Поиск
Шырав ĕçĕ:
Пӗрре каҫхине, Откоса уҫӑлса ҫӳреме кайнӑ хуҫасем килессине эпӗ крыльцара кӗтсе ларнӑ чух, хӗрачи ман алӑра тӗлӗрсе ларнӑ чух, амӑшӗ юланутпа ҫитсе тӑчӗ, ҫӗр ҫине вӑрт сиксе анчӗ те пуҫне каҫӑртса ыйтрӗ:
X. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Ҫавӑнпа чиркӳре чӗрене пӗр-пӗр тутлӑ хуйхӑ хӗссе лартнӑ чух, е кама та пулин иртнӗ кунхи пӗчӗк хурлӑхсем ҫыртса чӑрмаланӑ чух, ҫав минутсенче эпӗ хам кӗлӗсене шутласа кӑларма тӑрӑшаттӑм; эпӗ хамӑн савӑнӑҫлӑ мар пурӑнӑҫ ҫинчен шухӑша кайсанах, самантрах сӑмахсенчен жалобӑсем пула-пула тӑратчӗҫ:
IV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Кӑмака ҫуннӑ чух, паянхи пек хытӑ выҫман чух, шӑтӑртатса хӗлхем сирпӗтекен ҫулӑм Марысьӑна Липинцӑна, хӑй ӗлӗк тусӗсемпе пӗрле кӗнчеле арласа ларнине аса илтеретчӗ.
II // Л. Борисова. Сенкевич Генрик. Ҫӑкӑр шыраса: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 62 с.
Хӑшпӗр вӑхӑтра ҫапла тӑрмашнӑ чух ӑна леккелет те, анчах тепӗр чухне ырӑпах иртсе каять; хӑш чух тата вӑл пӑрахутсем ҫинчен ывӑтнӑ ҫӗрӗк пахча ҫимӗҫсем, апат юлашкисем те тупкалать.
II // Л. Борисова. Сенкевич Генрик. Ҫӑкӑр шыраса: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 62 с.
Ӑшӑннӑ чух ту породи сарӑлать, сивӗннӗ чух — пӗрӗнет.При нагревании горная порода расширяется, а при охлаждении сжимается.
1. Тусем мӗншӗн ишӗлеҫҫӗ // Лина Агеносова. Обручев, В. А. Тусемпе материксем пулса кайни / вырӑсларан Л. В. Агеносова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 134 с.
Тинӗс типҫӗр ҫинелле кӗрсе пырать, ҫӗр хуппи хӑпарнӑ чух тата геосинклинальсем ту тӑрӑхӗсем пула-пула тӑнӑ чух тинех каялла чакать.
5. Тусене мӗнле вӑйсем тунӑ // Лина Агеносова. Обручев, В. А. Тусемпе материксем пулса кайни / вырӑсларан Л. В. Агеносова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 134 с.
Ҫӗр хуппи туртӑнса тӑсӑлнӑ тапхӑрсенче Ҫӗрӗн варринчи чӑмӑрӗ сарӑлнӑ чух ҫакӑн пек пулать: ҫирӗп вырӑнсене татӑлнӑ ҫӗнӗ ҫурӑксем касса иртеҫҫӗ, кивӗ ҫурӑксем сарӑлаҫҫӗ, икӗ тӗрлӗ ҫурӑксем тӑрӑх та ҫӗр пичӗ ҫине шӑранса пулнӑ шӗвек сирпӗнсе тухать те каярах ҫиелти ту породисем пулса тӑрать, ҫурӑксем тӑрӑх ҫак хулӑн породӑсем ӑшне ҫӗр тӗпӗнчен шӑранса тухнӑ шӗвек кӗрсе тулать, массивсем тата породӑсем тулса ларнӑ тарӑнти ҫӗр ҫурӑкӗсем пулса тӑраҫҫӗ, тепӗр чух ҫав ҫӗр ҫурӑкӗсем, ҫӗр пичӗ патнех ҫитсе, вулкансем туса хураҫҫӗ.
5. Тусене мӗнле вӑйсем тунӑ // Лина Агеносова. Обручев, В. А. Тусемпе материксем пулса кайни / вырӑсларан Л. В. Агеносова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 134 с.
Пур япаласем те ӑшӑннӑ чух сарӑлни, сивӗннӗ чух пӗрӗнни ҫинчен пурте пӗлеҫҫӗ.Хорошо известно, что все тела при нагревании расширяются, а при охлаждении сжимаются.
5. Тусене мӗнле вӑйсем тунӑ // Лина Агеносова. Обручев, В. А. Тусемпе материксем пулса кайни / вырӑсларан Л. В. Агеносова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 134 с.
Ӗлӗк ученӑйсем те ҫавӑн пекех шутланӑ, ҫавӑнпа та вӗсем: хуҫланчӑксем ту породисем ҫемҫе пулнӑ чух пулса кайнӑ, вӗсем ун чух хӑйӑр, тӑм, юшкӑн евӗр кӑна пулнӑ, тесе шутланӑ.
3. Ту хуҫланчӑкӗсем мӗн ҫинчен каласа параҫҫӗ // Лина Агеносова. Обручев, В. А. Тусемпе материксем пулса кайни / вырӑсларан Л. В. Агеносова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 134 с.
Хӑшпӗр ҫурӑксем породӑсем сивӗнсе хытнӑ чух, теприсем тусем пуҫланса кайнӑ чух пулаҫҫӗ.Одни трещины образуются при остывании и затвердевании пород, а другие при образовании гор.
3. Капмар сарт-ту породисем мӗнле пулса кайни // Лина Агеносова. Обручев, В. А. Тусемпе материксем пулса кайни / вырӑсларан Л. В. Агеносова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 134 с.
Ҫакна пире хальхи сӳнмен вулкансем питӗ лайӑх кӑтартса параҫҫӗ, вӑл вулкансене тепӗр чух вутпа сывлакан тусем теҫҫӗ; ун пек ту тӑрринче шӑтӑк пур (ӑна вулкан кратерӗ теҫҫӗ), ҫав шӑтӑкран вӑхӑтран вӑхӑт шӑранса пулнӑ шӗвек — лава тапса тухать; вӑл вулкан тайлӑмӗ тӑрӑх аялалла юхать, тепӗр чух ту айнех ҫитет, садсемпе ялсене витсе хурать, вара, юлашкинчен, ҫирӗп капмар сӑрт-ту породи пулса, хытса ларать.
3. Капмар сарт-ту породисем мӗнле пулса кайни // Лина Агеносова. Обручев, В. А. Тусемпе материксем пулса кайни / вырӑсларан Л. В. Агеносова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 134 с.
Тепӗр чух ҫав сийсем пурте пӗр тӗслӗ пулаҫҫӗ, тепӗр чух икӗ е виҫӗ тӗслӗ сийсем пӗр-пӗринпе ылмашӑнаҫҫӗ: хури сӑрӑ тӗспе, хӗрли — симӗссипе, шурри — хӑмӑррипе, ҫапла тӗрлӗ тӗссемпе ҫыхӑнса тӑраҫҫӗ.
1. Икӗ йышши сӑрт-ту породисем // Лина Агеносова. Обручев, В. А. Тусемпе материксем пулса кайни / вырӑсларан Л. В. Агеносова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 134 с.
Вырӑнӗ-вырӑнӗпе уйрӑм ту тӑррисем тата ҫӳлерех ҫӗкленсе тӑраҫҫӗ, тепӗр чух вӗсем питӗ пысӑк купол евӗр, тепӗр чух — шӗвӗр.
1. Тусем ҫинче мӗн курма пулать // Лина Агеносова. Обручев, В. А. Тусемпе материксем пулса кайни / вырӑсларан Л. В. Агеносова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 134 с.
Катенька пулӑшнипе эпӗ нотӑсене вӗрентӗм тата хамӑн хулӑн пӳрнемсене кӑштах ҫемҫетрӗм, ҫаксене тума мана икӗ уйӑх хушши ҫав тери тӑрӑшма тиврӗ, итле пӗлмен ятсӑр пӳрнене эпӗ апат ҫине чух чӗркуҫҫи ҫинче, выртнӑ чух минтер ҫинче вылянтартӑм; ҫавсене вӗренсе ҫитсенех пьесӑсем калама тытӑнтӑм, вӗсене паллах, чуна хурса, avec ӑme, каларӑм, ҫакна Катенька та йышӑнчӗ, анчах эпӗ кирлӗ пек тактпа калама пачах пултараймарӑм.
XXX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
«Эп чухӑн этем, — терӗм эпӗ, — ӑҫта та пулин фабрикӑна ӗҫлеме кӗресшӗн; тумтирӗм вара ҫулпа пынӑ чух ӳкнӗрен лапӑртанчӗ».
IX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Вут ҫунтарнӑ чух, яшка е паранкӑ пӗҫернӗ чух ун ҫине халиччен Липучка лараканччӗ.На котором обычно сидела Липучка, когда разжигала костер, варила суп или картошку.
Пӗрре ҫӗрле… // Аркадий Петров. Алексин А.Г. Сашӑпа Шура: повесть; А.Петров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 92 с.
Хӑш чух вӑл вӑрӑма каять, тепӗр чух кӗскерех вӑхӑтра пулса иртет.
62 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Анчах ачасем уроксем хатӗрленӗ чух е класра ответленӗ чух эпӗ вӗсен куҫӗсем кичем пулнине кураттӑм, пӗр пеккисем формулировкӑсене тӑсса каланине илтеттӗм:
56 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Пӗр вунҫичӗ ҫулхи ҫамрӑк йӗкӗт совхозри хӗрарӑм-повар ҫинчен хаҫата ҫырасси пирки каларӗ: вӑл апат валеҫнӗ чух купӑста яшкине пӑрисене тӑкӑнса каймалла, теприсене ҫителӗксӗр ярса парать, пӑтӑ валеҫнӗ чух пӗрисене купаласа, теприсене тӗпне ҫеҫ хурса парать иккен.
38 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Пирӗн пухусене ертсе пынӑ чух е ачасен ҫуртӗнче сӑмах тухса каланӑ чух ҫакӑн пек пулать вӑл.Таким он бывает, когда ведет наши собрания или выступает в совете детского дома.
28 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.