Поиск
Шырав ĕçĕ:
— Акӑ куратӑн-и… ҫаксем акӑ улттӑшӗ — Тамани-Холлӑн агенчӗсем е, хамӑрла каласан, агентсем пулаҫҫӗ…— Вот видишь ли… тут эти вот шестеро — агенты или, по-нашему, факторы Тамани-холла…
XI // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.
Акӑ вӗсене Мускав патӗнчен катертрӗмӗр, кӗҫех акӑ ылханлӑ Берлинтан та шӑлса кӑларапӑр.Вот турнули их от Москвы, а потом турнем до самого аж их распроклятого Берлина.
Хуркайӑк // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.
Акӑ вӑл, телей, акӑ унӑн хӗвел пек ҫутӑ сӑн-сӑпачӗ!
XXVII // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
Ватӑлӑх вара — акӑ вӑл… акӑ вӑл! —
XIX // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
Ҫакна пула вара, вӑхӑт иртнӗ май, ҫынсем кӑмӑлсӑрланаҫҫӗ, ун пек чухне революци те инҫех мар, ун пеккин инкеклӗ тӗслӗхӗ акӑ (кунта вӑл хӗрхеннӗ пек, ассӑн сывласа илчӗ) — инкеклӗ тӗслӗхӗ акӑ Франци пулса тӑрать!
XVI // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
Пур ҫӗрте те ӗҫ ҫукран кӗрӗк арки йӑвалани, ҫурри пӗлмесӗр, ҫурри пӗлсе тӑрсах хӑйне хӑй йӑпатни — ачана хуть те мӗнпе йӑпат ӗнтӗ, анчах вӑл ан йӗтӗр, — унтан акӑ сасартӑк, пуҫран пырса ҫапнӑ пекех, ватӑлӑх килсе ҫитет — унпа пӗрле вара леш, яланах ӳссе пыракан, чӗрене кӑшлакан, чуна ҫиекен вилӗм хӑрушлӑхӗ… акӑ тамӑк та!
Ҫурхи шывсем // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
Акӑ вӑл, хӑй вахтине тӑрса ирттернӗскер, маншӑн вахтӑра тӑрать, тӑраниччен ҫывӑртӑр тесе, мана ыйхӑран вӑратмасть; е тата, эпӗ тӗтре витӗр сулӑ ҫине таврӑнсан, юнлӑ ҫапӑҫу пулнӑ шурлӑхра унпа тӗл пулсан, вӑл мӗн тери савӑннине куратӑп; вӑл мана ялан «тӑванӑм», «ывӑлӑм» тенине, мана ачашланине, ман валли темӗн те тунине, вӑл яланах ырӑ кӑмӑллӑ пулнине аса илетӗп; юлашкинчен акӑ эпӗ ӑна мӗнле ҫӑлса хӑварни те аса килет — пирӗн сулӑ ҫинчи ҫынсем чечче чирӗпе чирлеҫҫӗ тенӗччӗ эпӗ, ҫакӑншӑн вӑл мана ҫав тери хытӑ тав турӗ, тӗнчипе те санран лайӑхрах тус ҫук манӑн терӗ, эсӗ манӑн пӗртен-пӗр тус терӗ.
Вӑтӑр пӗрремӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Кайран король тата акӑ мӗн пирки паврама тытӑнчӗ: эхер те ҫак ҫемьен ҫывӑх ҫыннисем паян каҫхи апат тума тата виле ҫинче ларма килсен, вӗсем те, пиччӗшӗн хӗрачисем те питӗ савӑннӑ пулӗччӗҫ, енчен унӑн мӗскӗн пиччӗшӗ, халӗ тупӑкра выртаканскер, калаҫма пултарас пулсан, камӑн ятне асӑнасси паллахчӗ: ку ятсем пурте уншӑн питӗ хаклӑ пулнӑ, вӗсем ҫинчен вӑл ҫырусенче час-часах асӑнатчӗ, акӑ ҫаксем ӗнтӗ вӗсем: унӑн преподобийӗ Гобсон мистер, Лот Хови дьякон, Бен Рэкер мистер, Эбнер Шеклфорд, Леви Белл, Робинсон тухтӑр, вӗсен арӑмӗсем тата тӑлӑх арӑм Бартли.
Ҫирӗм пиллӗкмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
— Акӑ ӗнтӗ, — терӗ вӑл хурлӑхлӑн, Елена ҫине пӑхса: — акӑ сирӗн ҫамрӑк ӑру!— Вот, — с горечью промолвил он, взглянув на Елену, — вот ваше молодое поколение!
XXXIV // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Акӑ тинех тӗрӗс ҫын тупӑнчӗ; акӑ кама шанма юрать.Вот, наконец, правдивый человек; вот на кого положиться можно.
XVI // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Эпӗ унӑн чылай фотоӳкерчӗкӗсене курӑп: акӑ вӑл Мускав ҫывӑхӗнче — телогрейкӑпа, автоматпа; акӑ вӑл Тверь шурлӑхӗсенче — юлташӗсемпе пӗрле; Сталинград ҫывӑхӗнче — аслӑ лейтенант погонӗпе; Курск пӗккинче — офицер тумӗпе; ирӗке кӑларнӑ Киевра, тӑшман аллинчи Львовра; юлашкийӗ — Лежайск хулинче, хӑй вилнӗ хулара ӳкернӗскер…
1944-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
— Акӑ, шӑпах Лидия Викторовна та ҫитрӗ, — ӑнлантарчӗ мана директор — ку акӑ…— Вот как раз Лидия Викторовна, — объяснил директор, — а это…
1961-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Акӑ ал хӗрсе кайнӑ чухне арӑмна ҫӑвар урлӑ ҫатлаттар ҫеҫ, — унсӑрӑн пурӑнма ҫуках ӗнтӗ, ӗлӗк пулсан, вӑл пит-куҫне шӑлса илетчӗ те чӗлхине ҫыртатчӗ, — халь акӑ вӗсене пырса та ан тӗкӗн ӗнтӗ, ҫавӑнтах сас-чӳ тухать, хӑтӑлас та ҫук.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Акӑ кам сан хутна кӗрет! — вӗҫрӗҫ шухӑшсем унӑн пуҫӗнче. — Иоська мӗнле пулсан та хамӑр ҫын… пионер… юлташ. Акӑ мӗн иккен!»
Вӑрҫӑ секречӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар, Аркадий Петрович. Вӑрҫӑ секречӗ: [повеҫ] / А. П. Гайдар. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 175 с.
Ну, пӑх-ха, акӑ ҫурт, акӑ эпӗ ӗнтӗ ҫӑраҫҫине те кӗсьерен кӑлартӑм.
Вӑрҫӑ секречӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар, Аркадий Петрович. Вӑрҫӑ секречӗ: [повеҫ] / А. П. Гайдар. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 175 с.
Акӑ сӑмса… акӑ, хӑлхусем те кӑшт урлӑрах.
Параппанҫӑ кун-ҫулӗ // Леонид Агаков. Гайдар, Аркадий Петрович. Параппанҫӑ кун-ҫулӗ: повесть; вырӑсларан Л.Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1957. — 132 с.
Акӑ салфетка пур, акӑ сивӗ шыв — сӗнчӗ ӑна хирӗҫ ларакан карчӑк.Вот салфетка, вода холодная, — предложила сидевшая напротив старушка.
Параппанҫӑ кун-ҫулӗ // Леонид Агаков. Гайдар, Аркадий Петрович. Параппанҫӑ кун-ҫулӗ: повесть; вырӑсларан Л.Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1957. — 132 с.
Лашисем тапса сикрӗҫ, урапи шатӑртатса тӑвайкки ҫинелле вӗҫтерчӗ, — акӑ вӑл ҫӗрпе пӗлӗте уйӑрса тӑракан хура йӗр ҫинче тепӗр хут курӑнчӗ, акӑ вӑл кусса кайрӗ те ҫухалчӗ.
Тӑнкӑртатать // Василий Хударсем. Тургенев И.С. Тӑнкӑртатать: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1941. — 36 с. — 3–27 с.
Вӑл чакнӑҫемӗн чакса пычӗ, тарантас шывран тухса ҫитӗнсе пычӗ, — акӑ ӗнтӗ кусатӑрансемпе лашасен хӳрисем те курӑнчӗҫ — акӑ ӗнтӗ вӗсем шывӑн пысӑк та вӑйлӑ пӗрчисен алмазлӑ, — ҫук алмазлӑ мар — мерченлӗ кӗлтисене уйӑхӑн шупка ҫуттинче салатрӗҫ, — лашасем савӑнса пире хӑйӑрлӑ ҫыран ҫине хавассӑн илсе тухрӗҫ те, ҫул тӑрӑх ту ҫинелле йӑлтӑртатакан йӗпе урисене пӑтраштарса илсе кайрӗҫ.
Тӑнкӑртатать // Василий Хударсем. Тургенев И.С. Тӑнкӑртатать: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1941. — 36 с. — 3–27 с.
— Сана ҫӑмӑлрах, акӑ мӗн куратӑп эпӗ, акӑ мӗн хаваслантарать мана, — тавӑрчӗ Василий Иванович.— Тебе лучше, вот что я вижу, вот что меня радует, — отвечал Василий Иванович.
XXVII // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.