Поиск
Шырав ĕçĕ:
Калчасене пӑхса тухнӑ хыҫҫӑн, кӑҫал «Красная Чувашия» ЯХПКн ӗҫне пысӑка хурса хакланӑ, I степеньлӗ диплом панӑ, 2-мӗш вырӑна ку енӗпе «Дуржба» ЯХПКпа «Акконд-агро фирма» общество тухнӑ.
Тар кӑларса ӗҫленӗ хыҫҫӑн, ай, савӑнтӑмӑр та акатуйра // А.НИКИТИНА. «Ял ӗҫченӗ», 2016.06.15
Чӑваш апат-ҫимӗҫне хакланӑ хыҫҫӑн ҫакӑ паллӑ пулчӗ: пурин те пӗрремӗш вырӑн ҫеҫ.
Чӑваш халӑх поэтне халалланӑ Акатуй // Ирина ПЕТРОВА. «Урал сасси», 2016.05.25
Анчах конкурс документацийӗсене тимлӗ тишкерсе хакланӑ хыҫҫӑн комисси пысӑк балсем пухнӑ хресченпе фермер хуҫалӑхӗн 33 пуҫлӑхне кӑна патшалӑх пулӑшӑвӗ пама йышӑннӑ.
Районти пӗр фермер гранта тивӗҫнӗ // А.ЗАМУТКИНА. «Пирӗн пурнӑҫ», 2016.05.20
РФ строительство тата пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министрӗ Михаил Мень ЧР Правительствин строительство комплексӗн аталанӑвӗ енӗпе тӑвакан ӗҫне лайӑх тесе хакланӑ.
Пирӗн республика ӑнӑҫлӑ аталаннине палӑртнӑ // Ирина НИКОЛАЕВА. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№
Литература произведенийӗсене хакланӑ чухне ҫакна самантлӑха та манма юрамасть.
Вулакансем лайӑх кӗнеке кӗтеҫҫӗ // Я. ПАВЛОВ. «Чӑваш коммуни», 1941, кӑрлач, 22, 18(5733) №
Произведенисене хакланӑ чухне хӑть хӑҫан та большевиксен куҫӗпе пӑхмалла, хамӑрӑн социализмла тӑван ҫӗршывӑн интересӗсене асра тытса тӑни кирлӗ.
Вулакансем лайӑх кӗнеке кӗтеҫҫӗ // Я. ПАВЛОВ. «Чӑваш коммуни», 1941, кӑрлач, 22, 18(5733) №
— Ӗҫе яланах тӗплӗн те яваплӑн пурнӑҫлама хӑнӑхнӑ специалист вӑл, — В.Сурков пултарулӑхне хакланӑ май аса илет Чӑваш радиора ӗҫлекен Галина Вастрюкова корреспондент. — Вӑл питӗ лӑпкӑ, сӑпайлӑ ҫын.
Шупашкар калаҫать // Ирина ПАРГЕЕВА. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№
«Операци ирттермелли залсем кӑткӑс техникӑпа пуян, хӑйсен ӗҫне профессионалсен шайӗнче пурнӑҫлакан пӗр шухӑшлӑ сиплевҫӗсен туслӑ ушкӑнӗ чӑмӑртаннӑ. Операцисен 60 процентне ытла пӗчӗк инвазивлӑ технологисем пулӑшнипе ирттереҫҫӗ. Чи пӗлтерӗшли — ӗҫӗн ырӑ ҫимӗҫӗ: операцисен пысӑк эффективлӑхӗ тата пӗчӗк ачасем вилессин Раҫҫейри чи пӗчӗк кӑтартӑвӗ — 3,3 промилле. Вӗсене ҫӗнсе илмешкӗн мӗнлерех тӑрӑшма тивнине тата ача-пӑча хирургӗсем пысӑк тӳпе хывнине пурте аван туятпӑр», — ҫапла хакланӑ Владимир Круглый регионти ертсе пыракан ача-пӑча сиплевӗн учрежденийӗн ӗҫне.
Шупашкарта - ача-пӑча хирургӗсем // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.04.22, 61-62№
— ЮНЕСКО эксперчӗсем чӗлхесен пурӑнас пултарулӑхне сакӑр енпе хакланӑ, ҫав шутра унпа калаҫакансен йышне, чӗлхе ӑруран ӑрӑва куҫса пынине, вӗрентӳ хатӗрӗсем ҫителӗклине, обществӑра чӗлхене мӗнле вырӑн панине.
Атнер ХУСАНКАЙ: Чӑваш пурнӑҫӗн хӑшпӗр моделӗ кивелнӗ // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, ака, 22; 61-62№
2. Унта пӗр ҫӗрпӳ тарҫи вилес пек чирлӗ выртнӑ, ҫӗрпӳ ӑна питӗ хакланӑ.2. У одного сотника слуга, которым он дорожил, был болен при смерти.
Лк 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Вӑл тавҫӑрусӑр ҫын пулман, мӗншӗн ӑнӑҫсӑр ҫапӑҫнине хӑй тӗллӗн тишкерсе хакланӑ та ҫакна ӑнланса илнӗ: еврейсене ҫӗнтерме ҫук, мӗншӗн тесессӗн вӗсене Пурне те Пултаракан Турӑ пулӑшса пырать; ҫавӑнпа вӗсем патне ҫын янӑ, 14. вӑл саккунлӑ ыйтусене йӑлтах тивӗҫтерсе тӑма пулнӑ, патшана та вӗсенӗн тусӗ пулма ӳкӗте кӗртессе шантарнӑ.
2 Мак 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Иван Федоровпа Владимир Осиповӑн пылне виҫҫӗмӗш вырӑнпа хакланӑ.
Чӑваш пылӗпех чей ӗҫесчӗ // Ирина ПАВЛОВА. «Хресчен сасси», 2016.03.17, 10№
– Ӗҫсӗрлӗх шайӗ 5,8% тан тата виҫӗ уйӑх ӗнтӗ ҫак шайрах сыхланса юлать, – пӗлтернӗ федераци ведомствин ертӳҫи ӗҫсӗрлӗхпе ҫыхӑннӑ лару тӑрӑва «лӑпкӑ» тесе хакланӑ май.
Урăх регионра çук мобильлĕ центр… // ВИКТОРИЯ ВЫШИНСКАЯ. «Тӑван Ен», 15-16№, 2016.03.02-10