Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ҫемье сăмах пирĕн базăра пур.
ҫемье (тĕпĕ: ҫемье) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тата тепӗр ҫемье те ялта тӗпленме хатӗрленнине пӗлтӗм.

Узнала, что и еще одна семья собирается обосноваться в деревне.

Йӗри-тавра пӗве, пусӑра шыв ҫук... // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

Сӑмахран, 3 ҫул каялла кунта Ҫӗнӗ Шупашкартан пӗр ҫемье /вӗсем Атнашра ҫуралса ӳснӗ, пенсие тухсан тӑван тӑрӑхалла чун туртнӑ/ куҫса килнӗ.

К слову, 3 года назад сюда переселилась из Новочебоксарска одна семья /они родились в Атнашах, на пенсии душа потянулась в родные края/.

Йӗри-тавра пӗве, пусӑра шыв ҫук... // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

Аслӑ Чакран куҫса килнӗ 15 ҫемье никӗсленӗ ӑна.

Ее основали 15 семей, переехавших из Больших Чаков.

Йӗри-тавра пӗве, пусӑра шыв ҫук... // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

Чӑн та, калани пурнӑҫланчӗ, икӗ спортсмен ҫемье ҫавӑрчӗ.

Помоги переводом

«Шикленсен те тӑвайккине хӑпаратчӗ» // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

— 1011 лаптӑка электричество, 616-шне шыв, 655-шне газ, 308-шне асфальт ҫул, 1532-шне тӑпра ҫул ҫитернӗ, — терӗ министр заместителӗ. — Лаптӑксенче ҫурт е дача тума пуҫланӑ ҫемье сахал.

Помоги переводом

Чылайӑшӗ никӗс те яман // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

Пӗр муниципалитет йӗркеленӗвӗнчен теприне ҫӗр куҫарса, республика харпӑрлӑхӗнчи лаптӑксене вырӑнти хӑйтытӑмлӑх органӗсене парса чылай ҫемье ыйтӑвне татнӑ.

Помоги переводом

Чылайӑшӗ никӗс те яман // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

ИӖМ ӗҫченӗсем пӗлейнӗ тӑрӑх ҫемье ку пӳрте дача пек кӑна усӑ курнӑ.

Как выяснили сотрудники МЧС, сельский дом семья использовала в качестве дачи.

Элӗк районӗнче 7 ҫын ҫунса вилнӗ // Аҫтахар Плотников. http://chuvash.org/news/12303.html

Унччен тӑватӑ ҫемье пӗр-пӗрин патне ҫӳрекелетчӗҫ те, халӗ вӗсем те хутшӑнма пӑрахрӗҫ.

До этого четыре семьи ходили друг к другу, а теперь и они перестали общаться.

Мӑнкун йӑли манӑҫать // Софья Савнеш. http://chuvash.org/blogs/comments/2739.html

Ачасем те, ашшӗ-амӑшӗ те кил ӑшшине, ҫемье ӑшшине сивӗнме ан паччӑр.

Помоги переводом

Чӑваш Сурӑм шкулӗ чӑвашлӑха аталантаракан ҫемьесене палӑртрӗ // Алина. http://chuvash.org/news/12258.html

Кашни ҫемье хӑй ячӗпе шкул умӗнче пӗршер хыр йывӑҫне лартса хӑварчӗ.

Помоги переводом

Чӑваш Сурӑм шкулӗ чӑвашлӑха аталантаракан ҫемьесене палӑртрӗ // Алина. http://chuvash.org/news/12258.html

«Чӑвашлӑха аталантаракан чи лайӑх ҫемье» конкурс ҫӗнтерӳҫи вара Даниловсен ҫемйи пулса тӑчӗ.

Помоги переводом

Чӑваш Сурӑм шкулӗ чӑвашлӑха аталантаракан ҫемьесене палӑртрӗ // Алина. http://chuvash.org/news/12258.html

«Чи пултаруллӑ ҫемье» Игнатьевсен ҫемйи пулнине палӑртрӗҫ.

Помоги переводом

Чӑваш Сурӑм шкулӗ чӑвашлӑха аталантаракан ҫемьесене палӑртрӗ // Алина. http://chuvash.org/news/12258.html

Кашни ҫемье уява тӑрӑшса хатӗрленни никама та иккӗлентермерӗ.

Помоги переводом

Чӑваш Сурӑм шкулӗ чӑвашлӑха аталантаракан ҫемьесене палӑртрӗ // Алина. http://chuvash.org/news/12258.html

Уява ҫывхарса килекен ҫу уйӑхӗн 15-мӗшӗнчи Пӗтӗм ҫемье кунӗпе те ҫыхӑнтартӑмӑр.

Помоги переводом

Чӑваш Сурӑм шкулӗ чӑвашлӑха аталантаракан ҫемьесене палӑртрӗ // Алина. http://chuvash.org/news/12258.html

Конкурса чӑвашлӑха юратакан, чӑвашлӑхшӑн тӑрӑшакан 8 ҫемье хутшӑнма кӑмӑл турӗ.

Помоги переводом

Чӑваш Сурӑм шкулӗ чӑвашлӑха аталантаракан ҫемьесене палӑртрӗ // Алина. http://chuvash.org/news/12258.html

Ҫакна шута илсе чӑваш чӗлхи эрнинче, ака уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, шкулта «Чӑвашлӑха аталантаракан чи лайӑх ҫемье» конкурс иртрӗ.

Помоги переводом

Чӑваш Сурӑм шкулӗ чӑвашлӑха аталантаракан ҫемьесене палӑртрӗ // Алина. http://chuvash.org/news/12258.html

Вулаканӑма паллаштаракан ҫемье пурӑнакан вырӑнта йӑх-несӗл чӗлхин, культурин тымарӗсем ан татӑлччӑр тесе курнӑҫланмасӑр, шӑппӑн кӑна — чун ыйтнипе — тӑрӑшать.

Помоги переводом

Арҫын - тӗрев, мӑшӑрӗ - управҫӑ // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.04.22, 61-62№

«Петя, хуртсене ан пӗтер, хӑвӑн валли 6-7 ҫемье тыт», — тесе пиллесе хӑварнӑччӗ вӑл.

Помоги переводом

«Апатланма ларсан сӗтел ҫинче 13 кашӑкчӗ» // Роза Власова. «Хыпар», 2016.04.22, 61-62№

Манӑн пулӑшупа чӑмӑртаннӑ нумай ҫемье паянхи кунчченех йӗркеллӗ пурӑнать.

Помоги переводом

«Апатланма ларсан сӗтел ҫинче 13 кашӑкчӗ» // Роза Власова. «Хыпар», 2016.04.22, 61-62№

Кӑҫалхи пӗрремӗш кварталта 13 ҫемье чӑмӑртаннӑ, 7 мӑшӑр уйрӑлнӑ.

Помоги переводом

ЗАГС пӗлтерет // В.НОВИКОВА. «Ял ӗҫченӗ», 2016.04.22

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней