Поиск
Шырав ĕçĕ:
Васкаҫҫӗ, ӑшталанаҫҫӗ, пӗр-пӗрин ҫине пырса тӗкӗнеҫҫӗ, телефон патне чупаҫҫӗ, хӑйсем шав ҫав енне, тупӑсем перекен ҫӗрелле пӑхаҫҫӗ.
26 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Часрах Мускава васкаҫҫӗ.
18 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Ҫарсем куҫсах тӑраҫҫӗ, Мускав еннелле васкаҫҫӗ.
15 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Старик, вӑрӑммӑн яра-яра пусса, утравӑн тепӗр еннелле пырать, ун хыҫӗнчен, такӑна-тӑкӑна ӳксе пӗр мала тухса, пӗр кая юлса, Дёмӑпа Витя васкаҫҫӗ.
5 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Акӑ халӗ те, вокзала килсен, ҫавӑн пек туйӑм пуласран чӗрем шартах сикрӗ манӑн: ытти ҫынсем акӑ ман пекех такама кӗтсе илме пуҫтарӑннӑ, носильщиксем поезд патнелле васкаҫҫӗ, тӑрнаккай кондуктор, тирпейсӗр кӑвак мӑйӑхлӑскер, проводника темшӗн хаяррӑн ятлать.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Вӗсем васкаҫҫӗ пулмалла.
1943 ҫулхи майӑн 22-мӗшӗ // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
Вӗсем ҫуртри кӑпӑр-капӑрсене, кӗпе-йӗмсене ҫӑлма васкаҫҫӗ, ачисем ҫурт мӗнле ҫуннине пӑхса сиккелесе ҫӳреҫҫӗ.Они спешили спасти свою рухлядь, ребятишки прыгали, любуясь на пожар.
VI сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Ҫынсем вӑраннӑ, пурте таҫталла васкаҫҫӗ.
Пур енчен те тӗсесе // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 19–28 стр.
Аслисем те ӗҫҫи вӑхӑтӗнче килме май тупса пулӑшма васкаҫҫӗ.
Кил вучахӗшӗн — ҫутӑ хӗлхем // Г.ИВАНОВА. Шӑмӑршӑ хыпарӗ, 2019.05.24
Пӗрисем пахчари ӗҫсене пурнӑҫлама васкаҫҫӗ, теприсем ҫав хушӑрах уяв кӗрекине ларма та, ӑшӑ енне кайса канма та вӑхӑт тупаҫҫӗ.
Май уявӗсене - парӑмсемсӗр // Э.ОРИНОВ. Пирӗн пурнӑҫ, 2019.04.26
Виҫҫӗмӗшӗсем ҫанталӑк лайӑх тӑнине шута илсе дачӑра е пахчара ӗҫлеме васкаҫҫӗ.
Ҫуркуннепе ӗҫ уявӗ // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2015.04.30, 76-77№
Курорт вӑхӑчӗ вӗт — пурте унталла васкаҫҫӗ, транспорт юхӑмӗ питӗ пысӑк.Курортная пора же - все туда спешат, транспортный поток очень большой.
Прокат Грознӑя та илсе ҫитерет // Ольга ПАВЛОВА. «Хыпар», 2016.09.28, 153№
Борисовсен хулара хӑтлӑ хваттер, анчах та ҫӗр ҫийӗ юртан тасалсанах вӗсем Кашана васкаҫҫӗ.
Председатель хӗрӗ // Нина Еграшкина. «Канаш», 20(1369)№, 2016.05.20
Ҫӗнӗ Шупашкар хулинче пурӑнакан 3 хӗрача кашни ҫуллахи каникула, канмалли кунсене аслашшӗ-асламӑшӗ патне – Юртукассине тата ҫывӑхри ялсене васкаҫҫӗ.
Урхамахсем – чи ҫывӑх туссем // АННА ФИЛИППОВА. «Тӑван Ен», 51-52№, 2016.07.08-17
Халӗ вара тин ҫирӗпленекен ҫунатсем часрах ҫӗнӗ пурнӑҫа вӗҫсе кӗме васкаҫҫӗ.А сейчас, только набирающие сил крылья, спешат вылететь в новую жизнь.
Ҫӗнӗ пурнӑҫа — ҫамрӑк хӑватпа // Сувар. «Сувар», 21(699)№, 2007.05.25
Хӑвӑртрах качча тухма васкаҫҫӗ.
«Йывӑрлӑх та кирлӗ - пурнӑҫ тутине туйма» // Рита АРТИ. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.06.18, 23(945)№
Юнашар ялсенчен килекенскерсем урок хыҫҫӑн автобуспа киле васкаҫҫӗ.Приходящие из других деревень, после уроков на автобусе торопятся домой.
Людмила ШИКАРЕВА: Кӗнеке вулас юхӑм тепӗр хут вӑй илессӗн туйӑнать // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№
10. Ҫырура та каланӑ: «тӳрӗ ҫын ҫук, пӗр ҫын та ҫук; 11. пӗр тӑнлӑ ҫын та ҫук, никам та Турра шырамасть. 12. Пурте ҫултан аташнӑ, пурте юрӑхсӑра тухнӑ; ырӑ тӑвакан ҫук, пӗр ҫын та ҫук. 13. Вӗсенӗн карланки — уҫӑ тупӑк; чӗлхипе улталаҫҫӗ; чӗлхи айӗнче — аспид наркӑмӑшӗ; 14. ҫӑварӗнче — пӗр ылханасси те хӑртасси. 15. Вӗсенӗн урисем юн юхтарма васкаҫҫӗ; 16. вӗсен ҫулӗ ҫинче — ҫарату та вилӗм; 17. канӑҫлӑх мӗнне пӗлмеҫҫӗ вӗсем. 18. Вӗсем Турӑран хӑрамаҫҫӗ» тенӗ.
Рим 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Вӑл хӑйӗн паттӑрӗсене йыхӑрать, анчах лешӗсем утнӑ ҫӗртех такӑнаҫҫӗ; хула хӳми ҫине васкаҫҫӗ, анчах ӑна пӗтӗмпе хупӑрласа илнӗ.
Наум 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Вӗсенӗн урисем усал тума чупаҫҫӗ, вӗсем айӑпсӑр юн юхтарма васкаҫҫӗ; вӗсен шухӑшӗсем — ҫылӑхлӑ шухӑшсем; вӗсен ҫулӗ ҫинче — ҫарату та вилӗм.
Ис 59 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.