Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ҫак самантра Петро арӑмне вӗлерес пек хӗнеме хатӗрленсе пурӑннине аса та илмерӗ, ӑна ҫынсен умӗнчех ҫупӑрласа лӑпкарӗ, табак тӗтӗмӗпе сарӑхса якалнӑ пуҫ пӳрнипе илемлӗ куҫ харшисен ҫаврака пӗкӗчийӗсенчен шӑлса ачашларӗ.
IX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Ҫук, амаҫури анне, ҫитӗ сана хӑвӑн тӑван мар хӗрне хӗнеме.
XIII // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Унӑн куҫӗсем хупӑннӑ-хупӑнман, хӑйне сасартӑк саламатпа хӗнеме тытӑннӑ пек туйӑнчӗ ӑна.Ему показалось, что глаза его только-только сомкнулись, и вдруг кто-то начал хлестать его плеткой.
XI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Анчах хӗнеме никам та пулман, чышкисенче те вӑйӗ юлман ӗнтӗ.
II // Феодосия Ишетер. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 93–110 стр.
Корней ӑна аллинчен ярса илчӗ те кровать ҫинчен туртса антарса хӗнеме тапратрӗ — пуҫӗнчен те, кӑкӑрӗнчен те, аяккисенчен те ҫапма тытӑнчӗ.Он схватил ее за руку, сдернул с кровати и стал бить по голове, по бокам, по груди.
I // Феодосия Ишетер. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 93–110 стр.
— Эсӗ хӗнеме анчах пӗлетӗн!
I // Феодосия Ишетер. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 93–110 стр.
Пуҫларӗ хайхи мана атте, хӑранӑшӑн, хӗнеме.
XII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Хӗнеме тытӑн ҫеҫ вӗсене, мӗнпур мӑнаҫлӑхӗпе сӗмсӗрлӗхӗ вара, ҫавӑнтах, курланкӑ пек, шӑкӑлт ҫеҫ хӑйпӑнса ӳкет, тин вара хӑйсем чӑннипе мӗн иккенне куратӑн.
XI // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Урисене хуҫса пӑрахиччен те хӗнеме чарӑнман.
Кун И-цзи // Хӗветӗр Уяр, Михаил Рубцов. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 3–12 стр.
— Малтанах ӑна хӑй вӑрӑ тунине йышӑнтарса алӑ пустарнӑ, кайран хӗнеме пуҫланӑ.— Сперва его заставили написать повинную, а потом принялись бить.
Кун И-цзи // Хӗветӗр Уяр, Михаил Рубцов. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 3–12 стр.
Вӗсене ҫак пысӑках мар, аслӑ класра вӗренекен ача кӑмӑла каять, вӑл ҫав тери вӑйлӑ пулмалла, унсӑрӑн ҫав ямпашкине хӗнеме хӑяймӗччӗ…
Саккӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Чжая Пэй-цзюнь вӗсем хӑйне хӗнеме килнине лайӑх пӗлет…
Пӗртӑвансем // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 115–130 стр.
Ҫӑварнире ҫапла мӗнле те пулин йӗкӗт вӗҫтерсе пырса тухать, ну лешсем вара пуҫлаҫҫӗ, хӗнеме, лашине те хӗнеҫҫӗ, хӑйне те хӗнеҫҫӗ.На масленице, бывало, как разлетится какой молодец, а они бьют, лошадь бьют, его бьют.
XXXV // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
— Сана хӑвна тавӑрма мар, хӑйне ҫапнинчен хӳтӗленмешкӗн аллине пичӗ патне ҫӗклеме те тивӗҫӗ ҫук ҫынна хӗнеме юрамасть.
X // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Анне юмӑҫ карчӑк чӗнет, атте пӗр вунӑ хут та пуль хӗнеме тӑчӗ.
VI // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Гинка инке, Юрданӑн качча кайнӑ хӗрӗ, начар теме те ҫук-ха хӑйне, ытла шапӑлти, ӑсран яракан хӗрарӑм, хӑйӗн йӑваш упӑшкине кирлӗ чух хӗнеме те пултараканскер, пуҫтарӑннӑ хӑнасене шӳтле-пӳтле сӑмахпа йӑпатса, ывӑна пӗлмен чӗлхине енчен енне вылятса тек шапӑлтатать.
VIII. Юрдан чорбаджи патӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Пажески корпус хапхинчен иртсен, Марья Алексевна хӑй килелле пынине туйса илчӗ, лавҫӑ тытрӗ те телейлӗн киле ҫитрӗ, алӑк патӗнче хӑйне алӑк уҫса кӗртекен Федьӑна тӳпкесе илчӗ, шкап патне ыткӑнчӗ, шавланине илтсе пуҫне кӑларнӑ Матренӑна хӗнесе илчӗ, каллех шкап патне ыткӑнчӗ, Верочка пӳлӗмне ыткӑнчӗ, тепӗр минутран шкап патне чупса тухрӗ, каллех Верочка пӳлӗмне чупса кайрӗ, унта нумайччен тӑчӗ, унтан вара, вӑрҫа-вӑрҫа, пӳлӗмсем тӑрӑх ҫӳреме пуҫларӗ, анчах ӑна хӗнеме никам та ал айӗнче пулмарӗ: Федя вараланчӑк пусма ҫине тухса тарчӗ, Матрена, Верочка пӳлӗмӗн ҫурӑкӗнчен пӑхрӗ те, Марья Алексевна хӑпарнине курса, питӗ хытӑ тарчӗ, кухньӑна лекеймерӗ, спальнӑна, Марья Алексевна кравачӗ айне, пырса лекрӗ, вара хӑйне вӑрҫмасӑр чӗнсе иличчен ҫавӑнтах выртрӗ, ӑна никам та пырса тӗкӗнмерӗ.
XXII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Татах теприне ҫӗре шӑршлаттартӑм, унтан вара манӑн вӗсене хӗнеме вӑхӑт пулмарӗ, мӗншӗн тесен вӗсем мана тӑваттӑн кӳпкерӗҫ.
XIV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Тулӗк эпӗ ӑна вӑрҫма ҫеҫ пултаратӑп, тӑлӑха хӗнеме алӑ ҫӗкленмест.Только и могу его выругать, а бить сиротку у меня рука не подымается.
X сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Фельдшер пукан ҫинчен тӑчӗ, хӑяккӑн-хӑяккӑн алӑк патнелле шӑвӑнать, а Макар ӑна: «Эс ан вӗрилен-ха, пукан ҫине лар, — тет, — эпӗ сана хӗнеме шутламастӑп, тӗслӗхшӗн ҫеҫ ӑнлантарса паратӑп. Ӑнлантӑн-и?»
IX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.