Поиск
Шырав ĕçĕ:
13. Ҫӗр ӗҫлекенсем те йӗрсе ярӗҫ, мӗншӗн тесессӗн тырӑ вӑрлӑхӗ шӑтмасть, йывӑҫсене хура тутӑх тивнӗ, пӑр тата хӑрушӑ ҫӑлтӑр ҫапса хӑварнӑ.
3 Езд 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Эсӗ лӗпӗш хурчӗ пек ӗрчесе кайсан та, хӗрлӗ шӑрчӑк пек ӗрчесе кайсан та, унта сана вут хыпса ҫӑтӗ, хӗҫ тураса тӑкӗ, сана лӗпӗш хурчӗ ҫинӗ пек ҫисе ярӗҫ.
Наум 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Иаков килӗ вут пулӗ, Иосиф килӗ — ҫулӑм, Исав килӗ вара улӑм пулӗ: чӗртсе ярӗҫ те ӑна тӗп тӑвӗҫ, Исав килӗнчен никам та юлмӗ: ҫакна Ҫӳлхуҫа каланӑ.
Авд 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Манӑн сӑваплӑ тӑвӑм ҫинче эсир мӗнле ӗҫрӗр, ытти халӑхсем те пурте ялан ҫапла ӗҫӗҫ, ӗҫӗҫ, ҫӑтса ярӗҫ, вара хӑйсем нихӑҫан пулман пекех пулӗҫ.
Авд 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Хӑвӑнпа килӗшӳре тӑракансемех сана чикке ҫитичченех кӑларса ярӗҫ, хӑвӑнпа ҫураҫуллӑ пурӑнакансемех улталӗҫ сана, ҫӗнтерӗҫ, хӑвӑн ҫӑкӑрна ҫиекенсемех ҫапса ӳкерӗҫ сана.
Авд 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Саваоф Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫӗре сӗртӗнӗ ҫеҫ — ҫӗр ирӗлсе те кайӗ, ҫӗр ҫинче пурӑнакансем пурте йӗрсе-макӑрса ярӗҫ; пӗтӗм ҫӗр юханшыв пек ҫӗкленсе кайӗ те Египет шывӗ пек анса ларӗ.
Ам 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Амос вара каланӑ: Ҫӳлхуҫа Сион ҫинчен кӗмсӗртеттерсе ярӗ, Иерусалимран сас парӗ, ӗнтӗ кӗтӳҫсен хӳшшисем йӗрсе ярӗҫ, Кармил тӑвӗн тӑрри типсе ларӗ.
Ам 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Вара сирӗн ывӑлӑрсене, сирӗн хӗрӗрсене Иуда ывӑлӗсен аллине парӑп, кусем вӗсене инҫетри халӑха, Савея халӑхне, сутса ярӗҫ; Ҫӳлхуҫа ҫапла каларӗ.
Иоиль 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эпӗ вӗсене вӑрман туса хурӑп, вӗсене вара хирти тискер кайӑксем ҫисе ярӗҫ.
Ос 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Ҫавӑн чухне Израиль хулисенче пурӑнакансем килӗсенчен тухӗҫ те вут чӗртсе ярӗҫ, вӑрҫӑ кӑралне, хулкансемпе хурҫӑ тумтирсене, ухӑсемпе ҫӗмренсене, чукмарсене, сӑнӑсене ҫунтарма пуҫлӗҫ; вӗсене ҫичӗ ҫул хушши ҫунтарӗҫ.
Иез 39 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Кӗсменҫӗсем, карап ҫӳретекенсем, карап хӳрине тытса пыракансем хӑйсен карапӗсем ҫинчен ҫӗре анӗҫ те 30. саншӑн кӑшкӑрса йӗрсе ярӗҫ, пуҫӗ ҫине кӗл сапса, тусан ҫинче йӑваланса, йынӑша-йынӑша макӑрӗҫ; 31. саншӑн хурланса, ҫӳҫне шакла кастарӗҫ, хуйхӑ тумне пӗркенӗҫ, чун-чӗри тӳсейменнипе хурланса йӗрсе ярӗҫ; 32. саншӑн ҫунса-хурланса, вӗсем хӳхлев юрри пуҫлӗҫ, ӗнтӗ ҫапла каласа йӗрӗҫ: «ах, Тир, тинӗс варринче сан евӗр пӗтни пулнӑ-ши тата?!
Иез 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
41. Ҫуртусене вутпа ҫунтарса ярӗҫ, сана йышлӑ арӑм куҫӗ умӗнче сут тӑвӗҫ; санӑн аскӑнлӑхна пӗтерсе-хупласа лартӑп, ӗнтӗ текех парнесем параймӑн.
Иез 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
71. Хӑйсем ҫийӗнчи ҫӗрсе пӗтекен хӗрхӗлтӗм те йӗпкӗн хӗрлӗ тумтирӗнченех вӗсем турӑ маррине ӑнланса илме пултаратӑр; юлашкинчен вӗсене хӑйсене те кӗшӗклесе ярӗҫ, ӗнтӗ ҫӗршыв намӑсӗ пулӗҫ.
Иер ҫыру 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
38. Вӗсем пурте арӑслан пек ӳхӗрсе, арӑслан ҫури пек уласа ярӗҫ.
Иер 51 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Акӑ Эпӗ сан ҫине мӗнпур тавраран хӑрушлӑх ярӑп, тет Ҫӳлхуҫа, Саваоф Турӑ, сире хӑваласа ярӗҫ, сапаласа ярӗҫ, сире, ҫапкаланчӑксене, кайран никам та пуҫтараймӗ.
Иер 49 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Иеремия ӗнтӗ Седекия патшана ҫапла каланӑ: Саваоф Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, ҫапла калать: эхер те эсӗ Вавилон патшин ҫулпуҫӗсем патне тухсассӑн, санӑн чуну чӗрӗ юлӗ, ҫак хула та вутра ҫунса каймӗ, эсӗ чӗрӗ юлӑн, килӳ те сыхланса юлӗ; 18. эхер те Вавилон патшин ҫулпуҫӗсем патне тухмасассӑн, ҫак хула халдейсен аллине лекӗ, вӗсем ӑна вутпа ҫунтарса ярӗҫ, эсӗ ху та вӗсен аллинчен хӑтӑлаймӑн, тенӗ.
Иер 38 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Ҫавӑн чухне Ҫӳлхуҫаран Иеремия пророка сӑмах пулнӑ: 7. Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, ҫапла калать: сире Ман патӑма ыйтма янӑ Иудея патшине ҫапла калӑр: акӑ сире пулӑшма тухнӑ фараон ҫарӗ хӑйӗн ҫӗрне, Египета, таврӑнать; 8. халдейсем вара татах килӗҫ те ҫак хулана хирӗҫ ҫапӑҫӗҫ, ӑна туртса илсе вутпа ҫунтарса ярӗҫ.
Иер 37 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Ман ирӗкӗмпе тӑшмансем ҫак хула патне каялла таврӑнӗҫ, ӑна ҫавӑрса илӗҫ, туртса илӗҫ те вут-ҫулӑмпа ҫунтарса ярӗҫ; Иудея хулисене никам пурӑнман пушхир туса хурӑп, тет Ҫӳлхуҫа.
Иер 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Ҫавӑнпа Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: Эпӗ ҫак хулана халдейсен аллине, Вавилон патши Навуходоносор аллине паратӑп, вӑл ӑна ярса илӗ, 29. хулана хупӑрласа тӑракан халдейсем килсе кӗрӗҫ те хулапа унӑн ҫурчӗсене вутпа ҫунтарса ярӗҫ, ҫав ҫуртсен тӑрринче Ваала мухтаса тӗтӗретчӗҫ, ют турӑсене эрех кӳретчӗҫ, ҫапла Мана ҫиллентеретчӗҫ.
Иер 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Анчах сана ҫиекенсене пурне те хӑйсене ҫисе ярӗҫ; тӑшманусем те пурте хӑйсемех тыткӑна кайӗҫ, сана тустаракансене хӑйсене тустарӗҫ, сана ҫаратакансене хӑйсене ҫараттарӑп.
Иер 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.