Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ученӑйсем ҫакна палӑртнӑ: япала ҫакӑн пек хӑвӑртрах куҫма пуҫласан, температура ӳсет, япаласем ӑшӑнаҫҫӗ.Учёные установили, что такое усиление движения ведёт к повышению температуры, к нагреванию тел.
5. Тусене мӗнле вӑйсем тунӑ // Лина Агеносова. Обручев, В. А. Тусемпе материксем пулса кайни / вырӑсларан Л. В. Агеносова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 134 с.
Эпӗ хама вӗри чӗреллӗ пек кӑтартасшӑн пултӑм, ытла та хаваслантӑм, ахлатрӑм, пӗр-пӗр япала ман кӑмӑла килнӗ пек пулсан, алӑсене питӗ вӑйлӑ сулкаларӑм, ҫакӑнпа пӗрлех пӗр-пӗр тӗлӗнмелле япалана курсан е ун ҫинчен мана каласа парас пулсан, хам унпа пӗртте интересленмен пек кӑтартма тӑрӑшрӑм; ним умӗнче те чарӑнса тӑман хаяр тӑрӑхлавҫӑ пек, ҫакӑнпа пӗрлех тимлӗн сӑнама пултаракан пек курӑнма тӑрӑшрӑм; хам мӗн тунине пӗтӗмпех логика хушнӑ пек тунӑн, пурнӑҫра тӗрӗслӗхе тата тирпейлӗхе юратнӑн, кирек мӗнле пурлӑхран та йӗрӗннӗн курӑнма тӑрӑшрӑм.
ХL сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Халь хам аса илни тӑрӑх шутласан, ҫавнашкал пӑтрашупа курнӑҫланура та манӑн талант пекки палӑрнӑ, мӗншӗн тесен мана музыка час-часах куҫҫуль кӑлармаллах пӑлхантарса яратчӗ, тата эпӗ хама килӗшекен япаласене фортепьянӑпа аран-аран та пулин нотӑсемсӗрех шыраса тупма пӗлеттӗм; ун чухне кам та пулин мана музыка ҫине хӑвӑрт тата туйӑмлӑн вылянипе хӗрсене сӑхлантармалли меслет ҫине пӑхнӑ пек мар, ырӑ тӗллев, хӑйӗнпе савӑнтаракан япала ҫине пӑхнӑ пек пӑхма вӗрентнӗ пулсан, тен, эпӗ чӑнах та лайӑх музыкантах пулнӑ пулӑттӑм.
XXX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Вӗсем кашни ыйту ҫинех пӗр-пӗрне ҫакӑн евӗрле ответлеҫҫӗ, тепӗр чух пӗр ыйтусӑрах пӗртте мая килмен икӗ япалана ҫыхӑнтарса хураҫҫӗ, ҫак арӑш-пирӗше кирлӗ япала ҫинчен калаҫнӑ чухнехи сӑнпа калаҫҫӗ, — вара питӗ кулӑшла пулса тухать.
XV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Нӳрӗ ҫӗр, ун ҫине тӗл-тӗл шӑтса тухнӑ сарӑ туналлӑ курӑксен ҫутӑ симӗс йӗпписем, хӗвел ҫутипе йӑлтӑртатса юхакан шывсем, вӗсем ҫинче явӑнакан тӑпра тӗпренчӗкӗсемпе турпассем, сиренӗн кӳпшек папкаллӑ хӗрелнӗ турачӗсем, чӳрече тӗлӗнчех сулкаланаканскерсем, ҫак тем ҫинче йӑшӑлтатакан пӗчӗкҫӗ вӗҫен кайӑксем хӗвӗшӳллӗн чӗвиклетни, хӑй ҫинчи юр ирӗлнипе хура пек курӑнакан хӳме, кунсӑр пуҫне чи пахи — ҫак ырӑ шӑршӑллӑ нӳрӗ сывлӑш, савӑк хӗвел мана ӑнланмалла та уҫӑмлӑн темле ҫӗнӗ хӳхӗм япала ҫинчен калаҫҫӗ, ҫакӑн ҫинчен мана ҫутҫанталӑк епле каланине ҫырса кӑтартма пултараймастӑп, эпӗ ӑна хам мӗнле ӑнланнине ҫырса кӑтартма тӑрӑшам, — пурте мана илем, телей, ырӑ ӗҫсем ҫинчен калаҫҫӗ, ку та, тепри те маншӑн пулма пултарасси, пӗри теприсӗр пулмасси, илемпе телей, ырӑ ӗҫсем пӗр япаланах пӗлтерни ҫинчен калаҫҫӗ.
II сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Курса тӑрансан, атте ӑна протопопа пачӗ, лешне ку япала питӗ килӗшрӗ пулмалла: вӑл пуҫне сулкалать тата пӗрре коробка ҫине, тепре ҫак хӳхӗм япалана тума пултарнӑ ӑстаҫӑ ҫине пӑха-пӑха илет.
XVI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Партизансен отрячӗ уншӑн пӗчӗк япала, истори пӗчӗк япаласене шута илмест.Отряд партизан — мелочь для нее, а с мелочью она не считается.
8 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Вӑл пур япала ҫине те хӑй куҫӗпе пӑхнӑ, вӑл япалана кирлӗ пек ҫавӑрса лартма, ӑна вулакансене кӗтмен енчен уҫса пама пӗлнӗ.
С. Диковский ҫинчен // Хӗветӗр Уяр. Диковский, С. В. Калавсем; Хв. Уярпа М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 70 с. — 3–7 с.
Король — ҫӗнӗ, тӗлӗнмелле ҫӗршыв уҫнӑ ҫын пек — хӗрӳллӗн, пӗр япала ҫинчен тепӗр япала ҫине куҫса пырса каласа пачӗ.
62 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Миҫе хут илтнӗ пулӗ эпӗ: «Тупнӑ япала — волейбол! Мечӗке ҫапатӑн та — ӗҫӗ те пӗтрӗ», е: «Тупнӑ япала, чушкӑ! Патака ывӑтатӑн та — ӗҫӗ те пӗтрӗ!» тенине.
52 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Пӗр самантлӑха, вӑл ӑнсӑртран пуҫне ҫӗкленӗ вӑхӑтра, вӗсен куҫӗсем хире-хирӗҫ пӑхса илнӗ — вӑл та вара ҫак ҫамрӑк ҫын ҫинче ӑнлантарса пама май ҫук япала пуррине туйса илнӗ, ҫав япала ӑна пӗр саманта ӗҫлеме чарса лартнӑ.
I // В.Г. Шильдяков. Джек Лондон. Мексикенец: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 52 с. — 6–51 с.
Тем тӗрлӗ япала та туса тултартӑн пулӗ-ха, — старик хӑй тунӑ япаласенчен хӑшне те пулин кӑтартасса шанса, хӑюсӑррӑн ыйтрӗ Кэукай.
Кэргыль патӗнче хӑнара // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Эсир пӗлетӗр ӗнтӗ, химире ҫавӑн пек япала пур, ҫак япалан пӗчӗк тӗпренчӗкӗ анчах раствор пичкине лектӗр, вӑйлӑ реакци тума ҫителӗклӗ пулать.
Пан Тюхинпа пан Телеев // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 230–248 с.
Халӗ эпӗ тӗнчери чи вӑйлӑ япалана та, ӑна хӑйӗн идеалӗсемшӗн кӗрешекен ҫынпа танлаштарсан, ниме тӑман япала тесе шутлатӑп.
VII // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Ранецсемпе япала миххисене иле-иле пӑрахнӑ май, юлашкинчен Хома хӑйӗн япалисем патне ҫитсе тӑрӑнать.Раскидывая ранцы и вещевые мешки, Хома добрался, наконец, и до своего собственного имущества.
II // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Лика кирлӗ вырӑнсене мамак ҫӗлесе ҫыпӑҫтарма пикенчӗ, Шишкин килӗнчен урайне сӑтӑрмалли ӑвӑспа хутӑштарнӑ шӗвӗ япала илсе килчӗ те, эпир тире ҫав шӗвӗ япалапа сӑрларӑмӑр.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Наум Любимов. Носов Н.Н. Витя Малеев шкулта тата килте: повесть; Н.Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 202 с.
Халь ак ун аллинче темскер пӗчӗкҫӗ япала, ҫав япалана вӑл чӗнтӗр тытать.А сейчас у нее в руках что-то маленькое, она это маленькое обшивает кружевом.
Пӗлӗт ҫинчи тата ҫӗр ҫинчи явленисем // Василий Игнатьев. Панова В. Ф. Серёжа: повесть; Василий Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 116 с.
Унта асӑнмалӑх хӑварнӑ темиҫе япала выртать, вӑл ҫав япаласенчен уйрӑлма пултарайман.
IX // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.
— Ӑнланӑр, тархаслатӑп сире, — терӗ вӑл сасартӑк Джемма ҫине тинкерсе пӑхса, — эпӗ халӗ каланисем пӗтӗмпех шухӑшласа кӑларнӑ япала, эпӗ хӑш-пӗр чухне шухӑшӑмсене ытлашши ирӗк паратӑп, анчах эпӗ шухӑшласа каланисене чӑн япала вырӑнне шутланине юратмастӑп вара.
VI // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.
Эксперимент тени вӑл, паллах, кирлӗ япала, анчах та ун пек япаласене кайран, Андрей Васильевич, кайран, опыт пухӑнарахпа,ураланса ҫитсен…»
4 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.