Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ят сăмах пирĕн базăра пур.
ят (тĕпĕ: ят) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
17. Вара юпасене Ҫурт умне пӗрне сылтӑм енне, тепӗрне сулахай енне лартнӑ, сылтӑмрине Иахин тесе, сулахайрине Воаз тесе ят панӑ.

17. И поставил столбы пред храмом, один по правую сторону, другой по левую, и дал имя правому Иахин, а левому имя Воаз.

2 Ҫулс 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Ҫавӑнпа ҫак вырӑна Ваал-Перацим тесе ят панӑ.

Посему и дали имя месту тому: Ваал-Перацим.

1 Ҫулс 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Вара ҫав вырӑна «Оза вилнӗ вырӑн» тесе ят панӑ; ӑна паянхи кунчченех ҫапла калаҫҫӗ.

И назвал то место поражением Озы; так называется оно и до сего дня.

1 Ҫулс 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

7. Давид ҫав керемре пурӑннӑ, ҫавӑнпа ӑна Давид хули тесе ят панӑ.

7. Давид жил в той крепости, потому и называли ее городом Давидовым.

1 Ҫулс 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

23. Ун хыҫҫӑн вӑл хӑйӗн арӑмӗ патне кӗнӗ, арӑмӗ йывӑр ҫын пулнӑ та ывӑл ача ҫуратса панӑ, вӑл ӑна Берия тесе ят хунӑ, мӗншӗн тесессӗн унӑн килне хуйхӑ ҫитнӗ.

23. Потом он вошел к жене своей, и она зачала и родила сына, и он нарек ему имя: Берия, потому что несчастье постигло дом его.

1 Ҫулс 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Амӑшӗ: «эпӗ ӑна чирлӗ ҫуратрӑм» тесе, ӑна Иавис ят панӑ.

Мать дала ему имя Иавис, сказав: я родила его с болезнью.

1 Ҫулс 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

34. Паянхи кунчченех вӗсем хӑйсен унчченхи йӑли-йӗркине тытаҫҫӗ: Ҫӳлхуҫаран хӑрамаҫҫӗ, Ҫӳлхуҫа Иаковӑн — Израиль тесе ят хунӑскерӗн — ывӑлӗсене панӑ йӗркесене, ӳкӗтсене, Унӑн саккунне пӑхӑнмаҫҫӗ.

34. До сего дня поступают они по прежним своим обычаям: не боятся Господа и не поступают по уставам и по обрядам, и по закону и по заповедям, которые заповедал Господь сынам Иакова, которому дал Он имя Израиля.

4 Пат 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

7. Амасия Тӑвар айлӑмӗнче идумейсен вунӑ пин ҫыннине аркатса тӑкнӑ, вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче Села хулине туртса илнӗ, ӑна Иокфеил тесе ят панӑ, вӑл паянхи кунчченех ҫапла сыхланса юлнӑ.

7. Он поразил десять тысяч Идумеян на долине Соляной, и взял Селу войною, и дал ей имя Иокфеил, которое остается и до сего дня.

4 Пат 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Вара вӑл вӗсене Кавул# тесе ят панӑ; вӗсем паянхи кунчченех ҫав ятлӑ.

И назвал их землею Кавул, как называются они до сего дня.

3 Пат 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Ҫӳлхуҫа Соломона юратнӑ, 25. Вӑл унта Нафан пророка янӑ та, лешӗ Ҫӳлхуҫа сӑмахӗ тӑрӑх ачана Иедидиа# тесе ят панӑ.

И Господь возлюбил его 25. и послал пророка Нафана, и он нарек ему имя: Иедидиа по слову Господа.

2 Пат 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

24. Давид ӗнтӗ хӑйӗн арӑмне Вирсавияна йӑпатнӑ, ун патне кӗнӗ, унпа ҫывӑрнӑ; Вирсавия [йывӑрланнӑ та] ывӑл ҫуратнӑ, ӑна Соломон тесе ят панӑ.

24. И утешил Давид Вирсавию, жену свою, и вошел к ней и спал с нею; и она [зачала и] родила сына, и нарекла ему имя: Соломон.

2 Пат 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Ҫавӑнпа та ҫак вырӑна Ваал-Перацим тесе ят панӑ.

Посему и месту тому дано имя Ваал-Перацим.

2 Пат 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

9. Давид кереме вырӑнаҫнӑ, ҫавӑнпа ӑна Давид хули тесе ят панӑ, хулана вӑл йӗри-таврашӗпех, Милло теекен вырӑнтан пуҫласа йӗри-таврах, шалтан та, тулашӗнчен те тӗреклӗлетнӗ.

9. И поселился Давид в крепости, и назвал ее городом Давидовым, и обстроил кругом от Милло и внутри.

2 Пат 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Гаваонри ҫак вырӑна вара Хелкаф-Хаццурим тесе ят панӑ.

И было названо это место Хелкаф-Хаццурим, что в Гаваоне.

2 Пат 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

2. Маон хулинче пӗр ҫын пурӑннӑ, унӑн ят ҫӗрӗ, пурлӑхӗ Кармилта пулнӑ, вӑл питӗ пуян пулнӑ; вӑл виҫӗ пин пуҫ сурӑх, пин пуҫ качака тытнӑ; сурӑх ҫӑмӗ каснӑ чухне вӑл Кармилта пулнӑ.

2. Был некто в Маоне, а имение его на Кармиле, человек очень богатый; у него было три тысячи овец и тысяча коз; и был он при стрижке овец своих на Кармиле.

1 Пат 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

28. Давида йӗрлеме пӑрахса, Саул каялла ҫаврӑннӑ та филистимсене хирӗҫ кайнӑ; ҫавӑнпа ҫак вырӑна Села-Гаммахлекоф тесе ят панӑ.

28. И возвратился Саул от преследования Давида и пошел навстречу Филистимлянам; посему и назвали это место: Села-Гаммахлекоф.

1 Пат 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

12. Самуил пӗр чул илнӗ те ӑна Массифӑпа Сен хушшине вырӑнаҫтарса лартнӑ, ҫавна вӑл, Авен-Езер# тесе ят парса, ҫапла каланӑ: Ҫӳлхуҫа пире ҫак вырӑна ҫитиччен пулӑшрӗ, тенӗ.

12. И взял Самуил один камень, и поставил между Массифою и между Сеном, и назвал его Авен-Езер, сказав: до сего места помог нам Господь.

1 Пат 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

21. Ачине вӑл Ихавод# тесе ят панӑ, мӗншӗн тесессӗн Турӑ арчине ярса илнине, хуняшшӗпе упӑшки [вилнине] пӗлсессӗн, вӑл: «Израильрен чап пӑрӑнчӗ» тенӗ.

21. И назвала младенца: Ихавод, сказав: «отошла слава от Израиля» - со взятием ковчега Божия и [со смертью] свекра ее и мужа ее.

1 Пат 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

20. Кӑштах вӑхӑт иртсессӗн, Анна йывӑр ҫын пулнӑ та ывӑл ҫуратса панӑ, ӑна Самуил тесе ят хунӑ; [вӑл ҫапла каланӑ:] эпӗ ӑна Ҫӳлхуҫаран [Саваоф Турӑран] ыйтса илтӗм, тенӗ.

20. Чрез несколько времени зачала Анна и родила сына и дала ему имя: Самуил, ибо, [говорила она], от Господа [Бога Саваофа] я испросила его.

1 Пат 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

17. Кӳршӗ арӑмӗсем ӑна ят хунӑ, вӗсем: «Ноеминӗн ывӑл ача ҫуралчӗ» тенӗ; ӑна Овид ятлӑ хунӑ.

17. Соседки нарекли ему имя и говорили: «у Ноемини родился сын», и нарекли ему имя: Овид.

Руфь 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней