Поиск
Шырав ĕçĕ:
39. Ҫавӑнпа эпӗ, малтанах шутласа хурса, тӗплӗ шухӑшларӑм, вара кӗнекене ҫырса хӑвартӑм: 40. Ҫӳлхуҫанӑн пур ӗҫӗ те ырӑ, мӗн кирлине Вӑл хӑй вӑхӑтӗнче парса пырать; 41. «ку лешӗнчен япӑхрах» теме ҫук: хӑй вӑхӑтӗнче пурте ырра тухать.
Сир 39 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Кай та Иеровоама кала: Израилӗн Ҫӳлхуҫа Турри ҫапла калать: Эпӗ сана ахаль халӑх хушшинчен ҫӗклесе Хамӑн Израиль халӑхӗн ҫулпуҫне лартрӑм, 8. патшалӑха Давид килӗнчен туртса илсе сана патӑм; эсӗ вара Давид чурамӑм пек мар; вӑл Манӑн ӳкӗтӗмсене уяса тӑнӑ, Мана юрӑхлӑ ӗҫсем анчах туса, пӗтӗм чӗрипе Ман хыҫҫӑн пынӑ; 9. эсӗ хӑв умӗнхи патшасенчен пуринчен те япӑхрах хӑтлантӑн, кайран та, Мана ҫиллентерсе, ху валли урӑх турӑсем, йӗрӗхсем турӑн, Ман хыҫҫӑн пыма пӑрахрӑн; 10. ҫавӑншӑн Эпӗ Иеровоам килӗ ҫине хӗн-хур яратӑп, Иеровоамӑн пур арҫыннине те — чурисене те, ирӗклӗ ҫыннисене те — пӗтерсе тӑкӑп, Иеровоам кил-ҫуртне ҫӳп-ҫап шӑлса кайнӑ пек тӗппипех шӑлса тӑкӑп, тет; 11. Иеровоам кил-йышӗнчен хулара вилнисене йытӑсем ҫисе ярӗҫ; хирте вилнисене вӗҫен кайӑксем сӑха-сӑха пӗтерӗҫ — ҫапла каларӗ Ҫӳлхуҫа.
3 Пат 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
[Давид: эсӗ йытӑран та япӑхрах, тенӗ.]
1 Пат 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
«Тутарстанра ӗҫ укҫи те чылай пысӑкрах», — тенӗ май Шупашкарта хаксем пысӑкраххишӗн, суту-илӳри хаксене сӑнаса тӑманшӑн тӗп хула пуҫлӑхне Леонид Черкесова сӑмах тиврӗ: «Апла-тӑк Хусан мэрӗ сирӗнтен лайӑхрах ӗҫлет пек пулса тухать вӗт! Е Хусанта пурӑнакансем пахалӑхӗпе япӑхрах, ҫавӑнпа йӳнӗрех апат-ҫимӗҫ ҫиеҫҫӗ-и? Апла мар... Саратов, Саранск, Самар мэрӗсем те лайӑхрах ӗҫлеҫҫӗ — вӗсен хакӗсем пӗчӗкрех. Е унта статистика урӑхларах шутлать-и?»
Пысӑкланакан бюджет та перекете тӗпе хурать // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№