Поиск
Шырав ĕçĕ:
9. Пӗччен ҫӳрекен хир ашакӗ пек, вӗсем Ассур патне кайрӗҫ; Ефрем парне пара-пара ырӑ ят шырарӗ.
Ос 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Санӑн патшалӑхунта пӗр ар пурӑнать, унра таса Туррӑн хӑвачӗ пур; патшара аҫу ларнӑ чухнех ҫав ҫынра ҫутӑ ӑс, витӗркуран хастарлӑхӗ тата турӑсен ӑслӑлӑхӗ евӗрлӗ ӑслӑлӑх пуррине асӑрханӑ; вара хӑвӑн аҫу Навуходоносор патша ӑна пӗлӗмҫӗсен, асамҫӑсен, халдейсен ӑрӑмҫисен тата вӗрӳҫӗсен пуҫлӑхне лартнӑ — санӑн аҫу, патша хӑй, ҫапла тунӑ, 12. мӗншӗн тесессӗн ҫав ҫынра — Даниилра, патша Валтасар тесе ят хунӑскерӗнче — хӑватлӑ сывлӑш пулнӑ, тӗлӗк пӗлтерӗшне ӑнлантармашкӑн, вӑрттӑнлӑх тупсӑмне уҫса памашкӑн, кӑткӑслӑха татса памашкӑн унра пӗлӳпе витӗркуран хастарлӑхӗ пулнӑ.
Дан 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Патша Даниила, Валтасар тесе ят хунӑскере, каланӑ: эпӗ курнӑ тӗлӗке тата унӑн пӗлтерӗшне эсӗ мана каласа параятӑн-и вара? тенӗ.
Дан 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Хайрансен пуҫлӑхӗ вӗсене урӑхла ят панӑ: Даниила — Валтасар, Ананияна — Седрах, Мисаила — Мисах, Азарияна — Авденаго тенӗ.
Дан 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Хулине Гамона [эшкер] тесе ят парӗҫ.
Иез 39 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Ҫавӑ кун акӑ мӗн пулӗ: Гога масар шӑтӑкӗ валли Израильре вырӑн — тинӗсрен тухӑҫ енче выртакан айлӑма, иртен-ҫӳренӗн айлӑмне — парӑп, ҫак айлӑм иртен-ҫӳрене чарса тӑратӗ; Гогпа унӑн пӗтӗм эшкерне ҫавӑнта пытарӗҫ, вара ҫав вырӑна Гог эшкерӗн айлӑмӗ тесе ят парӗҫ.
Иез 39 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӗсем Манӑнччӗ, вӗсем ывӑлсемпе хӗрсем ҫуратрӗҫ; Оголӑна — Самари тесе, Оголивӑна Иерусалим тесе ят хунӑччӗ.
Иез 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Сан патӑнта ашшӗпе амӑшӗ ҫинчен усал ят сараҫҫӗ, ютран килнӗ ҫынна кӳрентереҫҫӗ, сан патӑнта тӑлӑх ачапа тӑлӑх арӑма хӗсӗрлеҫҫӗ.
Иез 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Турӑ сана ӗмӗрлӗхе ҫапла ят парӗ: «чӑнлӑх кӳнӗ тӑнӑҫлӑх, тӳрӗлӗх панӑ мухтав».4. Навек наречется от Бога имя тебе: «мир правды и слава благочестия».
Вар 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Хӑвна ят Панӑскерӗ сана лӑплантарӗ.
Вар 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Сана курсассӑн иртен-ҫӳренсем пурте пӗҫҫине шарт ҫапаҫҫӗ, шӑхӑрса яраҫҫӗ, пуҫне пӑркаласа, Иерусалим хӗрӗ ҫинчен: «ҫакӑ-и-ха вӑл чӑн илем, «Пӗтӗм ҫӗрӗн савӑнӑҫӗ» тесе ят панӑ хула ҫакӑ-и?» тееҫҫӗ.
Хӳх 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Лере фараона — Египет патшине — ҫапла ят парӑр: «нумай шавларӗ — усси пулмарӗ!» тейӗр.17. А там кричат: «фараон, царь Египта, смутился; он пропустил условленное время».
Иер 46 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Ҫав кунсенче Иуда ҫӑлӑнса юлӗ, Иерусалим шанчӑклӑ пурӑнӗ, Ӑна вара: «Пире тӳрре кӑларакан Ҫӳлхуҫа!» тесе ят парӗҫ.
Иер 33 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Иерусалим Маншӑн хаваслӑ ят пулӗ, ҫӗр ҫинчи халӑхсемшӗн пуриншӗн те вӑл мухтавпа чап пулса тӑрӗ, вӗсем Эпӗ уншӑн тунӑ мӗнпур ырӑлӑх ҫинчен илтӗҫ, Эпӗ панӑ ырӑлӑхпа тӑнӑҫлӑхран тӗлӗнсе те чӗтресе ӳкӗҫ.
Иер 33 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Ун вӑхӑтӗнче Иуда ҫӑлӑнӗ, Израиль шанчӑклӑ пурӑнӗ; акӑ Ӑна чӗнмелли ят: «Пире тӳрре кӑларакан Ҫӳлхуҫа!» 7. Ӗнтӗ «Израиль ывӑлӗсене Египет ҫӗрӗнчен илсе тухнӑ Ҫӳлхуҫа чӗрӗ» тесе калама чарӑнас кунсем ҫитсе пыраҫҫӗ, тет Ҫӳлхуҫа.
Иер 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Иеремия каланӑ ӑна: Ҫӳлхуҫа сана «Пасхор» тесе мар, «Магор Миссавив» тесе ят пачӗ, тенӗ.и Иеремия сказал ему: не «Пасхор» нарек Господь имя тебе, но «Магор Миссавив».
Иер 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Ҫӳлхуҫа сана «Паха ҫимӗҫлӗ ытарайми ҫу йывӑҫӗ» тесе ят панӑ.16. Зеленеющею маслиною, красующеюся приятными плодами, именовал тебя Господь.
Иер 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Вӗркӗчӗ ҫунса кайрӗ, тӑхлан вутпа шӑранса пӗтрӗ: шӑратаканӗ кӑлӑхах шӑратрӗ, юрӑхсӑрри хӑпмарӗ; 30. пӑрахӑҫ кӗмӗл тесе ят парӗҫ вӗсене, мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫа вӗсене пӑрахрӗ.
Иер 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Ҫавӑн чухне Унӑн халӑхӗ авалхи кунсене, Моисей кунӗсене, аса илнӗ: Хӑйӗн Таса Сывлӑшне вӗсен чӗрине хываканӗ, 12. Хӑйӗн аслӑ вӑй-хӑвачӗпе Моисее сылтӑм аллинчен тытса пыраканӗ, Хӑй валли ӗмӗрлӗх ят тумашкӑн вӗсен умӗнчи шыва икӗ енне уйӑраканӗ, 13. вӗсене, лашана ҫеҫенхир тӑрӑх ҫавӑтса пынӑ пек, тӗпсӗр авӑр урлӑ такӑнтармасӑр каҫарса яраканӗ ӑҫта-ши?
Ис 63 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Хайрансем ҫинчен Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: Манӑн шӑматкуна уякансене, Маншӑн юрӑхлине суйласа илекенсене, Манӑн халала ҫирӗп тытакансене 5. Эпӗ Хамӑн Ҫуртӑмра, Хамӑн килӗмре ывӑлсемпе хӗрсенчен лайӑхраххине — нихӑҫан пӗтмелле мар ӗмӗрлӗх ят — парӑп.
Ис 56 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.