Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

тарӑхса (тĕпĕ: тарӑх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Акӑ мӗскер, — терӗ тарӑхса ҫитнӗ Укаслу.

Помоги переводом

Вутпа вут, хутпа хут // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

«Ҫӳреҫҫӗ ҫӗрле, ҫывӑрасчӗ!» — терӗ вӑл, леш ҫынна тарӑхса.

Помоги переводом

Аҫтӑрхан шухӑш шухӑшлать... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Мӗн лӑпӑртатан эсӗ, старик! — тарӑхса кӑшкӑрсах ячӗ Пӑкачав.

Помоги переводом

Ҫӗнӗ кайӑк // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Тарӑхса кайнӑ майра-патша тарҫисем вара Перфильевпа ун юл-ташӗсене ҫакса вӗлересшӗн пулчӗҫ.

Помоги переводом

Патька-патша // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

«Эх, ҫак пӳтсӗр ҫумӑрӗ кӑшт маларах чарӑнма пултарайман пуль ҫав ӗнтӗ, — тарӑхса шухӑшларӗ Савантер.

Помоги переводом

Ҫӗр ҫыннӑн — ҫӗр шухӑш // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

«И-и-и, ҫапла харампыр йытӑ тытиччен пирӗн пек тертлӗ ҫынсене кӑштах пулӑшасчӗ те ҫав, — мӑкӑртатса илнӗччӗ Атей йытӑсем ытла хамлатнипе тарӑхса.

Помоги переводом

Пӗве ҫитнӗ хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫавра ҫил пек ҫавӑрса хусканса Хура халӑх пӑтранать тарӑхса: Хырӑҫ-марӑҫ куланай пухнине, Чӑтаймасть ҫӗрсен хакӗ ӳснине.

Помоги переводом

XV. Тавӑрна // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Нумайӗш Урхан ячӗпе ыр курать, Юрлӑ ҫынсене май килсен пусмӑрлать, Ҫавӑнпа та Урхана ылхан сунакан Сахал мар вӑрттӑн тарӑхса пурнакан.

Помоги переводом

XII. Элек // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Хайхи тарӑхса кайнӑскерсем, Гитлер портретне пӑхса тӑмасӑр, пулеметсенчен, автоматсенчен ҫунтарма тытӑнчӗҫ, пӗр вунӑ минут хушши пенӗ хыҫҫӑн хайхи портрета ала пек турӗҫ.

Помоги переводом

Фриц портречӗпе пулса иртнӗ мыскара // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 109–112 с.

Пӗлместӗн-им ҫакна? — пӗрре тарӑхса, тепре тӗлӗнсе ыйтатӑп.

Помоги переводом

Хӑвӑл йӑмра // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 74–85 с.

Эпӗ ӑна тарӑхмаллипех тарӑхса кайрӑм.

Помоги переводом

Хӑвӑл йӑмра // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 74–85 с.

Пур ҫӗре шыранӑ хыҫҫӑн, тупайманнипе тарӑхса, хайхисем автоматри юлашки обоймӑсене те кӳлӗ ҫине кӑларса яраҫҫӗ.

Помоги переводом

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

— Ҫав кирлӗ чӗнмен хӑнасене! — терӗ тарӑхса Федя.

Помоги переводом

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

«Кам уҫӑ хӑварнӑ ку шӑтӑка?» — тарӑхса шухӑшларӗ вӑл.

Помоги переводом

Пурнӑҫ тамӑкӗ // Владимир Кузьмин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 29–30 с.

ХӖВЕТУТ (тарӑхса).

ФЕДОТ (с возмущением).

Муталанчӑк // Владимир Кузьмин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 26–29 с.

«Килте йӗркеллӗ ҫутӑ ҫукпа ӗнтӗ», шутлатӑп хайхи ӑшӑмра, колхоз председательне тарӑхса.

Помоги переводом

Пенсие тухсан… // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 5–7 с.

— Ав епле иккен, — тӗлӗнсе те тарӑхса пуҫа пӗкрӗм эпӗ.

Помоги переводом

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

«Акӑ вал хулари пурнӑҫ, акӑ вӑл паянхи ҫамрӑк», — пӗтӗм чунтан тарӑхса шутларӗ мучи.

Помоги переводом

Кӑмӑл улшӑнчӗ // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 90–95 с.

Темиҫе уйӑх каялла ҫеҫ ҫак залра Варвари ҫине ҫынсем йӗрӗнсе те тарӑхса пӑхса ларатчӗҫ пулсан, паянхи Варварие алӑ ҫупса хисеплерӗҫ.

Помоги переводом

XII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

— Зойки мӗншӗн ӗҫ пӑрахсах килне кайнӑ-ши? — тарӑхса каларӗ Нина, хӗрсем ҫине пӑхса.

Помоги переводом

VII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней