Поиск
Шырав ĕçĕ:
Тепӗр иккӗшӗ офицер ҫине айккинчен пынӑ, анчах Мажаров вӑрт ҫаврӑннӑ та пӗрне янах шӑмминчен тыттарса янӑ, тепри ун ҫине сиксе ларма ӗлкӗрнӗ, вара Константин спекулянта хӑйпе пӗрле ҫӗре туртса антарнӑ.
19 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
— Шел те, пултараймастӑп — алӑ, — тенӗ Мажаров, унӑн сарлака янах шӑммиллӗ пичӗ сиввӗн курӑннӑ, нумай пулмасть кулса тӑракан куҫӗсенче нимӗнле кулӑ палли те юлман.
18 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Вӑл тулашӗнчен те ҫар ҫынни пек пулман, ҫар тумӗ ӑна яштака та тӑпӑл-тӑпӑл вӑрҫӑччен пачах та ҫар ҫынни пулманнипе уҫӑмлӑрах палӑртнӑ ҫеҫ: симӗс гимнастерки, ҫурӑм ҫинче мӑкӑрӑлса, сарлака пиҫиххи айӗнчен хутламӑн-хутламӑн тухса тӑнӑ; кӑпӑшка та ҫутӑ хӑмӑр ҫӳҫне пусса лапчӑтайман картусӗ пуҫ ҫинче ламсӑр та куштанла ларнӑ; ҫутӑ харшӑллӑ куҫлӑхӗ вара сарлака янах шӑммилӗ пичӗ ҫинче пачах та вырӑнсӑр пек туйӑннӑ; тен, унӑн кӑшт айванрах пит-куҫӗнче ҫирӗплӗхпе тӳсӗмлӗх пулманран ҫапла курӑннӑ пулӗ вӑл.
18 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Ӗнтрӗк Бахолдинӑн пит-куҫне тӗксӗмлентернӗ, ҫавӑнпа унӑн тарӑн куҫ шӑтӑкӗсем, путса кӗнӗ пит ҫӑмартисем, янах айӗнчи пӗркеленнӗ ӳчӗ тата лайӑхрах палӑрать.
16 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Алӑк яр уҫӑлчӗ те, пӳрте кулкаласа, пӗр-пӗрне тӗрткелесе, Егор ачисем вирхӗнсе кӗчӗҫ: сап-сарӑ ҫӳҫлӗ хӗр-ача — сӑнӗпе амӑшнех пӑхнӑ хӑй, — унран пысӑкрах вун виҫӗ ҫулалла ҫитнӗ тӗксӗм пит-куҫлӑ арҫын ача тата пысӑк янах шӑммиллӗ, хура тутлӑ, ҫич-сакӑр ҫулти кӗрнек ача, — каснӑ-лартнӑ ашшӗ.
5 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Вӑл Иван Алексеевича тепре чӑпӑрккипе туртса касрӗ, питне шӑмми патӗнчен пуҫласа сарлака янах варринчи путӑкӗ таран ҫурса ячӗ.
LIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Куҫне карта ҫинчен вӗҫертрӗ те вӑл темле питӗ сасартӑк, бинокльпе курнӑ пек уҫҫӑн, ҫывӑхрах лашасене хыпаланса тӑваракан матроссене, вӗсен пылчӑкпа лапӑртанса пӗтнӗ хура бушлачӗсене, сӑмахсӑр карттусӗсене янах айӗнчен хытӑ туртӑнтарса тӑхӑннипе тӗлӗнмелле ҫавракан туйӑнакан пит-куҫӗсене курчӗ.
XLIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Тӳрмен чӗлхӳшӗн янах шӑммине ватса яма пултаратӑп!» — тет.
XXXVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Аникушка шӑлавар кӗсйинчен сухари кӑларчӗ те, вӗтӗ шӑлӗсене тискер кайӑк пек йӗрсе, ҫуррине ҫыртса илчӗ, унтан хыпаланса кӗмпӗртеттернӗ май, янах шӑммине мулкач пек мӗкӗлтеттерме тытӑнчӗ.
II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
— Ҫи, Бунчук! — сӗнчӗҫ юлташӗсем; вара вӑл, янах шӑммине йывӑррӑн та ӳркевлӗн мӗкӗлтеттерсе, пӗр ҫӗре сӳрӗккӗн тирӗнсе пӑхса, ҫикеленӗ пек турӗ.
XXVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Унӑн пичӗ ҫинчи суран ҫӗвекӗ кулнипеле хӑлхи вӗҫӗнчен пуҫласа янах ай таранах хӗрелсе тухрӗ.Шрам его на всем протяжении, от кончика уха до подбородка, порозовел от улыбки.
IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Василиса Ниловна ҫӗнӗ кофтӑпа, янах айӗнчен ҫавӑрса ҫыхнӑ шурӑ тутӑрпа, сарлака аркӑллӑ ҫӗнӗ юбка тӑхӑннӑ, вӑл купӑс калакан умне тулли стакан эрех, килте тунӑ колбасапа ҫӑкӑр чӗлли илсе пычӗ.
XIX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Юрлама чарӑнмарӗ хӑй, хушӑран ҫеҫ аллисемпе тӑнлавне хӗскӗчлесе тытрӗ, шӑлӗсене кӑчӑртаттарчӗ тата, усӑнса аннӑ янах шӑммине чӗтрентерсе, ӑссӑрлӑхӑн вӗри сывлӑшӗпе пиҫсе кайнӑ пуҫне чалӑштарса пычӗ.
III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Пичӗ ун ҫук, янах шӑмми ҫара кӑкарӗ ҫинче чалӑшшӑн выртать; ҫӳҫӗнчен кӑшт аяларахра ансӑр ҫамка палли пур; Ҫамки ҫумӗнчи шуранка ӳчӗ йӑлтах кукӑрланса, пӗтӗрӗнсе ларнӑ.
III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Ку ун чи юратнӑ кӗпи пулнӑ, ӑна вӑрҫӑчченех шурӑ пиртен горецсен бешмечӗ евӗрлӗ ҫӗленӗ: урлӑ-пирлӗ машина ҫӗвви чуптарнӑ ҫӳллӗ ҫухаллӑ, ҫанӑ вӗҫӗсем сарлака, пӑрҫа пысӑкӑш чӑмӑр тӳмисене пӗр ӗрет янах айӗнчен пуҫласа пиҫиххи таранах лартса тухнӑ, — пӗр сӑмахпа каласан, ку казак кӗпи ӗнтӗ, бриджипе тӑхӑнма килӗшекен кӗпе Сергей урӑх тупас та ҫук.
XIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
«Эпир тимӗр шапан сыхланса юлнӑ виҫӗ метрлӑ панцире тата унӑн аялти янах шӑммине тӗпчерӗмӗр.
Авалхи тем пысӑкӑш тимӗр шапа юлашкийӗсене тупнӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/24404.html
— Эпӗ саншӑн каналья мар, ҫӗлен! — терӗ Григорий, усӑнса аннӑ аялти янах шӑммине итлеттереймесӗр тухтӑр патне утса пырса, — фронтра ҫук эсир! —
23 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Ҫирӗппӗн хуҫланса выртакан янах шӑммисемпе ҫынна хирӗҫ витӗр шӑтарса пӑхакан куҫӗсем ҫеҫ ӑна ытти ҫынсенчен уйӑрса илме май параҫҫӗ.
15 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Урюпин ҫӳллӗ кӗлеткеллӗ, курпунтарах ҫын, унӑн аялти янах шӑммийӗ малалла тухса тӑрать, мӑйӑхӗн вӗҫӗсем калмӑксенни пек усӑнса тӑраҫҫӗ.Был Урюпин высок, сутуловат, с выдающейся нижней челюстью и калмыцкими косицами усов.
12 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Халӗ, акӑ, юррӑн ҫав сыпӑкӗ, нимрен ытларах унӑн юлашки сӑмахӗ: «По-коо-о-р-ны-ы-ы-ы» тени пуҫӑма шӑвӑнса тухсанах, — ҫӑварӑм карӑлса каять, анасланипе янах шӑммисем чӗтреме пуҫлаҫҫӗ, нерв чирӗ пулас пулать ку япала.
11 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.