витернӗ чухне, чун ҫути, — енчен ҫавӑ йӑл илме пултарайсан, — ҫап-ҫутӑ хӗлхемӗн явса илет.

Чужое страдание, ударив по человеческой душе, всегда высекает искру света, если только он теплился в душе.

VIII. Юрдан чорбаджи патӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ку вӑл пин те сакӑр ҫӗр утмӑл виҫҫӗмӗш ҫулхине, ун чухне те ҫу уйӑхӗччӗ, анчах шӑматкунччӗ, ҫирӗм иккӗмӗш кунӗнче, ҫур ҫӗр иртсен виҫ сехетре, тӗтреллӗ кунхине пулса иртрӗ…

Дело было в тысяча восемьсот шестьдесят третьем году, тоже в мае месяце, но в субботу двадцать второго числа, в три часа ночи, в пасмурную погоду…

VIII. Юрдан чорбаджи патӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ҫавсене вӑхӑтлӑха та манман Михалаки сӑмсине халь те пулин каҫӑр тытать, мӑнаҫланма та пӑхать, калаҫнӑ чухне васкамасть вӑл, хӑйне никама та «Михал бай» тесе чӗнтермест, апла чӗнсен хӑйне Михаил стражникпе пӑтраштарасран йӗрӗнет.

Не забывая об этом ни на минуту, Михалаки задирал нос, держался высокомерно, говорил важно и никому не разрешал называть себя «дядя Ми-хал» — из боязни, как бы его но спутали с Михалом стражником.

VIII. Юрдан чорбаджи патӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ҫамрӑк чухне вӑл тӗрӗксемпе пӗр ҫӑвартан пулнӑ, чухӑнсене ҫаратса пусмӑр кӑтартнӑ, тинех ӗнтӗ вӑл никама та усал таваймасть те, хӑйне ӑна халь те пулин пур пӗрех кураймаҫҫӗ.

В молодости он якшался с турками, угнетал и грабил бедняков, поэтому его ненавидели и теперь, хотя он уже не делал да и не мог делать зла.

VIII. Юрдан чорбаджи патӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ырӑ ҫыннӑн йӗрки ҫавӑн пек кирлӗ чухне хӑйне тепри асӑнтаричченех пурнӑҫне хӗрхенменнипе паттӑр ятне илтет.

Чувство справедливости и человечности требовало от него, чтобы он пожертвовал собой, не дожидаясь, пока ему об этом напомнят.

VII. Паттӑрлӑх // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Эпӗ кунтах! — илтӗнчӗ Гедеон аттен ҫинҫешке сасси, кухньӑ алӑкӗнчен тухнӑ чухне; вӑл апат хӑҫан пиҫессе пӗлме кайнӑ пулнӑ.

— Вот я! — крикнул визгливым голосом отец Гедеон, появляясь на пороге кухни; он ходил узнать, скоро ли будет готов обед.

VII. Паттӑрлӑх // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

«Алан та чӗри пур» теҫҫӗ пирӗннисем ҫавӑн пек чухне.

«И у решета есть сердце», — как говорят у нас.

IV. Каллех Марко патӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Анчах вӑл Петербурга килнӗ чухне эпир пӗр-пӗрин ҫинчен, хамӑр тӗнчере пурӑнни ҫинчен пӗлнӗ-и вара?

Но разве мы с ним знали друг о друге, что мы существуем на свете, когда он ехал в Петербург?

XIX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Эсир тытӑнчӑклӑ ҫын, ҫакӑн ҫинчен калаҫнӑ чухне вара вӗриленместӗр те.

Вы человек очень сдержанного характера, и вы горячитесь, когда говорите об этом.

XVIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Тен, арҫынни: «Эпӗ сирӗнпе телейлӗ пуласси ҫинчен калаҫма та кирлӗ мар; анчах мана суйласа илнӗ чухне асӑрхануллӑрах пулӑр. Эсир суйласа илтӗр ӗнтӗ, — анчах эпӗ сире ыйтатӑп; шухӑшлӑр, татах шухӑшласа пӑхӑр. Ку питӗ пысӑк ӗҫ вӑл. Эпӗ сире ҫав тери юрататӑп пулин те, мана та питӗ тӗплӗн, тимлӗн тӗпчесе пӗлмесӗр ан шанӑр», — тет пулӗ?

Может быть, мужчина говорит: «О том, что я с вами буду счастлив, нечего мне рассуждать; но будьте осторожны, даже выбирая меня. Вы выбрали, — но я прошу вас: думайте, думайте еще. Это дело слишком важное. Даже и мне, хоть я вас очень люблю, не доверяйтесь без очень строгого и внимательного разбора».

XVIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней