Поиск
Шырав ĕçĕ:
Вӑл пурнӑҫа сӑнӗпе те чунӗпе илем кӳме кӑна мар, вӑл ятарласа пысӑк-пысӑк, чи хӗрӳллӗ юратупа юратма ҫуралнӑ.
Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.
Тӗрӗссипе каласан, эпӗ ятарласа хатӗрленмен те.
«Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ - 2023» // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60973
Чӑвашсем хушшинче унӑн ятне илтмен ҫын ҫук та пулӗ, анчах ҫак революционерӑн кӗрешӳри пуян кун-ҫулне чылайӑшӗ пӗлмеҫҫӗ, мӗншӗн тесен ун ҫинчен халиччен ятарласа пӗр кӗнеке те тухманччӗ-ха.
1964 ҫулта тухаҫҫӗ… // Анатолий Горшков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 92–95 с.
Чӑвашсен музыкӑпа драма театрне ГИТИС ректорӗ М. А. Горбунов профессор ятарласа хӑй килчӗ.
4. Профессионалсем тата художествӑлла пултарулӑх ҫыннисем // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.
Вӑл кирек хӑҫан та ӑнсӑртран кӑна ӗҫет, ятарласа мар.
12 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.
Эсӗ мӗн, мана ҫакна калама тесе ятарласа Килтеше килтӗн-и вара?
Кивӗ кӗрӗк ҫӗннине сыхлать // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Кун пирки ятарласа ыйтма аван мар пек.
Мӗншӗн ҫынсем ӑтӑр мар-ши? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Старик ял хӗррине шурсухалсем валли ларма ятарласа хунӑ якалнӑ пӗрене ҫине пырса ларчӗ.
Стенькке-утаман мӗлки // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Анчах, чим, алтарь валли вара ятарласа йывӑҫ касман пулас.
Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Тиексем сана ятарласа чӑвашсем валли ҫырнӑ манихвест парса ярӗҫ…
Уйрӑлу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
— Ятарласа терӗн те-ха.
Ҫӗнӗ кайӑк // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Ҫуратма вӑхӑт ҫитсен, ятарласа мунча хутаҫҫӗ.
Ҫӗнӗ кайӑк // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Авал пуян чӑвашсем ятарласа акатуй валли утсем тытнӑ, вӗсене мӗн пӗчӗкрен умӗнче ют лаша чупнине чӑтмалла мар вӗрентнӗ тет.
Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Кусем — ял куштанӗсем, вӗсене Савантер ятарласа, хай майлӑ пулччӑр тесе, ӗҫтерсе илсе килнӗ.
Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Вӗсен аллинче ятарласа акатуй валли хатӗрленӗ пысӑк ухӑ.
Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Ку ӗҫе тума эпӗ ятарласа Хусанкка утаманран ыйтсах парне илтӗм.
Кӗтме пӗлекенсем телейлӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Ухӑсем пек уйсенче Уткӑнаҫҫӗ утсемпе: Ятарласа ҫын ярса Ҫыхӑнаҫҫӗ Хусанпа.
XV. Тавӑрна // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Килчӗ хыпар Хусантан Хамӑран тус Хусахран — Касамата ҫӗмӗрме, Улпутсене сирпӗтме Ятарласа пӑлхава Ертес пулать халӑха.
XV. Тавӑрна // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Яш-кӗрӗмсем, ятарласа пымалла; Ватти-вӗтти хуран пӑтти сыхлама; Карчӑк-кӗршӗк карсак яшки пӗҫерме!!!
X. Ниме // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Вӗрентнӗ вӑхӑтра пӗрремӗш медицина пулӑшӑвӗ пама лайӑх хӑнӑхмалли, хӗле хирӗҫ кайнӑ май улӑштарса тӑхӑнма ятарласа иккӗмӗш пушмак, кирек хӑш самантра та ҫӗре чавса кӗрсе ларма сапер кӗреҫи илмелли пирки каланӑ.
«Хӗрес ҫакмасӑр ҫӳреместӗп» // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... cyremestp/