Поиск
Шырав ĕçĕ:
Вера Павловнӑна аван мар пек пулчӗ: чирлӗ Дмитрий Сергейч патӗнче ҫӗрӗпех ларма кирлӗ маррине вӑл хӑй те лайӑх пӗлет, питӗ лайӑх пӗлет, анчах та вӑл акӑ ӗҫлӗ ҫынна, Кирсанова, вӑхӑта сая яртарать.
VII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Сирӗн акӑ халӗ те нервӑсем чылаях пӑсӑлса кайнӑ вӗт.
VII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Акӑ ӗнтӗ «савнӑ туспа» пӗрле ҫимелли кӑнтӑрлахи апат.
V // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Акӑ вӑл чей ӗҫме тухать те, упӑшкине ыталаса илсе: «епле ҫывӑртӑн, савнӑ тусӑм?» тет, чей ӗҫнӗ хушӑра ӑна тӗрлӗ ӑҫтиҫуксем ҫинчен тата кирлӗ япаласем ҫинчен те каласа кӑтартать; сӑмах майӗн каласан, Вера Павловна, — ҫук, Верочка: вӑл ирхине чей ӗҫнӗ чухне те Верочка-ха, — чей ӗҫнинчен ытларах хӑйма ӗҫет: чей кунта ячӗшӗн ҫеҫ, чей куркинче вара ҫурри ытла хӑйма; вӑл хӑймана та ҫав тери юратать.
V // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Хӑш чухне унӑн савӑнӑҫне йывӑр хуйхӑсем хуплаҫҫӗ пулсан, вӗсем вырӑнне унӑн хуйхӑсенчен часрах тӗл пулакан уйрӑмах хаваслӑ кунсем ҫуралаҫҫӗ; акӑ пӗр е тепӗр хӗрӗн шӑллӗне е йӑмӑкне питӗ лайӑх вырнаҫтарма май пур; виҫҫӗмӗш ҫулта икӗ хӗр килти учитель пулма экзамен тытрӗҫ, — епле телей пулчӗ вӑл вӗсемшӗн!
IV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Хуйхӑсӑр пуҫне ытти вӑл пурте савӑнӑҫ; хуйхӑрасси сайра хутра кӑна пулкалать вӗт: халӗ, ҫур ҫул иртнӗ хыҫҫӑн, пӗриншӗн хуйхӑрса илетӗн, анчах ҫав вӑхӑтрах пуриншӗн те савӑнатӑн; тепӗр икӗ-виҫӗ эрнерен акӑ каллех куншӑн теприншӗн те савӑнма юрать.
IV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Чи малтан акӑ мӗн палӑрчӗ: хӗр чирлесе е мӗнле те пулин урӑх сӑлтавпа темиҫе кун ӗҫе тухаймасан, унӑн усламри пайне чакарни лайӑх мар, мӗншӗн тесен ҫав услама, шӑпах ҫав кунсенче ӗҫленипе мар, ытти кунсенче те ӗҫленипе тата мастерскойӑн пӗтӗм ӗҫӗ мӗнле пынипе тупнӑ.
IV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Акӑ мастерскойӑн виҫӗ ҫул хушшинчи кӗске историйӗ, ҫак ҫулсенче мастерской Вера Павловнӑн пурнӑҫӗнче тӗп вырӑн йышӑнса тӑнӑ.
IV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Иртнӗ уйӑхра ҫакна эпӗ пӗччен туса пытӑм; халӗ акӑ пӗччен тӑвас килмест манӑн.В прошлый месяц я одна это делала; а теперь одна делать не хочу.
IV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Халӗ акӑ эпӗ сирӗнтен канаш ыйтса тӑмасӑрах хуҫалӑх тӗлӗшпе юлашки сӑмахӑма каласшӑн.А вот теперь мое последнее хозяйское распоряжение без вашего совета.
IV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Анчах сире акӑ мӗн калас пулать: сирӗнсӗр пуҫне эпӗ нимӗн ҫӗнни те тумӑп.Но только надобно вам сказать, что я без вас ничего нового не стану заводить.
IV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ку вӑл ыттисенни пекех ӗнтӗ: пӗрин лайӑх ҫурт туса лартас килет, теприн — лайӑх сад лартса ӳстерсе е оранжерея туса вӗсем ҫине пӑхса савӑнас килет; манӑн акӑ ҫӗвӗ ҫӗлекен лайӑх мастерской уҫса, ун ҫине пӑхса хавасланас килет.
IV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Мӗншӗн хам ӗҫе юрататӑп-ха эпӗ? — Акӑ мӗншӗн.
IV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Эсир шалу вӑхӑтра илсе тӑтӑр, халӗ акӑ эпӗ сире ҫав шалусӑр тата ытти мӗнпур расходсемсӗр пуҫне тупӑшра мӗн чухлӗ укҫа юлнине каласа парам».
IV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Акӑ мӗнле манӑн шухӑшсем.
IV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
— Турӑ пӗлет эпир кам иккенне, чунӑмҫӑм, — е акӑ мӗн: эпир тахҫан, тахҫан венчете тӑнӑ евӗрлӗ.— Бог знает что, мой миленький, — или вот что: будто мы давно, давно повенчаны.
XVIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Питӗ лайӑх, чунӑм: акӑ эпӗ санӑн ҫураҫнӑ хӗрӳ, санӑн арӑму пулӑп, ҫапах та эсӗ хӑвна ху манпа хӑвна ют хӗрарӑмпа тыткаланӑ пек тыткала: ку вӑл, тусӑм, лайӑхрах, килӗшӳ те ҫирӗпрех пулать, юрату та сӳнмест.
XVIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Акӑ мӗнле тӑватӑр эсир, Дмитрий Сергеич.
XVIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Акӑ виҫӗ правило.

Пӗрремӗшӗ, акӑ мӗн, пирӗн икӗ пӳлӗм пулать, санӑн та манӑн, унтан тата чей ӗҫмелли, апатланмалли, хӑнасем йышӑнмалли; пирӗн хӑнасем сан патӑнта е ман патӑмра ҫеҫ пулмаҫҫӗ, эпир вӗсене пӗрле йышӑнӑпӑр.