Поиск
Шырав ĕçĕ:
Чӑлан алӑкне яри уҫса ярсан вара хуллен: — Лукерья! Минутлӑха тух-ха, — тесе чӗнчӗ.Уже распахнув дверь чулана, негромко позвал: — Лукерья! Выйди на минутку.
XI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Маччине сенкер глазурьпе витнӗ, унта ылтӑн хӗвел ҫиҫнӗ, кӗмӗл уйӑх ҫуталнӑ, шутласа кӑларма ҫук нумай ҫӑлтӑр мӗлтлетнӗ, ҫуначӗсене яри сарнӑ вӗҫен кайӑксем ярӑннӑ.
X сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Вӑл алӑк хӑлӑпне хыпашласа тупрӗ, пурттине алӑран ямасӑрах пӳрт алӑкне яри уҫса ячӗ.Он нащупывает дверную ручку, не выпуская из рук топора, распахивает дверь в хату.
12-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Яри уҫӑлса кайрӗ алӑк.
Ванчӑк чӳрече // Денис Гордеев. «Халӑх шкулӗ – Народная школа» №5/2019 стр. 56-60
— Мелне пӗлмелле, — чупса пычӗ Семушкин, калинкке умӗнче темӗн тухаткаларӗ те алӑка яри уҫса ячӗ.— Уметь надо, — подбежал Семушкин и, поколдовав над калиткой, широко распахнул ее.
18-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Телее, аслӑ шкул алӑкне вӑл пӗрре пырсах яри! уҫма пултарнӑ, тӗллевне пурнӑҫланӑ, студент пулса тӑнӑ.
«Сӑпайлӑх тата сапӑрлӑх — ҫирӗп сывлӑх ҫӑлкуҫӗ» // Маргарита Ильина. Чӑваш хӗрарӑмӗ, 37 (1112)№, 2019.09.28
Пӗри акӑ юнашарах ӳкрӗ, алӑксем яри уҫӑлчӗҫ, таҫги чӳрече кӗленчисем савӑнӑҫлӑн янраса тӗпренчӗҫ.Вот один ударил совсем рядом, двери распахнулись, где-то с весёлым звоном посыпались стёкла.
Вунулттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Хам ун патне пырса кӗрсенех вӑл епле аптраса ӳкессе сӗметлерӗм эпӗ, пӗр юмах-сӑмах уҫмасӑр вӑл ман ҫине темӗнччен пӑхса тӑрӗ те шурса кайӗ, коридор тӑрӑх чупса хӑй пӳлӗмӗн алӑкне яри уҫса ярӗ те эпӗ ӑна мӑнкӑмӑллӑн: — Миша, эпӗ сирӗн пата ӗҫпе килтӗм, — тейӗттӗм.
Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Унтан вара алӑка яри уҫса ячӗ те хӑвӑрт пӑшӑлтатса: «Пыр кухньӑна», тесе кӑштах ҫурӑмран тӗксе илчӗ.Потом она распахнула двери, шепнула мне быстро: «Иди на кухню», и легонько толкнула в спину.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Вӑл яри уҫса хунӑ алӑк патне ларчӗ, Андрей Гаврилович стена ҫумне таянса тӑчӗ.Он сел при открытых дверях, – Андрей Гаврилович стоя прислонился к стенке.
II сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
(Вӑрӑмтуна алӑк патнелле вӗҫсе каять, ҫав хушӑра пӳрт алӑкӗ яри уҫӑлать те пӳрте Кури тете кӗрсе тӑрать.)(Комар летит к двери, в это время дверь открывается нараспашку, входит дядя Гурий.)
Пӗрремӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив
Сасартӑк эпӗ хам мӗн тунине хам та сисмесӗрех хӑлӑпран ярса илетӗп те, алӑк яри уҫӑлать каять.Я уж и сам не знал, что делаю, дернул за ручку, а дверь и отворилась!
28-мӗш сыпӑк. Джо индеец шӑтӑкӗнче // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Арҫынпа хӗрарӑмӑн «яри уҫӑ» хутшӑнӑвӗсене литературӑна пач кӗртмелле мар."Настежь открытые" отношения мужчины и женщины впускать в литературу совсем не надо.
«Чӗлхемӗре нӗрсӗрлӗхрен сыхласа хӑварасчӗ» // Анна ВЛАДИМИРОВА. «Хыпар», 2013.12.21
ШӖМ специалисчӗн шухӑшӗпе - хваттере ют ҫынна кӗртиччен алӑка яри уҫмалла мар, унран документ ыйтмалла.
«Манӑн килӗм - манӑн ҫӗршывӑм» // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2015.10.07, 196№
Тӗпрен юсаса ҫӗнетнӗ спортзал алӑкӗсем ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗнче ачасемшӗн яри уҫӑлса кӑмӑла ҫӗклӗҫ, татах та ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем тума хавхалантарӗҫ.
Ҫӗнӗ спортзал - пысӑк ҫитӗнӳсем // Н.БЕЛКОВА. «Каҫал Ен», 2016.07.01
Ирпе кил хушшине каҫӑхса вӗрекен йытта лӑплантарма тухнӑ чикан каялла сирпӗнсе кӗчӗ: – Курӑр, камсем килчӗҫ! – алӑка яри уҫса ячӗ Эльзӑпа ывӑлне ҫул парса.
Аманнӑ чӗресем // Сувар. «Сувар», 22(700)№, 2007.06.01
26. Ӑна пур енчен те тапӑнӑр, унӑн кӗлечӗсене яри уҫса ярӑр, ӑна кӗлте таптанӑ пек таптӑр, унран нимӗн те ан юлтӑр — тӗппипе пӗтерӗр.
Иер 50 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Кӗпе ҫухине ярханах ярса, ҫӳҫне тӑмаласа, йӗп-йӗпе тара ӳксе, вӑл яри уҫса хунӑ чӳрече умӗнче сӗтел хушшинче ларать, кӑкӑрӗ тата ҫурӑмӗ ҫинчи тарне ал шӑллипе шӑла-шӑла илет, вӑхӑчӗ-вӑхӑчӗпе, чӳрече урлӑ сӗвенсе, пуҫӗ ҫине кӑкшӑмран шыв ярать, киленнипе лӑпкӑн хӑрлата-хӑрлата илет.
IV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.