Поиск
Шырав ĕçĕ:
6. Мӗншӗн тесессӗн пирӗншӗн Ача ҫуралнӑ — пире Ывӑл панӑ; Унӑн хулпуҫҫийӗ ҫинче — патшалӑх; Ӑна ҫапла ят хурӗҫ: Тӗлӗнтерекен, Канашҫӑ, Хӑватлӑ Турӑ, Ӗмӗрлӗх Ашшӗ, Тӑнӑҫлӑх Пуҫлӑхӗ.
Ис 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ҫӳлхуҫа мана: ӑна Магер-шалал-хаш-баз тесе ят хур; 4. ача: «атте», «анне» тесе калама вӗрениччен Дамаск пурлӑхӗпе Самари тупӑшне Ассири патши умӗнчен ҫӗклесе пырӗҫ, терӗ.
Ис 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Вӗсенчен хӑшӗ-хӑшӗ хӑйне ырӑпа асӑнмалӑх чыслӑ ят хӑварнӑ, хӑшӗн вара асӑнмалӑх ячӗ те юлман, вӗсем нихӑҫан та пурӑнман пек ҫухалнӑ, вӗсем пулман та тейӗн, кайран ачисем те манӑҫа тухнӑ.
Сир 44 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Айвана, ӑсӗ ҫитмен ҫынна тата аскӑн шухӑшлӑ ватӑ ҫынна ӑс пама ан вӑтан — вара чӑннипе те ырӑ ҫын пулӑн, пур ҫынран та ырӑ ят илтӗн.
Сир 42 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Ҫылӑхлӑ ашшӗне хӑйӗн ачи-пӑчи ӳпкелӗ: вӗсене ун пирки усал ят тивет.10. Нечестивого отца будут укорять дети, потому что за него они терпят бесславие.
Сир 41 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Ҫылӑхлӑ ҫын ывӑлӗ-хӗрӗн еткерӗ пӗтсе ларӗ, ҫылӑхлӑ ҫын йӑхӗ ӗрченӗҫемӗн усал ят сарӑлса пырӗ.9. Наследие детей грешников погибнет, и вместе с племенем их будет распространяться бесславие.
Сир 41 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Аслӑ Ҫӳлхуҫамӑр кӑмӑл тусассӑн, ӑна ӑслӑлӑх хӑвачӗ кӗрӗ, 8. вара ӑслӑлӑх сӑмахӗсем калӗ, хӑйӗн кӗллипе Ҫӳлхуҫана мухтаса тӑрӗ; 9. кӑмӑлне те, ӑсне те ырӑлатӗ, Ҫӳлхуҫанӑн вӑрттӑнлӑхӗсем ҫинчен шухӑшлӗ; 10. вӑл хӑй вӗрентӗвӗн ӑслӑлӑхне кӑтартӗ, Ҫӳлхуҫа халалӗн саккунне уяса пурӑннипе ырӑ ят илӗ.
Сир 39 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Хӑй килӗнче хӳтлӗх паракантан ят илтесси, унран кивҫен илнӗ чухне ӳпкеленине тӳсесси туйӑмлӑ ҫыншӑн йывӑр вӑл.31. Тяжел для человека с чувством упрек за приют в доме и порицание за одолжение.
Сир 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Манӑн чӗрем виҫӗ япаларан хӑраса тӑрать, тӑваттӑмӗшне курсассӑн — кӗлтӑватӑп: 6. хулара усал ят тухни, хура халӑх пӑтранни, суйса элеклени, — ҫакӑ вилӗмрен те хӑрушӑрах.
Сир 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Вӑл хаваслӑхпа тулли савӑнӑҫ тупӗ, еткерлӗхе ӗмӗрлӗх ят илӗ.
Сир 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Тусран тӑшман пулса ан тӑр: усал ят илсе эсӗ намӑс ҫеҫ курӑн; икӗ чӗлхеллӗ ҫылӑх ҫын ҫапла тӑвать.
Сир 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Ӑслӑлӑх хӑйӗн ывӑлӗсене ҫӳлелле ҫӗклентерет, хӑйне шыракансене хунтӑлать: 13. ӑна юратакан пурӑнӑҫа юратать, ӑна иртенпех шыракан туп-тулли савӑнӑҫ тупать; 14. ӑслӑлӑх пурри еткерлӗхе ырӑ ят илӗ, кирек ӑҫта кайсассӑн та Ҫӳлхуҫа ӑна пиллесех тӑрӗ; 15. ӑслӑлӑхшӑн ӗҫлекен Святойшӑн ӗҫлесе тӑрать, ӑслӑлӑха юратакана Ҫӳлхуҫа юратать; 16. ӑна итлекен халӑхсене сут тӑвӗ, ӑна тимлекен шиксӗр пурӑнӗ; 17. кам та кам ӑслӑлӑха шанать, ҫавӑ ӑна еткерлӗхе илет, ӗнтӗ ӑслӑлӑх унӑн тӑхӑмне тивӗҫӗ: 18. малтан вӑл этеме кукӑр-макӑр ҫулпа ертсе ҫӳрет, ӑна шиклентерсе-хӑратса пӗтерет, 19. унӑн чунне шанса ҫитериччен, хӑйӗн йӗркипе сӑнаса тухиччен этеме вӑл ӑстӑн парса тӗрӗслет; 20. кайран вара ун патне тӳрӗ ҫулпа тухать те савӑнтарать ӑна, 21. хӑйӗн вӑрттӑнлӑхне пӗлтерет ӑна.
Сир 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Ҫакӑн ҫинчен ӑшӑмра шухӑшларӑм та, чӗремре тӗплӗ шухӑшласа пӑхрӑм та, ӑслӑлӑхпа хурӑнташлӑ пулни вӑл — вилӗмсӗрлӗх, 18. унпа туслӑ пулни — ырӑ киленӗҫ, унӑн ӗҫлӗхлӗ аллинче — иксӗлми пуянлӑх, унпа калаҫни — ӑс-хакӑл пухни, унпа сӑмахлани — ырӑ ят, ҫакна пӗлӳҫӗн, ӑна хам пата илес тесе ҫӳрерӗм, шырарӑм.
Ӑсл 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Ӑслӑлӑх урлӑ эпӗ вилӗмсӗрлӗх ҫӗнсе илӗп, хам хыҫҫӑн килекеннисем валли ӗмӗрлӗхе ырӑ ят хӑварӑп.13. Чрез нее я достигну бессмертия и оставлю вечную память будущим после меня.
Ӑсл 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ырӑ ят хаклӑ сӗрӗшрен лайӑхрах, вилӗм кунӗ ҫуралнӑ кунран лайӑхрах.1. Доброе имя лучше дорогой масти, и день смерти - дня рождения.
Еккл 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Ҫӗр ҫинче мӗн пуррине ят панӑ ӗнтӗ, этем мӗнли те паллӑ, вӑл хӑйӗнчен вӑйлӑраххипе тавлашма пултараймасть.
Еккл 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ырӑ ят ҫӗрме пуянлӑхран аванрах, ырӑ мухтав кӗмӗлпе ылтӑнран аванрах.1. Доброе имя лучше большого богатства, и добрая слава лучше серебра и золота.
Ытар 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Вӑл хурлӑхлӑ чӗреллисене сыватать, вӗсенӗн суранне эмеллет; 4. ҫӑлтӑрсен шутне палӑртса хурать; вӗсене ят парса тухать.
Пс 146 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Ҫавӑнпа мӑнаҫлӑх вӗсене мӑя пек ҫавӑрса илнӗ, хаярлӑх вӗсене тумтир пек витсе тӑрать; 7. самӑрланнипе куҫӗсем сиксе тухнӑ, чӗринче тӗрлӗ шухӑш пӑтранать; 8. пуринчен те кулаҫҫӗ, кураймасӑр усал ят сараҫҫӗ, мӑнаҫ калаҫаҫҫӗ, хӗсӗрлесси ҫинчен калаҫаҫҫӗ; 9. ҫӑварне тӳпе енне ҫӗклеҫҫӗ, чӗлхи хӑйсен ҫӗр ҫийӗн сӗтӗрӗнет.
Пс 72 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Эй Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑр, Эсӗ Аврама суйласа илнӗ, ӑна халдейсен ҫӗрӗнчи Ур хулинчен илсе тухнӑ, ӑна Авраам тесе ят панӑ, 8. вӑл пӗтӗм чун-чӗрипе Хӑвна пӑхӑннине курсассӑн, Эсӗ унпа халал хывнӑ: унӑн вӑрлӑхне ханаансен, хетсен, аморрейсен, ферезейсен, иевуссейсен, гергесейсен ҫӗрне пама пулнӑ.
Неем 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.