Поиск
Шырав ĕçĕ:
Сирӗн Соловцова ҫисе каланӑ пӗр сӑмах ӗҫе икӗ эрнелӗхе, темиҫе сӑмах — яланлӑхах пӑсса хума пултарать.Одно ваше слово, враждебное ему, испортит дело на две недели, несколько слов — навсегда.
VI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Хӑйӗн путсӗрлӗхӗпе вӑл йӗркеллӗ хӗрарӑма вараласа пӗтерӗ, чунне кӑларӗ, ҫисе ярӗ; хӗрӗн вилни лайӑхрах пулмалла.Он загрязнит, заморозит, изъест своею мерзостью порядочную женщину: гораздо лучше умереть ей.
V // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ҫакна вӑл, яланхи пекех кашнинчех сахал сӑмахсемпе, анчах витмелле каларӗ, улттӑмӗш стакан чей тултарчӗ, унта юлашки хӑймана ячӗ, юлнӑ печенине илчӗ, — дамӑсем паҫӑрах чей ӗҫсе тӑраннӑ ӗнтӗ, — пуҫ тайрӗ те, ҫав япаласене илсе, ҫисе киленме каллех кабинета кайрӗ, кунта вӑл кӑштах диван ҫине выртса савӑнма та шутларӗ, — кун пек диван ҫинче кашниех ҫывӑрать ӗнтӗ, анчах та вӑл Рахметовшӑн питех те киленмелли япала пулнӑ.
XXX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Рахметов, кӳршӗсен служанкине булочнӑя кайса килме ыйтса, сӑмавар вӗретсе кӑларчӗ те, вӗсем чей ӗҫме тытӑнчӗҫ; Рахметов, дамӑсемпе ҫур сехете яхӑн ларса, пилӗк стакан чей ӗҫрӗ, вӗсемпе пӗрле пысӑк хӑйма банкине тасатса хучӗ тата печение питӗ нумай ҫирӗ, унччен вӑл икӗ булка ҫисе ячӗ: «кун пек киленме права пур-ха ман, мӗншӗн тесен вӑхӑта ҫур талӑк ытла сая яратӑп».
XXX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Хӑйӗн укҫипе вӑл ҫакӑн пеккисене нимӗн те туянман: «уншӑн укҫа тӑкма пултараймастӑп эпӗ, унсӑрӑн та пурӑнма пулать» тенӗ, — анчах хӑй вӑл тутлӑ апат ҫисе ӳснӗ пулнӑ, апат-ҫимӗҫ мӗнлине питӗ ӑста хаклама пултарнӑ; кам патӗнче те пулин апатланнӑ чухне вӑл хӑй килте ҫиме пӑрахнӑ апатсене те нумайӑшне ҫинӗ, хӑшӗсене вара ҫын патӗнче те ҫимен.
XXIX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ҫак сӑмахсене каласан, вӑл лӑпкӑн утса кабинета кайрӗ, кӗсйинчен пысӑк татӑк ветчина тата пӗр татӑк хура ҫӑкӑр туртса кӑларчӗ те, — пӗрле илсен, вӗсем тӑватӑ кӗренкене яхӑн пулнӑ, — вырнаҫса ларчӗ, лайӑх чӑмлама тӑрӑшрӗ, пурне те ҫисе ячӗ, ҫур графин шыв ӗҫрӗ, унтан кӗнеке ҫӳлӗкӗ патне пычӗ те, вулама суйласа илес тесе, кӗнекесене пӑхма пуҫларӗ: «вуланӑ…» «хӑйӗн шухӑшӗ ҫук…» «хӑйӗн шухӑшӗ ҫук…» «хӑйӗн шухӑшӗ ҫук…» «хӑйӗн шухӑшӗ ҫук…» «хӑйӗн шухӑшӗ ҫук» тесе вӑл Маколей, Гизо, Тьер, Ранке, Гервинус кӗнекисем пирки каларӗ.
XXIX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
«Ку вӑл ман ҫӳҫ тӗсне тӗртсе илни. Ку вӑл эпӗ сирӗнне ҫисе пурӑнни ҫинчен систерни», терӗ, т. ыт. ҫакӑн пекрех каларӗ.Это колкость на мой цвет волос. Это намек, что я вас объедаю», и все в таком роде.
XI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Чӑн, шӑпа мӗнле пӳрессе пӗлеймерӗм ҫав малтанах, ӑна качча тухрӑм, халь ӗнтӗ ҫулталӑкӗпех ула курак какайӗпе лапшу ҫисе лар!
I // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 90–106 стр.
— Нимех те мар, ҫисе ярас ҫук мана, ан пӑшӑрханӑр, господасем! — терӗ Алексей Петрович, Верочка аяккарах каясса кӗтсе тата темиҫе минутлӑха юлнӑ Лопуховпа Кирсанова ӑсатса ярса, — халӗ эпӗ хама Наташа хавхалантарнипе питӗ хавас.
XXI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
— Алеша, ҫисе ямаҫҫӗ вӗт-ха сана!
XXI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
— Дмитрий Сергеич, эпир сире питӗ хавас, — тет Марья Алексевна апат ҫисе тӑраннӑ хыҫҫӑн, — ҫав тери хавас!
XVII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Хур курмастӑп эпӗ, хуть ҫисе яччӑр мана, луччӑ чӳречерен сикетӗп эпӗ, ыйткалама каятӑп… анчах ирсӗр те сӗмсӗр ҫынна качча тухма — ҫук, тухиччен вилни лайӑхрах!
VI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Вӗсем ҫисе тӑранаҫҫӗ те ӗнтӗ.
II // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Яла Чжао Ци-е килсен хресченсем васкаварлӑн ҫисе тӑранчӗҫ те Ци-цзинь сӗтелӗ тавра пуҫтарӑнчӗҫ.После прихода Чжао Седьмого крестьяне быстро покончили с едой и собрались вокруг стола Ци-цзиня.
Хускану // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 54–66 стр.
Чжао Ци-е сӗтел ҫумӗпе иртсе пынӑ чухне ҫисе ларакансем ура ҫине тӑраҫҫӗ е апат патакӗпе чашӑк ҫине кӑтартса: «Килӗр, пӗрле апатланар», — теҫҫӗ.
Хускану // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 54–66 стр.
Виҫҫӗмӗш чашӑк рисне ҫисе пӗтерсен, Ци-цзинь арӑмӗ пуҫне ҫӗклерӗ те сасартӑк ун чӗри хытӑрах тапма тытӑнчӗ: йывӑҫ турачӗсем витӗр вӑрӑм кӑвак халат тӑхӑннӑ лутака та мӑнтӑркка Чжао Ци-е килни курӑнать-мӗн.
Хускану // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 54–66 стр.
Вӑл харам апат ҫисе самӑрланса кайнӑ, ҫавӑнпа путнӑ вӑл, ухмах, кӑштах ҫӑмӑлтарах пулнӑ пулсан — пусӑ урлӑ вӑштах сиксе каҫнӑ пулӗччӗ!
XXVIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Пӗтӗм тупӑш та вӗсенчен манӑн чӑхсене выҫӑ хӑварнинче те вӗсен апатне ҫисе янинче кӑна.
XXI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Ҫисе ярӗҫ те пире спаҫҫибӑ та каламӗҫ, мӗншӗн тесен хӑйсене валли ҫав самӑр выльӑха мӗнле пысӑк учреждени хатӗрленине пӗлмӗҫ те вӗсем.
XX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Эпир илнӗшӗн ан пӑшӑрхан эсӗ: выльӑха Шахты хулине хӑваласа кайӗҫ, пуснӑ выльӑха шахтерсем кӑп-капах ҫисе ярӗҫ.