Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Тарӑн сăмах пирĕн базăра пур.
Тарӑн (тĕпĕ: тарӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫеҫен хир тӑрӑх кӑвак тӗтре упаленсе шӑвать, тип варсенче йӑсӑрланать, тарӑн ҫырмасене кукӑрӑлса кӗрет, чӑнкӑ ҫырансен хӗррисене ҫуласа куҫать.

Туман пенился в степи, клубился в балках, ник в падинах, лизал отроги яров.

XXXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Вӑл хӑйне сивӗ ҫил ҫупӑрласа ҫӳҫентернӗ пек туять, юнашарах Аннӑна, унӑн йӗпкӗн хура куҫӗсене илемлӗ тутан хӑюллӑ та ҫепӗҫ йӗрӗсене, сӑмса сыппи хӗрринчи вӗтӗ-вӗтӗ кук тӗррисене, ҫамки ҫинчи тарӑн шухӑшлӑ пӗркеленчӗкӗсене курать…

Он как бы ощущал холодный ветер и рядом с собой видел Анну, черные глаза ее, мужественные и нежные линии милого рта, крохотные веснушки у переносья, вдумчивую складку на лбу…

XXVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ҫул айккинче, ҫурхи шыв ҫисе кайнӑ тарӑн мар ҫыранта, татӑкӑн-татӑкӑн вакласа пӗтернӗ хӗрлӗ гвардеецсем выртаҫҫӗ; вӗсем ҫине ҫиелтен тӑмлӑ тӑпра витсе хунӑ.

Около дороги, в неглубоком, промытом вешней водой яру, чуть присыпанные суглинком, лежали трупы изрубленных красногвардейцев.

XXIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Вӑл аллине тарӑн шӑлавар кӗсйине чикрӗ те, кӗлеткипе пӗкӗрӗлсе, тӑрна уттипе килнелле сулланчӗ.

Он сунул руки в глубокие карманы шаровар; ссутулясь, журавлиным шагом потянул домой.

XXIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Килӗнче унсӑр пуҫне вун икӗ-вун виҫӗ ҫулсенчи хӗрача пур: имшертерехскер, Анна пекех тарӑн куҫлӑскер.

Кроме нее в доме был небольшой подросток — девочка, тщедушная и такая же, как Анна, глубокоглазая.

XIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Хӗрлӗ гвардеецӑн пуртӑпа йӗрлесе тӳхнӑ пек вӗтӗ пӗркеленчӗклӗ пысӑк пит-куҫӗнче тарӑн ӑс, ҫивӗч туйӑм, кӑштах тата вӗчӗрхенчӗк кӑмӑл сисӗнсе тӑрать.

А на крупном лице красногвардейца, в каждой, как топором вырубленной, черте жило и теплилось умное, острое и немножко злое.

XIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Хӗрарӑмсем, тарӑн юр ҫинче пӗр тӑтӑш путкаласа, ҫӳллӗ кӗлесем ҫинче пӑркаланса, лавсен ҫывӑхӗнче йӑпӑртатса утаҫҫӗ.

Женщины семенили около подвод, застревая в глубоком снегу, вихляясь на высоких каблуках.

XVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Юлашкинчен вӑл Бунчука хӗрхенме ҫеҫ пултарчӗ, тата чӗринчи, тулалла сӑрхӑнса, вӗри юратӑвӑн тарӑн ҫӑл куҫӗ тапса тӑчӗ.

Под конец было лишь сострадание к Бунчуку да бился, просачиваясь наружу, глубинный родник любви.

XVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Хутортан ҫур ҫухрӑмра, Донӑн сулахай ҫыранӗ хӗрринче, тарӑн ланкашка пур; ҫуркуннесенче, Дон чакма пуҫлас умӗн, унта яланах шыв нумай тулса ларать.

В полуверсте от хутора, с левой стороны Дона, есть прорва; в нее веснами на сбыве устремляется полая вода.

XIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ҫӳҫӗ кӑвакара пуҫланӑ подъесаула тӑнӑ вырӑнтах персе вӗлерчӗҫ; вилес умӗн вӑл, урисемпе тапкаланса, юр ҫине тарӑн путӑк алтса хӑварчӗ; кӑкарса хунӑ маттур урхамах пек, тен, татах юра кукалесе выртатчӗ пулӗ вӑл, анчах хӗрхенчӗҫ казаксем — маларах вӗлерсе тирпейлерӗҫ.

Седоватого подъесаула убили на месте; расставаясь с жизнью, выбил он ногами в снегу глубокую яму и еще бы бил, как добрый конь на привязи, если бы не докончили его сжалившиеся казаки.

XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Утсем тарӑн юр ӑшне кӗре-кӗре лараҫҫӗ.

Лошади шли, проваливаясь в глубоком снегу.

XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Унӑн яп-яка хырнӑ янахӗ ҫинче хурарах тарӑн шӑтӑк палӑракан пичӗ тарӑхнӑ пек тӗксӗмленсе килчӗ, темскер манса хӑварнӑ пулас вӑл килӗнче.

На глянцево-выбритом лице, с глубокой, черневшей на подбородке дыркой, тенилась досада: видимо, забыл что-то.

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Вӑл, чукун ҫул ҫинче ӗҫлекен ҫынна — чӑм тара ӳкнӗскерне кӑларса ярса, пӳлӗмрен тухрӗ; тепӗртакран лайӑх хырӑннӑ, кадровӑй офицер пек типтерлӗ тумланнӑ ҫӳллӗ ҫар ҫыннине (ун янахӗ урлӑ темскерпе суранлатнӑ кӑвакрах тарӑн ҫӗвек каҫать) хӑйпе пӗрле ертсе кӗртрӗ.

Он отпустил взопревшего железнодорожника, вышел, через минуту привел с собой рослого бритого военного, с голубым проследком рубленой раны вдоль нижней челюсти, с выправкой кадрового офицера.

IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ӗҫ пӗтернӗ хыҫҫӑн кустӑрма йӗррисене, кӗреҫе йӗррисене ҫуса яма, тарӑн алтса лартнӑ юпасене шыв сапма, уй-хире уяври пек ҫуса тасатма кирлине ҫут тӗнче хӑех питӗ аван пӗлсе тӑнӑ пек пулчӗ…

Казалось, что сама природа понимала, как важно было после окончания работ смыть следы колес, лопат, полить водой глубоко зарытые столбы, умыть и по-праздничному разукрасить степь…

XXXV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Старик те тӗлӗрсе пынӑ, те тем ҫинчен тарӑн шухӑша кайнӑ.

Старик не то дремал, закрыв глаза, не то о чем-то думал.

XXVIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Хӑваласа ҫитрӗн-и? — ыйтрӗ вӑл, тарӑн сывласа.

— А что, догнал? — спросила она, тяжело дыша.

XXV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Вӗсене маччаран ҫакса янӑ пысӑк лампа ҫутатать, — пӑхӑр-ха, пӑхӑр лайӑхрах, епле вӗсем тарӑн шухӑша кайса, пӗр сӑмахне те сиктермесӗр итлесе лараҫҫӗ, епле вӗсен пурне те пӗлес килет!

Лампа-молния, свисавшая с потолка, освещала их лица, — посмотрите, посмотрите хорошенько, какая в них сосредоточенность, сколько во взгляде вдумчивости и пытливого внимания!

XXV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ҫемен тарӑн шухӑша кайнипе ҫӗр пӳрт умне ҫитнине те сисмерӗ.

Семен так задумался, что не заметил, как подошел к землянке.

XXIV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Тарӑн канал ҫыран хӗрринченех, шыв ӑшӑх тӗлтен пуҫланнӑ, кунтан шыв ҫулӗ сасартӑк сулахаялла пӑрӑнса, аннӑҫем анса пынӑ, каналӗ вара, хӑпарнӑҫем хӑпарса пынӑ пек туйӑннӑ Ҫемене.

Глубокий ров начинался у самого берега, где лежал перекат, и отсюда русло реки, круто повернув вправо, уходило все ниже и ниже, а канал, как казалось Семену, постепенно восходил все выше и выше.

XXIV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ҫакӑ сӗт пек шурӑ сывлӑшра Ҫемен хуторсем ҫумӗпе каймарӗ — унта питӗ тарӑн юр хӳсе кайнӑ, — вӑл каналӑн ҫара хӗррипе, юра ҫил вӗҫтерсе пӗтернӗ ҫӗртен кайрӗ.

Семен направился к землянке не мимо строений, — там лежали сугробы, — а по чистой, подметенной ветром бровке канала.

XXIV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней