Поиск
Шырав ĕçĕ:
Каярахпа ячӗсене пӗлеттӗмех паллах.
XXI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Эпӗ ячӗсене кӑна пӑхса ӗлкӗртӗм — ниепле те вӑхӑт тупаймарӑм.
XX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Эпӗ кӗнекесене юрататӑп, вӗсене алӑра тытма кӑмӑллатӑп, ячӗсене вулатӑп — вӗсем вӑрттӑн йӑпшӑну-кӗрӗм хыҫӗнчи сасӑ пек янӑраҫҫӗ е текст тӗшшине айваннӑн уҫа-уҫа кӑтартаҫҫӗ.
IX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Унтан вӑл Гента хут тыттарчӗ, унта наҫилккеҫӗсен, хуралҫӑсен ячӗсене ҫырнӑ, шӑрҫапа пралукӑн, пусма тавар тӗркемӗсен шутне кӑтартнӑ.
XVIII. Ливингстонпа сыв пуллашни // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Эпир кашни кун ҫӗнӗ паттӑрсен - ятарлӑ ҫар операцийӗ вӑхӑтӗнче паттӑрлӑхпа тата харсӑрлӑхпа палӑракан салтаксемпе офицерсен - ячӗсене илтетпӗр.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Ҫӗнтерӳ кунӗ ячӗпе саламлани // Олег Николаев. https://chuv.cap.ru/news/2022/05/09/chva ... terukune-y
23) Чӑваш Республикин патшалӑх наградисене туса хурасси тата хисеплӗ ячӗсене ҫирӗплетесси;23) учреждение государственных наград и установление почетных званий Чувашской Республики;
Чӑваш Республикин Конституцийӗ // Патшалӑх Канашӗ. https://cap.ru/chuvashia/o-chuvashii/kon ... nstitucije
15) Чӑваш Республикин патшалӑх наградисене тата Чӑваш Республикин хисеплӗ ячӗсене парать;
Чӑваш Республикин Конституцийӗ // Патшалӑх Канашӗ. https://cap.ru/chuvashia/o-chuvashii/kon ... nstitucije
10) Чӑваш Республикин патшалӑх наградисемпе хисеплӗ ячӗсене палӑртасси;10) установление государственных наград и почетных званий Чувашской Республики;
Чӑваш Республикин Конституцийӗ // Патшалӑх Канашӗ. https://cap.ru/chuvashia/o-chuvashii/kon ... nstitucije
4. Районсем, хуласем, ялсем тӑвас, вӗсене пӗрлештерес, пӑрахӑҫлас, ячӗсене улӑштарас, ҫавӑн пекех вӗсен администраци центрӗсене палӑртас тата куҫарас ыйтусене, администраци-территори тытӑмӗн ытти ыйтӑвӗсене Чӑваш Республикин саккунӗпе палӑртаҫҫӗ.
Чӑваш Республикин Конституцийӗ // Патшалӑх Канашӗ. https://cap.ru/chuvashia/o-chuvashii/kon ... nstitucije
10) Чӑваш АССР Верховнӑй Совет Президиумӗн Хисеп Грамотипе наградӑлать; Чӑваш АССРӗн хисеплӗ ячӗсене тӑвать, ҫав ятсене парать;
Чӑваш Автономиллӗ Социализмлӑ Совет Республикин Конституцийӗ (Тӗп Законӗ) // ЧАССР Верховнӑй Совечӗн депутачӗсем. Чӑваш Автономиллӗ Социализмлӑ Совет Республикин Конституцийӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 128 с. — 69–123 с.
7) района пӑхӑнакан хуласем, хуласенчи районсем туса хурать, вӗсене ят парать тата вӗсен ячӗсене улӑштарать, ҫавӑн пекех халӑх пурӑнакан ытти вырӑнсен ятне улӑштарать, ҫак ыйтусемпе йышӑннӑ решенисене РСФСР Верховнӑй Совечӗн Президиумне ҫирӗплетме тӑратать;
Чӑваш Автономиллӗ Социализмлӑ Совет Республикин Конституцийӗ (Тӗп Законӗ) // ЧАССР Верховнӑй Совечӗн депутачӗсем. Чӑваш Автономиллӗ Социализмлӑ Совет Республикин Конституцийӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 128 с. — 69–123 с.
Гонасед унран ҫав ҫынсен ячӗсене калама ыйтрӗ.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 363–369 с.
— Эпӗ кӳнтеленсен ячӗсене ҫырса хутӑм.
II сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Куравҫӑ ҫулталӑк вӑхӑчӗсене ан пӑтраштартӑр тесе — кашни ӳкерчӗк айне, хашака ҫине, хура сас паллисем ҫыпӑҫтарса ячӗсене ҫырса хунӑ.
I сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Пулма пултарайман ӗҫ-пулӑм, никам нихӑҫан илтмен анекдотсем шухӑшласа кӑларчӗҫ, пачах ҫук хӗрарӑмсен ячӗсене асӑнчӗҫ, ҫав тери хускатакан идиллисемпе юрату ӑнлантарӑвӗсем пирки евитлерӗҫ — ҫаксене пурне те калавҫӑ хӑй хутшӑннӑ, илӗртсе ҫавӑрнӑ, вӑрланӑ, туяннӑ…
Йӗрекен ҫын // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 285–290 с.
— Эпӗ вӗсен ячӗсене арпаштарса ятӑм, Кай.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 233–242 с.
Ванькка, эсӗ унти ху пӗлекен ытти преступниксен ячӗсене те ҫырса пар…
3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Ҫӗршывра ытти ҫӗрте вӑрӑ-хурахсен эшкерӗсемпе кӗрешнинчен вара хӑраман утамансем хӑйсен хушамачӗсемпе ячӗсене пач пытармасӑр ҫӳрени те паллӑ.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Ҫак шухӑшпа канӑҫсӑрланса кайнӑскер — Тарт темиҫе конверта суйласа тирпейлӗн айккинелле хучӗ; вӗсем ҫине вӑл ҫуралнӑ тӑрӑхпа ҫывӑх вырӑнсен ячӗсене ҫырнӑ.
IV. «Гарнаш, Автан урамӗ» // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 91–116 с.
Хӗрне карап хатӗр-хӗтӗрӗпе парӑссен, тинӗсре усӑ курмалли япаласен ячӗсене каланӑ май Лонгрен майӗпен-майӗпен хавхалансах пырать, ӑнлантаруран тӗрлӗ ӗҫ-пуҫ ҫине куҫать; унта брашпильпе е руль кустӑрмипе, мачтӑпа е мӗнле те пулин кимӗпе, ҫакӑн йышши урӑх япалапа тем те пӗр сике-сике тухать.
I. Ӑрӑмҫӑ пӗлтерни // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.