Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ҫав япала сана мар кирлӗ пулнине эпир пурте лайӑх пӗлетпӗр, пӗрре те сакпа ҫыхӑнман ҫав япала…Все мы прекрасно понимаем, что она не тебе нужна, что ты тут вообще ни при чем…
Вунулттӑмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.
Милочка куҫӗсем, амӑш куҫӗпе тӗл пулмасӑр, пӗр япала ҫинчен тепӗр япала ҫине куҫаҫҫӗ, ҫапах та амӑшӗнчен мӗнле те пулин пулӑшу кӗтни сисӗнет.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.
Часах алӑк урлӑ хӗрлӗ япала куранчӗ, унтан сӗтел тавра вӑрттӑн пытанса шума тытӑнчӗ, ҫак пысӑк япала диван айне шуса кӗнинчен шӑши чупни илтӗнерех парӗччӗ.
Ултавлӑ колбаса // Никита Волков. Пришвин М.М. Ярик: калавсем; вырӑсларан Н. Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1939. — 16 с. — 11–16 с.
Ку япала ҫуллӑ яшка, чей тата ытти шӗвӗ япаласен кӳллине путнӑ вилӗ чунсенче те пур иккен…В мертвецкие душ, утопленных в жирных щах, в озерах чая и прочих жидкостях…
X // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Пӳлӗме тӗрлӗрен вӗт-шакӑр япала тултарса тӑнӑ, стена ҫумӗнче картинӑсем, тӑп-тӑп сентресем пулнӑ, пур енчен те куҫа илемлӗ те йӑмӑх япаласем сӗкӗннӗ.
VI // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
— Помещик япалисене валеҫнӗ чухне Чжао пӗр лайӑх япала та илмерӗ.— Когда делили имущество помещика, брат Чжао отказался от хороших вещей.
XX // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Фома, сӗтел ҫине чавсаланса, тимлӗн итлесе ларнӑ, ашшӗн хӑватлӑ сассин ҫемми май, унӑн пуҫӗнче пӗрре — пӗрене чутлакан платник сӑнарланнӑ, тепре — хӑй, Фома: аллисене асӑрхануллӑн тӑсса, чӗтревлӗ ҫӗр тӑрӑх темле чӗрӗ те пысӑк япала патне шӑвӑнса пыракан, ҫав хӑрушӑ япалана ярса тытма хӑтланакан Фома…
III // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Мӗнпур килти япала хуҫипе пуянлӑхӗ ҫинчен кӑшкӑрнӑ, анчах казак хӗрӗ хаклӑ йышши мебельсем хушшинчен, кӗмӗлпе тулнӑ горкӑсем ҫуммипе тирӗссӗн, ҫав япаласем хӑйне пусарса лартасран хӑранӑ пек, шиклӗн утса ҫӳренӗ.
I // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Сире, кӳршӗсем, ҫакӑн пек япала каласа кӑтартам: хӑвӑрах пӗлетӗр, хӗлле вӗҫен кайӑк тытаймасан, хресченӗн мӗн апачӗ; декабрь уйӑхӗнче ҫапла, виҫӗ кунра та пӗр хир чӑххи те тытаймарӑм, виҫӗ кун хушши хуранта пӗр япала та пулмарӗ.
VI // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Пирӗн боецсемшӗн халӗ боеприпасран хаклӑ япала урӑх нимӗн те ҫук; вӗсем хӑйсемпе пӗрле ытларах патрон илес тесе чи кирлӗ япаласенех кӗсьисенчен кӑларса пӑрахса хӑварма хатӗр.
Инҫе ҫула, чаплӑ ӗҫсем тума // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.
Пӗр япала та хӑйӗн вырӑнӗнче мар, пур ҫӗрте те япаласем сапаланса выртаҫҫӗ.
Ҫула тухма хатӗрленни // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.
— Начар япала мар, — тет Джузеппе хӑй тӗллӗн, — унтан мӗн те пулин, сӗтел ури евӗрлӗ япала туса хума пулать…
Джузеппе столяр аллине этем сассипе ҫухӑракан вут сыппи лекнӗ // Иван Викторов. Толстой А.Н. Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: [юмах]; вырӑсларан И. Викторов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 135 с.
Сӗтел-пукансем, коверсем, тӗкӗрсем тата хуҫа хваттерне тӑвӑрлатса тӑракан япаласем пурте ман кӑмӑла каймастчӗҫ, хӑйсем килӗшӳсӗр пысӑк пулнипе, сӑрпа лак шӑршисем кӗнипе мана тарӑхтаратчӗҫ; хуҫасен пӳлӗмӗсем ахаль те мана килӗшетчӗҫ, кирлӗ мар, ытлашши япала чышса тултарнӑ арчасем пек туйӑнатчӗҫ.
XX. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Чӗрӗ мужикшӑн хӗрарӑм вӑл — йӑпанмалли япала, анчах пит те шикленсе йӑпанмалли япала хӗрарӑмпа яланах чееленсе хӑтланмалла, ахалӗн вӑл ҫӗнтерсе илет те аркатса ярать.
XVII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Вӑл мана пӗр пачка приложенисем кӳрсе пачӗ, эпӗ Флоберӑн ӑслӑ ӗҫне вуласа тухрӑм, вӑл мана темӗн чухлӗ святойсен пурӑнӑҫӗсене, кӗнекеҫӗ каласа кӑтартнӑ историсенчен хӑшпӗр япаласене аса илтеретчӗ, анчах вӑл ман чӗрене ӑраснах тарӑн кӗрсе юлмарӗ, унпа юнашар пичетленӗ «Тискер кайӑксене йӑвашлатакан Упилио Файмалин мемуарӗсем» ятлӑ япала мана ытларах кӑмӑла карӗ.
XVI. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Хам хыҫри шыва путнӑ хула вӑл — усал тӗлӗк ҫеҫ, хуҫа шухӑшласа кӑларнӑ япала ҫеҫ, хӑй пекех темле лайӑххӑн ӑнланмалла мар япала ҫеҫ вӑл.А город, затопленный сзади меня, — дурной сон, выдумка хозяина, такая же малопонятная, как сам он.
XVI. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Ӑс-тӑн тата хытӑрах ӗҫлесе пырать, пурӑнӑҫра темле япаласем пулнине те аса илтерет, ҫавсемпе вӑл шухӑш выляса хӑрушӑ япала таврашӗ шухӑшласа кӑларнине хирӗҫ тӑнӑ пекех туйӑнать.
II. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Пурӑнӑҫ каллех хӑвӑрттӑн та ҫӑран иртме пуҫларӗ, ҫӗнӗ япаласен аслӑ юмахӗ кашни кулленех чун валли мӗнле те пулин ҫӗнӗ япала илсе кӳрет, ҫавӑ вара хаваслантарать те пӑшӑрхантарать, кӳрентерет тата пуҫпа та шухӑшлаттарать.
II. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Юлашкинчен тата ҫакӑ та паллӑ: Америкӑра пӗлтерӳсенчи кашни сӑмаха ӑнланса илме йывӑр, мӗншӗн тесен унта пур япала та аван пек туйӑнать, анчах вӗсем ҫимӗҫсӗр, пушӑ япаласем ҫеҫ пулаҫҫӗ, хаҫатри рекламӑсем те ҫаплах: хӑш чухне вӗсенчи илемлӗ те пушӑ сӑмахсенче тӗрӗслӗхӗн пӗр пӗрчине те пулин тупаймастӑн.
III // Л. Борисова. Сенкевич Генрик. Ҫӑкӑр шыраса: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 62 с.
Нумай ҫул хушши вырӑнтан-вырӑна куҫса ҫӳренӗ чухнехи йывӑр пурнӑҫра вӑл ӑна хӑнӑхса ҫитнӗ, юлашкинчен, ӑна чунлӑ япала, ӑнланакан япала вырӑннех хума пуҫланӑ.
I // Григорий Алентей. Куприн А.И. Шурӑ йыта: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 46 с.