Поиск
Шырав ĕçĕ:
Черешньӑсем кунта, турачӗсене сырса илнӗ ҫырла ҫупкӑмӗсемпе хӗвел питӗнче хуран курӑнса, юман пекех ҫӳлӗ те капмар ӳсеҫҫӗ.Черешни тут росли высокие и роскошные, как дубы, чернея на солнце гроздьями ягод, облеплявших ветки.
III // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Унта шултра йывӑҫсем ӳсеҫҫӗ, пӗчӗк ҫырма юхса выртать, ҫӳллӗ йывӑҫ вуллисене ҫыпҫӑннӑ ӳсентӑрансем явкаланнӑ.Там росли большие деревья, бежал ручей, цепкие растения обвивали высокие стволы.
Юпасем ҫинчи пӗчӗк пӳрт // Михаил Рубцов. Чумаченко А.А. Уйӑх ҫынни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 116 с.
Виноград йывӑҫҫисен чӑтлӑхӗнче ҫухалса каясран ан шикленӗр, вӗсем горизонта хупласа лартаймаҫҫӗ, мӗншӗн тесен кунти виноград вуллисем хӑйсене майлӑ: вӗсем ҫӳлелле кармашса мар, кунти хӑйӑрлӑ та вӗри тӑпра тӑрӑх тӑсӑлса ӳсеҫҫӗ…
Ҫирӗм иккӗмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.
Вашмӑк айккинче пӗчӗк чӑрӑшсем ӳсеҫҫӗ.
Вӑтӑр саккӑрмӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.
Ҫыран хӗррипех йывӑҫ тӗмӗсем ӳсеҫҫӗ.
Ҫирӗм улттӑмӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.
Ҫав тери ҫӳллӗ хырсемпе чӑрӑшсем чӑнкӑ ҫыран хӗрринчех ӳсеҫҫӗ.
Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.
Ун ҫинче вӑрӑм хырсемпе чӑрӑшсем, ӑвӑссем ӳсеҫҫӗ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.
Йывӑҫсем темиҫе сийӗн ӳсеҫҫӗ.
Улттӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Пӑхӑр-ха — унӑн хӑлхисем кӗҫӗтеҫҫӗ, ӳсеҫҫӗ!
II сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Базӑран тухсан, вӗсем икӗ тӗрлӗ вӑрмана уйӑрса тӑракан тарӑнах мар, прачак евӗрлӗ айлӑмпа утрӗҫ: сылтӑм енчи вӑрманта, тӳп-тӳрӗ лиственницӑсемпе каврӑҫсем ӳсеҫҫӗ; сулахай енче — тӗрлӗ йывӑҫсем, вӗсен ҫӳллӗшӗ те пӗр тан мар.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Тайга чӑтлӑхӗнче ҫурҫӗрти сивве вӗреннӗ лиственницӑпа голубица та, кӑнтӑрти ачаш бархат йывӑҫӗпе иҫӗм ҫырли те юнашарах ӳсеҫҫӗ, тропикри сӗм вӑрмансен хуҫи — тигр ҫурҫӗр пӑланне йӗрлесе ҫӳрет.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Хуласем ҫӗршер ҫул ӳсеҫҫӗ — пирӗн Новинск вара вунӑ ҫул та тултарман-ха, вӑл ҫамрӑк хула.Города вырастают столетиями — нашему Новинску нет и десяти годиков, он подросток.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Пӑнчӑсем ӳснӗҫемӗн ӳсеҫҫӗ…
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.
Чӳречесем ҫинче пысӑк ҫулҫӑллӑ чечексем ӳсеҫҫӗ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.
Тата васкарах ӗҫлеҫҫӗ те ӗҫлеҫҫӗ ачасем, пучах куписем ӳсеҫҫӗ те ӳсеҫҫӗ.И с удвоенной энергией наклоняются ребята к земле, и растут-растут кучи колосков.
Пулӑшакансем // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.
Ҫӳллӗ те ҫӑра курӑк хушшинче шур чечексем сарӑлса ӳсеҫҫӗ.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.
Урам вӗҫӗнче пысӑк площадь — читока, йӗри-тавра чура баракӗсем; ҫуртсен ҫийӗпе ҫӳлте улӑпла баньян тӑррисем сарӑлса кайнӑ, унта та кунта, ҫӳлелле кӑнтарнӑ шӑпӑр евӗр, ҫӳллӗ пальмӑсем ӳсеҫҫӗ; урамсенчи ҫӳп-ҫапра виле хурчкисем чакаланаҫҫӗ — хулана вилесенчен тасатаҫҫӗ.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Шывран тухса тӑракан тумхахсем ҫинче лотоссем, папируссем ӳсеҫҫӗ.Кое-где на кочках, выступающих из воды, растут лотосы, папирусы.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Кунта та ҫичӗ-сакӑр фут ҫӳллӗш мамӑк тӗмӗсем ӳсеҫҫӗ.Но и тут в изобилии рос хлопчатник кустами высотою в семь-восемь футов.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Акӑ мӗншӗн иккен ҫыран хӗрринче те, вӑрманта та ҫул-ҫӳревҫӗсем каучук йывӑҫӗсене те, хинин йывӑҫне те тӗл пулмарӗҫ: вӗсем Кӑнтӑр Америкӑра ӳсеҫҫӗ.
Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.