Поиск
Шырав ĕçĕ:
Эсир ҫав Чертовой улӑх тенипех ҫын пырса кӗмелле мар чӑнкӑ чул тусем хушшинче усал сывлӑшӑн йӑви пур-тӑр тесе шутлатӑр пуль ӗнтӗ, — ун пек мар вара: Чертовой Улӑх ячӗ чорт сӑмахран мар, «черта» сӑмахран тухса кайнӑ, тахҫан авал (кунта Грузи чикки пулнӑ.
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Вӑл классикла шкулта вӗренмен, ҫавӑнпа та тахҫан авал тарӑн ҫырмари чул ҫыран ҫине: «Ҫулҫӳрен, эсӗ кай та лакедомонянсене пӗлтер — эпир хамӑрӑн тивӗҫе пурнӑҫласа вилтӗмӗр» тесе ҫырнине пӗлмен ӗнтӗ.
1943 ҫулхи майӑн 22-мӗшӗ // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
Ҫав ту ҫинче, ваттисем аса илнӗ тӑрӑх, авал хула сарӑлса ларнӑ имӗш.На этом горе, по воспоминаниям старых людей, в древние времена был город.
Чикету патӗнчи ҫапӑҫу // Сувар. «Сувар», 26(704)№, 2007.06.29
Хулаша кӗме авал 3 хапха пулнӑ.
Шупашкартан – Пенза тӑрӑхне // НИКОЛАЙ СМИРНОВ. «Тӑван Ен», 51-52№, 2016.07.08-17
Тахҫан авал вӗсен пӗрлӗхӗ чӗлхесенчи ҫаврана йӗркелеме пулӑшнӑ.
Кӗлӗ тата пил сӑмахӗсем // Виталий Родионов. Пилсемпе кӗлӗсем // Шупашкар: Чӑваш кенеке издательстви, 2005. — 5-11 с.
Сӗм авал, тӗрӗк-монгол йӑхӗсем пӗрле пурӑннӑ тапхӑрта, психологи параллельлӗхне пула ансат чӗлхесем ҫирӗпленме пуҫлаҫҫӗ.
Кӗлӗ тата пил сӑмахӗсем // Виталий Родионов. Пилсемпе кӗлӗсем // Шупашкар: Чӑваш кенеке издательстви, 2005. — 5-11 с.
Тахҫан авал чӗлхе тата кӗлӗ сӑмахӗсем пӗр-пӗринчен нимӗнпе те уйрӑлса тӑман, вӗсем ҫут ҫанталӑкри тӗрлӗ вӑйсемпе хутшӑннӑ самантсенче каланисенчен йӗркеленсе кайнӑ.
Кӗлӗ тата пил сӑмахӗсем // Виталий Родионов. Пилсемпе кӗлӗсем // Шупашкар: Чӑваш кенеке издательстви, 2005. — 5-11 с.
Г.Т.Тимофеев тӑхӑрьялсем Ҫимӗке тахҫан авал кӗҫнерникун туни ҫинчен ҫырать.
Ҫимӗк // Сувар. «Сувар», 21(699)№, 2007.05.25
Авал тӑван халӑх ҫакна питӗ лайӑх ӑнланнӑ, халӗ вара ытла ӑслӑланса кайрӑмӑр та — пӗлми пултӑмӑр.В старину родной народ это понимал очень хорошо, сейчас же слишком поумнели — стали невеждами.
Николай ЛУКИАНОВ: «Тӑван халӑх аталанӑвӗ кӑткӑсланса-структурӑланса, саманапа килӗшӳллӗн улшӑнса-тарӑнланса пырать» // В. СТЕПАНОВ. «Самант», 2016, 4№
Авал чӑваш ялӗ, ҫыннисем урӑх системӑра пурӑннӑ тесе алӑ сулатпӑр паян.Сегодня отмахиваемся тем, что в старину чувашская деревня, люди жили в другой системе.
Николай ЛУКИАНОВ: «Тӑван халӑх аталанӑвӗ кӑткӑсланса-структурӑланса, саманапа килӗшӳллӗн улшӑнса-тарӑнланса пырать» // В. СТЕПАНОВ. «Самант», 2016, 4№
Тӗрӗк тӗнчине тӗпчекен чылай ӑсчах: «Чӑваш хӗр-хӗрарӑмӗ — авал пурӑннӑ амазонкӑсен тӑхӑмӗсем», — тесе ҫирӗплетет.
«Чӑваш чӗлхи кирлине туйрӑм» // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.19, 19 (6112) №
17. Ҫӳлхуҫа мӗн палӑртса хунине турӗ, Хӑй авал мӗн каланине вырӑна килтерчӗ, сана пӗр хӗрхенмесӗр ҫаратса хӑварчӗ, тӑшманна савӑнтарчӗ, сана усал сунакансен мӑйракине ҫӗклерӗ.
Хӳх 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Ӗнтӗ сӗм авал та, мӑнаҫлӑ улӑпсене пӗтернӗ чухне, тӗнче шанӑҫӗ, Санӑн аллу ертсе пынипе, караппа усӑ курса, тӗнчене йӑх вӑрлӑхӗ хӑварнӑ.
Ӑсл 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Вара Иисус пӗтӗм халӑха каланӑ: Израилӗн Ҫӳлхуҫа Турри акӑ ҫапла калать: «Авал сирӗн аҫӑрсем — Фарра, Авраампа Нахор ашшӗ — юханшыв леш енче пурӑннӑ, урӑх турӑсене пуҫҫапнӑ. 3. Эпӗ сирӗн аҫӑра Авраама юханшыв леш енчен куҫарса килтӗм те пӗтӗм Ханаан ҫӗрӗ тӑрӑх ертсе ҫӳрерӗм, унӑн вӑрлӑхне ӗрчетсе ятӑм, ӑна Исаак ятлӑ ывӑл патӑм. 4. Исаака Эпӗ ывӑлсем — Иаковпа Исава — патӑм. Исава еткерлӗхе Сеир тӑвне патӑм; Иаковпа унӑн ывӑлӗсем вара Египет ҫӗрне куҫса кайрӗҫ, [унта аслӑ, вӑйлӑ, йышлӑ халӑх пулса тӑчӗҫ, анчах вӗсене Египет ҫыннисем хӗстере пуҫларӗҫ]. 5. Вара Эпӗ вӗсем патне Моисейпе Аарона ятӑм, Египет ҫыннисене хӗн-суран ярса асаплантартӑм, кайран сире Египет ҫӗрӗнчен илсе тухрӑм. 6. Эпӗ сирӗн аҫӑрсене Египетран илсе тухрӑм, эсир [Хӗрлӗ] тинӗс хӗррине ҫитрӗр. Ҫавӑн чухне Египет ҫыннисем сирӗн аҫӑрсем хыҫҫӑн ҫар ураписемпе, утлӑ ҫарпа Хӗрлӗ тинӗс патне ҫитичченех хӑваларӗҫ; 7. вӗсем, сирӗн аҫӑрсем, Турра тилмӗрсе тархасларӗҫ те, Вӑл вара сирӗнпе Египет ҫыннисем хушшине [пӗлӗтпе] сӗмлӗх антарчӗ, тинӗсе Египет ҫыннисем ҫине ячӗ, вӗсене тинӗс хупларӗ. Эпӗ Египетра мӗн тунине эсир хӑвӑр куҫӑрпа куртӑр. Кайран эсир нумай вӑхӑт хушши пушхирте ҫӳрерӗр. 8. Эпӗ сире Иордан леш енче пурӑнакан аморрейсен ҫӗрне илсе ҫитертӗм; вӗсем сире хирӗҫ вӑрҫӑпа тӑчӗҫ, анчах Эпӗ вӗсене сирӗн аллӑра ӳкертӗм, ҫапла эсир вӗсенӗн ҫӗрне еткерлӗхе илтӗр, Эпӗ вӗсене сирӗн умӑрта ҫӗмӗрсе тӑкрӑм. 9. Валак — Сепфор ывӑлӗ, Моав патши — пикенсех Израиле хирӗҫ вӑрҫа тухрӗ, сире ылханма Веор ывӑлне Валаама чӗнтерсе пычӗ; 10. анчах Эпӗ Валаама итлесшӗн пулмарӑм, вара вӑл сире пиллӗх пачӗ, Эпӗ сире унӑн аллинчен ҫӑлса хӑвартӑм. 11. Эсир Иордан урлӑ каҫса Иерихон патне ҫитрӗр. Иерихон ҫыннисем, аморрейсем, ферезейсем, ханаансем, хетсем, гергесейсем, евейсем, иевусейсем сирӗнпе вӑрҫӑ вӑрҫма тытӑнчӗҫ, анчах Эпӗ вӗсене сирӗн аллӑра ӳкертӗм. 12. Эпӗ сирӗн умӑртан сӑвӑслан ятӑм, ҫавсем вӗсене, аморрейсен икӗ патшине, сирӗн патӑртан хӑваласа ячӗҫ, санӑн хӗҫӳпе, санӑн уххупа туман ку ӗҫе. 13. Эпӗ сире хӑвӑр тар тӑкса ӗҫлесе курман ҫӗре-шыва патӑм, хӑвӑр туса лартман хуласем патӑм, халӗ эсир ҫавӑнта пурӑнатӑр; эсир хӑвӑр лартса чӗртмен иҫӗм ҫырли пахчисен, ҫу йывӑҫӗ пахчисен ҫимӗҫне ҫиетӗр» тет Турӑ.
Нав 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Иккунӗсене тахҫан авал ӳкернӗ.
IV. Каллех Марко патӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Авал ҫынна час-часах ҫикеленӗ, пит уҫӑмлах мар пулин те астӑватӑп эп ӑна.В старину часто ели людей: это я помнил из истории, правда, смутно.
III // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 8–23 стр.
Ҫӗре пулӑхлатмалли кальциллӗ хутӑшсем ҫаксем: кальцит, акшар тӑмӗ, доломит ҫӑнӑхӗ, сӳнтернӗ тата сӳнтермен извеҫ, сланец кӗлӗ, цемент тусанӗ, торфотуф /торф кӑларакан вырӑнсенче аялти сийӗ/, кӳлӗ извеҫӗ /авал кӳлӗ пулнӑ вырӑнсенче кӑлараҫҫӗ/, гипс.
Тӑпрана мӗншӗн извеҫлемелле? // Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх. «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх», 2016.06.02, 21№