Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

илӗртсе (тĕпĕ: илӗрт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эппин, хайхи, унта ҫапла шутланӑ: пурне те хавхалантарса лайӑхрах ҫапӑҫтарас тесе, хӗрарӑмсене те илӗртсе пӑхас, тенӗ.

Стало быть, там рассудили так: надо и бабам приманку сделать, чтоб духом все поднялись, чтобы дюжей воевали.

XII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Темиҫе ҫӗрте саплӑк ҫине саплӑк лартнӑ, шӑлавар вӗҫӗсене кунчисем ӑшне ҫавӑрса чикнӗ шурӑ чӑлхисем ҫӗтӗлсе пӗтнӗ; ҫавӑнпа куҫ илми ытараймасӑр пӑхать те казак тӑхӑнса ҫӗтейми хулӑн тӗпӗсемпе, йӑлтӑрти ҫутӑ тӗс пуклешкисемпе илӗртсе ӑмсантаракан акӑлчан ботинкисем ҫине.

Белые, многократно штопанные шерстяные чулки, с заправленными в них шароварами, были изорваны; потому-то казак и не сводил очарованного взгляда с английских ботинок, прельщавших его толщиною неизносных подошв, ярко блестевшими медными пистонами.

V // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Эпӗ кунта ҫывӑрса пурӑнатӑп, эсӗ ав, пулӑ пыршисене пӑрахса тултарнӑ та, таврари пӗтӗм кӑтка илӗртсе килтӗн.

Я тут сплю, а ты кишков рыбьих накидал, муравьев приманул со всего округа.

I // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

«Вӗсене Егор ҫапла пӑсса янӑ, илӗртсе пӗтернӗ, — шухӑшларӗ Аникей. — Иисус пек кӑтартасшӑн хӑйне, ырӑ ятлӑ пуласшӑн».

«Это их Егор настропалил, в уши нажужжал, — думал Аникей. — Иисусиком себя выставляет, авторитет зарабатывает».

11 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Кунта эпир тем тӗрлӗ илӗртсе каланӑ сӑмахсене пайтах илтрӗмӗр.

— Мы много тут слухали разных посулов.

XLIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Юри чаканҫи туса, вӑл вӗсене Каргинскине илӗртсе кӗртме, ҫав вӑхӑтрах вара, Рябчиковӑн юланутлӑ полкне хӗвеланӑҫ енчен — Гусынка ҫырмипе, хӗвелтухӑҫ енчен Грачи шырланӗ тӑрах ярса, хӗрлисене ункӑна хупма, унтан вӗсене питӗ вирлӗн пырса ҫапма шутларӗ.

Ложным отступлением он хотел заманить их в Каргинскую, а тем временем бросить Рябчикова с полком конницы по Гусынской балке — с запада и по Грачам — с востока, во фланг им, с тем чтобы окружить их и нанести сокрушительный удар.

XLI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Нумай пулмасть ҫын юнне юхтарнӑшӑн пурнӑҫ ун патне халӗ тӗксӗмленсе, ватӑлса мар, хӑйӗн хыт кукарла та ултавлӑ хавасӗ-савӑнӑҫӗпе пушшех те ытларах илӗртсе таврӑнчӗ.

Жизнь вернулась к нему не поблекшая, не состарившаяся от пролитой недавно крови, а еще более манящая скупыми и обманчивыми радостями.

XXXVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ан илӗртсе лар вӗсене! — хӑраса ӳкрӗ Ильинична.

Ты уж не мани их! — испугалась Ильинична.

XV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Илӗртсе кӗрӗр!

Заманивай!

Илӗртсе кӗрт! // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.

Илӗртсе улталарӗҫ сире офицерсем, хӑвӑрӑн ҫывӑх тӑванӑрсене вӗлерттерсе пӗтерчӗҫ.

Заманули вас офицерья, заставили кровных братов убивать!

XXX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Вӑл отряд командирӗ суйлас пирки ыйту хускатрӗ; ахӑртнех, Григорий паттӑрлӑхӗ ҫинчен Вешкинче сахал мар илтнипе пулас, Григорие хӑйне илӗртнипе пӗрлех хутор халӑхне те илӗртсе яма пӗлчӗ:

Он поставил вопрос о выборе командира отряда и, наверное, наслышанный в Вешенской о Григории, льстя ему, польстил и хутору:

XXIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

«Хитре хӗрарӑм, куҫа илӗртсе тӑрать…

«Красивая баба, в глаза шибается…

XIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Чӗрипе пур пӗрех вӑл Аксинйӑран хӑпма пултараймарӗ; Аксинья ӗлӗкхи пекех ӑна йывӑррӑн та хистевлӗн хӑй патне илӗртсе тӑчӗ.

Сердце жило у Аксиньи, к ней потянуло попрежнему тяжело и властно.

XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Эсер Боссе ревком членӗсене, япшар сӑмахсен вӑрӑм йӑлмакӗпе илӗртсе, ӳкӗте кӗртме тытӑнчӗ.

Длинную речь, перевитую слащавыми увещаниями, опрокинул на головы членов ревкома эсер Боссе.

X // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Ӑна эпир пурне те тӑвӑпӑр, анчах эсӗ ан ман пире, — терӗ Глаша, хӑйӗн кулса, хӗр пек илӗртсе пӑхакан куҫӗсем ҫапла каланӑнах туйӑннӑ:

— Это мы все сделаем, а ты нас не забывай, — сказала Глаша, и взгляд ее смеющихся, девичьи-озорных глаз как бы говорил:

XIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Тусем кӑвакарса куҫа илӗртсе тӑраҫҫӗ.

Горы синели и манили взгляд.

XII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ҫавӑнтах ун куҫӗ умне Ирина тухса тӑчӗ, унӑн хӑюллӑ чӗрӗ куҫӗсем ун ҫине ачашшӑн пӑхса, илӗртсе тӑраҫҫӗ.

Тут перед ним встала Ирина, ее живые, смелые глаза ласково смотрели и звали к себе.

X сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Инҫетре-инҫетре вӑрман хыҫӗнчен ту тӑррисем хӑйсем патне илӗртсе кӑвакараҫҫӗ.

Далеко-далеко, подымаясь из лесов и гор, заманчиво синели зубчатые перевалы.

IX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ӑнланса та илеймерӗ вӑл, те тӑлӑххӑн тӑракан анра ҫарӑк туни хӑй ачалӑхне аса илтерчӗ ӑна; те телейсӗр ҫамрӑк казак шӑпи ҫинчен юрланӑ юрӑ пӑсрӗ ун кӑмӑлне; е илӗртсе тӑракан шухӑ куҫлӑ Хуракуҫ хӗр пирки пӑшӑрханчӗ-и, — ҫук, ахальтен мар-тӑр вӑл ӑна шӑлтӑрти урапа ҫинче тӗл пулчӗ!

И он не мог понять, был ли тому причиной одиноко-печальный стебелек на крыше, навеявший воспоминания о детстве; а может быть, настроение испортила песня, оплакивавшая горькую судьбу молодого казака; или же всему виной была Смуглянка с ее озорно-ласковыми глазами, — нет, нет, видно, совсем не случайно он встретил ее на этом скрипучем возу!

III сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Газик ту ҫине хӑпарса ҫитсен, Сергей мӗн пӗчӗкрен палланӑ вырӑнсене курчӗ: шыв хӗррипе сип-симӗс шел тутӑр пек пахчасем сарӑлса выртаҫҫӗ, тӑваткӑл лаптӑк, шуратнӑ пӳртсем, карта-хура, хӗрлӗ чултан тунӑ ҫӳллӗ собор тавра ӳсекен кӗмӗл пек шурӑ тирексем — пурте куҫа илӗртсе лараҫҫӗ.

Как только газик выскочил на седловину, Сергей увидел внизу знакомую с детства картину: зеленая шаль садов раскинулась вдоль берега, отчетливо выделялась квадратная площадь, виднелись белые дома, изгородь, серебристо-белые тополя, обступившие высокий, из красного камня собор…

II сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней